Шырав
Шырав ĕçĕ:
Малтанхи кунах задани ҫӗр ҫирӗм процент тулчӗ.
Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.
Ятман шкул ачисемпе ӗҫлекен учитель патне пырать те ӑна тепӗр задани парать.
IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Район задани парать.
XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Задани паратӑп тесех хушрӗ.
XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫӑмӑллӑн вуламалла ҫыракан ҫынна уйӑрса лартӑр та задани парӑр: кашни кун ирех сводка ҫырса ҫаптӑр.
IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Сана та ҫирӗп задани панӑччӗ мар-и ҫав, Павел Алексеевич? — ыйтрӗ Марье.
6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Революци ячӗпе Сире задани парас тетпӗр, Михаил Николаевич.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ыран ир саккӑрта ман пата ҫӗнӗ задани илме килӗр.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Задани ҫакӑн пек: килсе пӑх…
5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
1938 ҫултах, конструкторсем пӗр ҫӗршывра та хулӑн броньӑллӑ, хӑватлӑ тупӑллӑ тата вӑйлӑ дизеллӗ танксем туса кӑларас тӗлӗшпе ӗҫлемен чухнех, Сталин юлташ пирӗн конструкторсене ҫавӑн пек танксем тума тӗплӗ задани панӑ.
Пирӗн танксем // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Струтинский панӑ задани тӑрӑх, ҫав машинӑна гаражран вӑлах илсе тухса килнӗччӗ.
Юлашки переходра // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Ӑна уйрӑм задани патӑмӑр — хула айӗнчи тоннельсем ҫинчен тӗплӗн пӗлме хушрӑмӑр.
Юлашки переходра // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Шевчук панӑ задани тӑрӑх, Козлов ҫав склада, ҫӳлти ҫӳлӗк ҫине, вӑраххӑн ӗҫлекен мина пырса лартнӑ.Козлов по заданию Шевчука поставил в склад на верхней полке мину замедленного действия.
Ӑсату // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Унсӑр пуҫне, ҫул ҫинчен эпир хамӑрӑн боевиксен темиҫе группине Ровнӑна кӑларса ятӑмӑр, вӗсене диверсисем тума тата разведка ӗҫне туса тӑма задани патӑмӑр.
Сывлӑш ҫавӑрни // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Чылай вӑхӑт иртсен, эпир Науменко гестапӑн вӑрттӑн агенчӗ пулнине, ӑна пирӗн отрядра миҫе ҫын пулнине тата отряд епле хӗҫпӑшалланнине пӗлме задани парса янине пӗлтӗмӗр.
Ҫӗнӗ лагерьте // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Эпир хамӑр разведчиксене тата Ровнӑри Новак организацине пирӗн отряд валли чи шанчӑклӑ ҫынсем ытларах тупма задани патӑмӑр.
Ҫӗнӗ лагерьте // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Ӑна та, разведка тума задани парса, Ровнӑра тытӑнса тӑма хушнӑччӗ.Ему также приказано было задержаться в Ровно с заданиями по разведке.
Хамӑрӑннисене паллайман // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Эпир разведчиксен пӗр группине уйӑрса илтӗмӗр те, вӗсене нимӗҫсем ӑҫтине тата вӗсем пирӗн лагерь вырӑнне пӗлнипе пӗлменнине тӗплӗн пӗлсе килме задани парса ятӑмӑр.
Малтанхи ҫапӑҫу // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Мухарев вӗсене ҫул ҫинче ҫынсем нумаййипе нумай маррине тата каҫхине унта машинӑсем ҫӳренипе ҫӳременнине пӗлме задани панӑ.Мухарев приказал выяснить, велико ли на дороге движение, ходят ли машины ночью.
XXIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ку задани разведкӑпа ҫеҫ мар, урӑх ӗҫпе те ҫыхӑннӑччӗ.
XXII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.