Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

арӑмӗн (тĕпĕ: арӑм) more information about the word form can be found here.
Ҫиелтен пӑхма йӑваш Иван, ӗлӗкрех арӑмне хирӗҫ чӗнме хӑракан упӑшка, халӗ вут-ҫулӑм витӗр тухса килнӗскер, арӑмӗн чӗрине ҫапла амантса хӑварасса кӗтме пултарнӑ-и-ха Ҫимун?

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Тем калаҫатӑн эс, — пӑрӑнма пуҫларӗҫ Куҫук арӑмӗн йӑлисене хӑнӑхса ҫитнӗ хӗрарӑмсем.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Арӑмӗн сӑмахӗнчен иртеймен арҫынччӗ вӑл.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Куҫук арӑмӗн аллине силлерӗ Симун.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Арӑмӗн пуянлӑхӗ чаплӑ кил-ҫурчӗпе пахчи кӑна мар иккен.

Help to translate

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Николай Степанович арӑмӗн элли чӑн та ылтӑн.

Help to translate

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл, ахӑртнех, арӑмӗн сӑмахӗсене аса илчӗ:

Help to translate

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кунпала вӑл вилнӗ арӑмӗн ятне хур кӳнӗ пек шутларӗ.

Help to translate

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл, укҫине, сӑхманне, кӗпине тата ҫӗлӗкне ҫухатса, ҫаппа-ҫарамас тӑрса юлчӗ, арӑмӗн хаклӑ та ырӑ ятне хур кӳчӗ, хӑйне пӗтӗм тӗнче умӗнче тӳсейми намӑса кӗртрӗ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Калли, арӑмӗн аллинчи укҫа хутаҫҫине курсан, пӗрре хӗрелсе, тепре шуралса кайрӗ.

Help to translate

Укҫа // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 3–4 с.

Калля та арӑмӗн шухӑшӗпе килӗшрӗ.

Help to translate

Укҫа // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 3–4 с.

— Ҫухалчӗ, пӗтрӗ! — кӑшкӑрса ячӗ Калля, арӑмӗн куҫӗнчен шӑтарас пек пӑхса.

Help to translate

Укҫа // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 3–4 с.

Арӑмӗн сап-сарӑ куҫ харшийӗсем, кӑшт каҫӑртарах сӑмси, тӑп-тӑп тути, янах айӗнчи турпалли, ҫӗрелле усӑнса аннӑ ҫӳҫӗ хӗвел шевлинче тата та илемлӗрех, ӑшӑрах курӑнаҫҫӗ.

Help to translate

59 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Михала, апат ҫи ларса, — илтӗнчӗ шалти пӳлӗмрен арӑмӗн чӗтревлӗ сасси.

Help to translate

43 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Арӑмӗн вӑрттӑн иртӗхӗвне Кашкин сиснӗ-ха, ҫапах — хӑйӗнчен пӗтӗм поселок кулнине пӑхмасӑр! — курнине курмӑш пулса шӑла ҫыртнӑ.

Help to translate

26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӑтам кантӑк уҫӑлчӗ, унта хуҫа арӑмӗн, Клавьен пуҫӗ курӑнчӗ.

Help to translate

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Мӗн, Хӗрлӗ Ҫар ҫирӗп мар-и? — салтак арӑмӗн куҫӗсенче шуйттансем вылярӗҫ.

Help to translate

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Ванюш мар-и ку? — кӑвар пек ҫиҫсе илчӗ салтак арӑмӗн пуҫӗнче шухӑш.

Help to translate

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Тен ку пирӗн пата! Нивушлӗ Ванюш? Вӑл мӗн, аманнӑ, вилнӗ? Ах, Турӑҫӑм!» — сикме пуҫларӗ салтак арӑмӗн чӗри, тухса тарас пек.

Help to translate

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗртен-пӗр ҫиччӗллӗ лампа салтак арӑмӗн кӑкӑрӗнчи пек йывӑр тӗтӗмлӗхе сиреймест.

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed