Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

арӑмӗн (тĕпĕ: арӑм) more information about the word form can be found here.
Михал Михалч та арӑмӗн сассине уйӑрса илчӗ курӑнать, пӑшалне аяккалла ывӑтса, тӗмӗ хыҫнелле варкӑнчӗ те Раиса Ивановнӑн ҫиче пӑт таякан тушкине ҫӗклесе тухрӗ.

Help to translate

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Пире, тахҫанах асран тухас пӗрремӗш арӑмӗн йӑмӑкӗсене, тӑван ачисем вырӑнне хурса ӳстерчӗ.

Help to translate

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Хветура кунта юлсан, ял-йыш мӗн калаҫасси паллӑ-ха вӑл: пӗрремӗш арӑмӗн аслӑ йӑмӑкне те хӑйӗнчен пӑрчӗ иккен, хӑйӗнпе пӗрле чаплӑ хваттере илсе каймарӗ иккен, тейӗҫ.

Help to translate

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Виҫӗмкун вара Думитруна стройтрестри парткома чӗнтерсе пирвайхи арӑмӗн ҫырӑвне кӑтартаҫҫӗ.

Help to translate

XVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пӗр мӑшӑрлансан, ӗмӗре епле пулсан та пӗрле ирттерме хушнӑ, арлӑ-арӑмӑн пӗр ҫын пек пурӑнмалла, тенӗ, упӑшкипе арӑмӗн пӗр сак ҫинче лармалла, тенӗ.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Павӑл пукан хыҫӗ ҫине таянчӗ те аллисене кӑкӑрӗ ҫине хучӗ, арӑмӗн куҫӗнчен пӑхрӗ.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ун арӑмӗн йӑмӑкӗпе Ефросиния Шакуловапа тӗл пулсан вӑл ҫапла каласа пани асра юлчӗ:

Help to translate

Йӑнӑшсемсӗр никамӑн та пулмасть // Михаил ВАСИЛЬЕВ. http://kanashen.ru/2023/06/02/%d0%b9a%d0 ... %82%d1%8c/

Пуҫа ҫавӑрса илме пар-ха… — арӑмӗн кӑмӑлне пӑсас мар тесе тата шухӑшне улӑштарманнине пӗлтерес тесе хуравларӗ Мӗтри.

Help to translate

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

— Мӗтри, хӗвелӗмҫӗм, эсӗ вӑрантӑн та-им? — илтӗнчӗ телевизор кутӗнче ларакан арӑмӗн сасси.

Help to translate

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Хыҫалти ларкӑч ҫинче пуҫне сӗнксе пыракан каччӑ ыйха пута пуҫланӑччӗ ӗнтӗ, сасартӑк малти ларкӑч ҫинчен арӑмӗн сасси илтӗнчӗ:

Help to translate

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Машук (Мӗтрин арӑмӗн ячӗ ҫапла) питӗ илемлӗ хӗр.

Help to translate

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Ҫавӑнта, пӗр колхозра, арӑмӗн аппӑшӗ пурӑнать тет-и?

Help to translate

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Мунчаран майлаштарнӑ пӗчӗк пӳртре виҫҫӗне тӑвӑр — Сулагаев чылай хушӑ кӳршӗ ялта арӑмӗн килӗнче пурӑнчӗ.

Help to translate

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Эпир, ҫак повеҫе вуласа, хӑйсен ӗҫне чун-чӗререн юратакан учительсен — Андрей Петрович Чистовпа унӑн арӑмӗн сӑнарӗсемпе паллашатпӑр.

Help to translate

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Эпӗ хайхи Висенерова Платон арӑмӗн Наҫтаҫӑн амӑшӗ иккенне тӳрех тавҫӑрса илтӗм.

Help to translate

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Кунта чӑнах ҫавӑн пек лару-тӑру, — арӑмӗн сӑмахне ҫирӗплетрӗ Аркаш.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Арӑмӗн аллине иле-иле ывӑтать.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Хӑш-пӗр арҫынсем арӑмӗн хурӑнташӗсене хисеплесех каймаҫҫӗ.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Ӑна эс пӗлме кирлӗ, вӑл Лешкасри Наснар Ҫеруш арӑмӗн — Еленӗн, эппин, — куккӑшӗ пулать.

Help to translate

III // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Тен, ҫак чипер чӑваш арӑмӗн хӑй упӑшкине мар, тепӗр арҫынна килентерсе пурӑнмалла шӑпа пуль?

Help to translate

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed