Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ытти the word is in our database.
ытти (тĕпĕ: ытти) more information about the word form can be found here.
Лешсем хӑшӗ ҫӗрӗ, хӑшӗ тура, хӑшӗ сӑмса тутри е ытти вак-тӗвек хура-хура ячӗҫ калпака.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ытти ҫамрӑксем те Хӗлимуна палларӗҫ, ӑна самантрах сырса илчӗҫ, пӗри те пӗри алӑ параҫҫӗ, вӑрҫӑ паттӑрӗпе, Георги хӗресӗн кавалерӗпе ик-виҫ сӑмах та пулин калаҫса пӑхмашкӑн ӑнтӑлаҫҫӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫук пулӗ ҫав, ытти енӗпе темле те, ку тӗлӗшпе улшӑнманах курӑнать.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Калюков эшкерне тытассипе ҫыхӑннисене кӑна мар, ытти нумай-нумай ыйтӑва та тӗплӗн сӳтсе яврӗҫ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Крапивинӑн мӗн хыпарӗ пултӑр: вунсаккӑрмӗш ҫулта парти ӑна, чӑвашсен, Атӑл тӑрӑхӗнчи ытти халӑхсен пурнӑҫне лайӑх пӗлетӗн тесе, Хӗвелтухӑҫ фронтӗнчи контрреволюципе тата саботажпа кӗрешекен чрезвычайлӑ комиссие, Лацис патне ӗҫлеме янӑччӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑ ӗнтӗ, ҫанталӑк лайӑх чухне, таврара ытти нимӗн улшӑнмасан та, пурпӗр савӑнӑҫлӑрах.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Халӑхпа ҫав йывӑра ҫӗнмешкӗн ҫӑмӑлрах, ҫавӑнпа юлашки пус-тенке пӗр кассӑна хыватпӑр, ӗҫ кал-калрах кайтӑр тесе, триер та, молотилка та, ытти хатӗрсем те туянас тетпӗр.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

 — Эс мӗн, ытти юлташлӑхсенчи хресченсем ырра ӗмӗтленмен тетӗн-им?

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чӑнах, ҫут тӗнчере пурӑнас килмест ун пек чухне, ҫавӑнпа Калюков хӗрарӑмсене вӗсем куҫҫулӗ кӑларма пуҫличченех — сӑмахпа-и е чӑмӑрпа, е ытти вирлӗрех меслетсемпе — чарма тӑрӑшать.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫуркуннесенче унта юр ытти ҫӗртинчен маларах ирӗлсе пӗтетчӗ те ҫӗр питне уҫатчӗ.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кучан патне кӗретчӗҫ-и е Тукай Мишере, Йысна килне каятчӗҫ-и е ытти тусӗсем патӗнче хӑналанатчӗҫ — пур ҫӗрте те нумай пурӑнаймастчӗҫ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ытти сехетсене еплерех майлаштарасси ҫинчен каярах калаҫса татӑлӑпӑр.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ытти хӑнасем хӑйсем хушшинче пӑшӑл-пӑшӑл туса илчӗҫ те каллех юрлама-ташлама тытӑнчӗҫ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ытти пули-пулми хурахсем ҫав териех кӑклӑ, таҫта та тымар ярса ӗлкӗрнӗ ҫынсемех мар-тӑр.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ытти йӑлтӑр-ялтӑрӗ тата?

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хваттерне ҫитсен, вӑл кил хуҫи карчӑкне эрех илме лавккана ячӗ, лешӗ тухса кайсан, алӑка ҫаклатрӗ, унтан кравать айӗнчи пӗчӗк арчаран сӗтел ҫине ҫыхӑ кӑларса хучӗ, ӑна салтса, сехетсене илчӗ те ытти япаласене каллех хӑйсен вырӑнне чиксе хучӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ытти енӗпе малтан калаҫса татӑлнӑ пекех ӗҫле…»

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл сӗтел ҫине темиҫе кӗсъе сехечӗ, ҫӗрӗсемпе сулӑсем, ытти эреш япалисем кӑларса хучӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӑваттӑмӗшӗнчен, вырӑнӗ ҫакнашкалскер кунта: Совет влаҫӗн ҫулӗсенче кӑна чугун ҫул хӗррипе темиҫе пӗчӗк поселок ӳссе ларнӑ, ытти ҫӗрте — «шавлать, кашлать сӗм вӑрман, вӗҫӗ-хӗрри курӑнмасть…»

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ытти енчен те аптӑрамасть пек Мӗтрин пурнӑҫӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed