Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ытти the word is in our database.
ытти (тĕпĕ: ытти) more information about the word form can be found here.
— Шел, пирӗн ытти ҫынсем ялсене кайса пӗтнӗ, — пӑшӑрханчӗ Александров, куҫлӑхне сӑмса тутӑрӗпе шӑлса тасатнӑ май.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Акчан виҫӗ чӗрӗкне пире паратӑн, ытти хӑвна юлать.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫав тапхӑрта вӑл, тен, хӑйшӗн чи кирлӗ япалана ҫирӗп ӗненсе ҫитрӗ: Октябрьти революцие Раҫҫейре кӑна мар, ытти ҫӗршывсенчи хура халӑх та ырласа йышӑннӑ; хӗвеланӑҫӗнчи украинсемпе поляксем те, авӑ, ӑна мухтатчӗҫ, ӳлӗм хӑйсем патӗнче те улшӑнусем пуласса шанатчӗҫ; эппин, революци пуҫӗнче тӑракан большевиксен партийӗ кӑтартакан ҫул уншӑн та, чӑваш хресченӗшӗн те, пӗртен-пӗр тӗрӗс ҫул.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Казармӑсене, ытти ҫурт-йӗре йӗркене кӗртмелле пирӗн.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Майоровпа тепӗр хӗрлӗ армеец ӑна ӑнланчӗҫ, айккинелле пӑрӑнса, ытти пусӑсем урлӑ тара пуҫларӗҫ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Кавалеристсем ҫинчен тӗрӗсех каларӗ вӑл, — шухӑшларӗ Ванькка. — Эппин, ытти те тӗрӗсех пулӗ?»

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чӑн та, самай пысӑкскер, улма-ҫырла кӑна мар, ытти йывӑҫсем те йышлӑ кунта.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӗтел хушшинче ларакан ытти офицерсем ахӑрса ячӗҫ, хӑйсен чӗлхипе тем калаҫрӗҫ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ун пуҫӗнче самантрах шухӑш ҫуралчӗ: енчен столовӑйра ҫиекенсенчен ҫӑкӑр е ытти ҫимӗҫ ыйтса пӑхсан?

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ытти сывӑ хӗрлӗ армеецсем те аманнисене пулӑшса пычӗҫ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ытти тӗрлӗ подразделенисемпе чаҫсенчен килнисене шута илсен те, пӗтӗмпе утмӑл икӗ ҫын, икӗ пулемет кӑна юлнӑ иккен.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапла сапаланса ҫӳренӗ май, юлашкинчен полк ытти чаҫсемпе тӑрсан-тӑрсан тытакан ҫыхӑнӑва вуҫех ҫухатрӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Никифоров батальонӗнче пурӗ те ҫӗре яхӑн салтак юлнӑччӗ, ытти подразделенисем те ҫавӑн пекех пысӑк ҫухату тӳснӗччӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тухтӑр панӑ эмелсене ӗҫтерчӗ вӑл ӑна, тарне шӑлса-типӗтсе тӑчӗ, ытти енӗпе те пулӑшрӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл вӑрҫӑра Совет влаҫӗшӗн ҫапӑҫса икӗ хут, тыткӑнран тарнӑ чухнехине шутласан, виҫӗ хут аманнӑ, уншӑнах ытти ӗҫсем те сахал мар тунӑ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Корольпа унӑн шайкки, ҫирӗп ҫӗтӗк, ытти япаласем пуҫтарса, самаях чӑтӑмлӑ хулӑпах мар вӗрен яврӗҫ, ун пуҫне якӑр ҫыхса хучӗҫ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ытти кунсенче те Король Антунпа ҫапла шӑкӑл-шӑкӑл калаҫрӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ытах кӑмӑлӑр пур-тӑк, кайран, ытти ҫӗрте татӑлӑр пӗр-пӗринпе.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Яла таврӑнсан, вӗсем ытти ҫамрӑксемпе пӗрле тӑвайккинчен шӑн тенкелпе ярӑнакан Ҫемене курчӗҫ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Санюк ытти кирек хӑш арҫынна та ҫунтарса яма пултаракан, упӑшки ҫине пӑхсан вара сасартӑк йӑвашланакан пысӑк куҫне мӑч-мӑч тутарчӗ те, мӑшӑрне хирӗҫлеме хӑяймасӑр, стакана тытрӗ, чӑпӑрт сыпса пӑхрӗ, хаяр эрехе хӑнӑхманскер, ҫавӑнтах чыхӑнса кайрӗ, ал лаппине ҫӑварӗ умӗнче сулла-сулла, аран-аран сывлӑш ҫавӑрса ячӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed