Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пачах урӑхла: вӑл ҫав хӗрарӑм ҫумне тата асаплӑн, тата хытӑрах ҫыхӑннӑ, хӗрарӑмӗ пӗтӗмпех парӑннӑ чухне те вӑл унра ҫаплах темӗнле ытармалла мар, ҫитмелле мар, никам та ҫӳл тупса кӗме пултарайман япала пур пек туйнӑ.
VII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Федя унӑн шухӑшӗсене туйнӑ пекех аллисене хӑй еннелле тӑссан, Катя тата ытларах пӑлханчӗ.Точно угадав ее мысли, Федя протянул руки, и Катю охватило еще большее смятение.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ҫак шухӑш тӗрӗсчӗ тесе Федя хӑйне ӗнентерчӗ; мӗншӗн тесен, вӑл мӑнаҫлӑ пулнӑ пирки хӑйне хӗрхеннине юратман, ҫак юлашки шанчӑк, Катя хӑйне юратни тухса ӳксе чӗрине пушатса хӑварасса туйнӑ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ҫынпа чун-чӗререн калаҫнӑ хыҫҫӑн Мажаров хайне яланах темскер ҫитмен пек туйнӑ.Как всегда после откровенного разговора, он пребывал в состоянии некоторого разочарования.
25 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Хӗрарӑм, туртма ҫӑмӑлланнине туйнӑ пек, унчченхи пекех ывӑннӑн унпа юнашар, утса пычӗ.Женщина словно и не почувствовала облегчения, по-прежнему брела с покорной усталостью рядом.
24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ку таранччен вӑл пӗр ответлӑха ҫеҫ туйнӑ — пуҫлӑхсем умӗнче, хӑйне вырӑн паракансем умӗнче кӑна ответлӑх туйнӑ, анчах хӑйне председателе суйланӑ ҫынсем умӗнче нимӗнле ответлӑха та пӗлмест, вӑл, паллах, хӑй вӗсене мар, вӗсем ӑна пӑхӑнса тӑраҫҫӗ тесе шутланӑ.
24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
«Манӑн ӑна хам кам иккенне калас пулать, — шухӑшларӗ вӑл. — Эпӗ чӗнмесен, вӑл ҫакна тӗрӗс мар ӑнланма, эпӗ хама ун умӗнче айӑплӑ туйнӑ пек ӑнланма пултарать. Анчах эпир пӗр-пӗрне курманни вунӑ ҫула яхӑн иртнӗ-ҫке, эпир иксӗмӗр те улшӑннӑ, урӑх ҫынсем пулса тӑнӑ, туйӑмсенчен йӗрри те юлман-и, тен, эпӗ вара хама ҫавӑншӑн пустуях асаплантаратӑп».
6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Мажаров Алексей Макарович флигеле мӗнле кӗнине илтмен, ҫурӑм хыҫӗнче вӑл йывӑррӑн сывланине туйнӑ та хыҫалалла ҫаврӑннӑ.
5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл темӗнле савӑнӑҫлӑ ҫӗнелӳ пулса иртнине туйнӑ.
1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ксюша ӑна Лизӑ мӗн каласса пӗлмен-ха, анчах халех хӑйӗн пӗтӗм ӳт-пӗвӗ чӗтреме пуҫланине туйнӑ.Ксюша еще не знала, что скажет ей Лиза, но уже чувствовала, как все начинает дрожать в ней.
20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ксюша тунсӑхланӑ, кӗтсе ывӑннӑ, почтальон хыҫҫӑн пӑхса юлнӑ, хӑй ӑшӗнче ӑна та курайми пулса пынине туйнӑ.
20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫапах та Ксюша хӑйне нихҫанхинчен телейлӗрех туйнӑ, ку таранччен ӑна никам та чечек паман-ҫке.Но Ксюша была счастлива, как никогда в жизни, — ведь еще никто ни разу не дарил ей цветы!
19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл «коммуние» хирӗҫ хаяррӑн кӑшкӑрнисенчен хӑрамасӑр калаҫнӑ — ӑна нихӑшӗ те нимӗнле сӑмахпа та пӑтраштарса яма пултарайман! — анчах ҫав каҫхине вӑл хӑй темӗнле пӑшӑрханнине туйнӑ — таҫтан ҫил вӗрнӗ пек, хул-ҫурӑм йывӑрланнӑ пек туйӑннӑ.
16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл хӑйне пур ӗҫре те кунран-кун шанчӑклӑрах туйнӑ, укомран килнӗ хутсене халӗ тӳсӗмлӗн пӑхса тухса майлаштарса хунӑ, часах хӑйӗн хушаматне хӑвӑрт чӑрмаласа ҫырса алӑ пусма пуҫланӑ.
16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл пӗр парша тапранса кайнине анчах туйнӑ та, сӑхсӑхса янӑ.
II // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.
Йывӑр, ялан асап курса чӑтса пурӑнмалла пурӑнӑҫ Аринӑшӑн ҫакӑн пек хуйхӑллӑ вӑхӑтра анчах йывӑррӑн туйӑннӑ; йӑвӑр инкек куҫ умнех пырса тӑрсан тин вӑл хайне йывӑррине туйнӑ, ахаль чухне нимӗн асапне те туйман.
I // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.
Хӑйне хутортан уйӑрса тӑракан куҫа курӑнми хӳмене кунран-кун ытларах та ытларах туйнӑ май, ҫак ушкӑн ҫумӗнче тӗрек тупрӗ те Иван Алексеевич кулленхи ӗҫӗнче.
XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Каптенармус хӑй айӑпне туйнӑ.
Госпиталь // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Ҫав кун хӑйне япӑх туйнӑ вӑл, анчах ӗҫрен юлма юраман.В тот день он чувствовал себя плохо, но не мог не пойти на работу.
«Шкулта вӗреннӗ чухнех унӑн лидер паллисем пурччӗ» // Лариса Петрова. Хыпар, 2020.02.07, 13–14№№
Халӗ ӗнтӗ Сергей Спасски башньӑна ҫеҫ курнӑ, анчах чӗре туйӑмӗ уҫҫӑнах ку вӑхӑтра вӑл мавзолей умӗпе иртни ҫинчен каланӑ, броня витӗр вӑл пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе хӑй ҫине Сталин пӑхса тӑнине туйнӑ, ун куҫӗ умӗнче юратнӑ ҫулпуҫ тӑнӑ.
XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.