Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туйнӑ (тĕпĕ: туй) more information about the word form can be found here.
Анлӑ тавракурӑмлӑ Тимухха Хветӗрӗ те чӑваш ҫырулӑхне вырӑс саспаллисемпе усӑ курса аталантармаллине туйнӑ.

Обладающий широким кругозором Федор Тимофеев чувствовал необходимость развивать чувашскую письменность использовав русские буквы.

Вӗрентме ансат. Диктант ҫырма вара... // Леонид АНДРЕЕВ-ЛЕСНИК. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Вӑл манран 10 ҫул кӗҫӗн пулин те, лаша пуласси тихаран паллӑ тенӗн, ӳссессӗн Яккуран мӗнлерех ҫын «калӑпланассине» витӗрех туйнӑ.

Help to translate

Пурнӑҫ пусмипе - тӑвалла // Хыпар. «Хыпар», 2010.03.24

Раккасси легендин паянччен пурӑнакан пӗртен-пӗр аппӑшӗ, тен, хӑй пурнӑҫӗнче журналистсемпе урӑх тӗл пулайманнине туйнӑ та пулӗ, пылпа чей ӗҫсе ларнӑ хушӑра ентешне никама каласа паман пулӑмсемпе паллаштарчӗ.

Help to translate

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

«Радиоитлекен 36 ҫул хушши унӑн сассине куллен илтсе тӑнӑран ӑна тӑван пек туйнӑ. Тивӗҫлӗ канӑва вунӑ ҫул каяллах тухнӑ пулин те, канӑҫсӑр журналист илӗм-тилӗм, ҫутӑлнӑ-ҫутӑлман пуринчен малтан ӗҫе ҫитетчӗ. Кунӗн-ҫӗрӗн хыпар кӑларӑмӗсем хатӗрлесе эфира кӑларнисӗр пуҫне «Здоровье», «Юхма енӗм — Патӑрьел», «Права потребителя», «Хамӑр ял» радиоярӑмсем ертсе пыратчӗ. Кашни самантра шӳтлемелли тупатчӗ, шӳчӗсене ҫийӗнчех сӑвӑлла кӗвӗлесе калама ӑстаччӗ…» — аса илет журналист пурнӑҫне Марина Карягина.

«Радиослушатель, который в течение 36 лет слушал его голос, считал его за близкого человека. Хоть и вышел на пенсию десять лет назад, хлопотливый журналист на работу приходил с самым рассветом, как только светало. Кроме подготовки днем и ночью новостных выпусков также вел радиовыпуски «Здоровье», «Юхма енӗм — Патӑрьел», «Права потребителя», «Хамӑр ял». В любой момент находил место для шуток, был мастером сразу же эти шутки переложить на стихотворный лад...», — вспомнила жизнь журналиста Марина Карягина.

Иван Перов ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/12957.html

Вӑл пусӑрӑнчӑк кӑмӑлпа ҫӳренине туйнӑ ача.

Ребенок чувствовал, как она ходила с беспокойством на душе.

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Валерий Александрович хӑйне ҫав тери начар туйнӑ тӑк экстреннӑй майпах вырттарӑттӑмӑр, арӑмне те, ачисене те итлеместӗмӗр.

Если уж Валерий Александрович чувствовал себя очень плохо, то мы прям в экстренном виде положили бы в больницу, ни жену, ни детей не стали бы слушать.

«Пире те илтӗр: яланах чулпа ан перӗр!» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №

Светлана амӑшӗ хӑйӗн ӗҫӗсемпе аппаланнине туйнӑ, ашшӗне сайра хутра ҫеҫ курнӑ.

Светлана чувствовала, что мать занята своими делами, отец почти недосягаем.

Хӗрне ашшӗшӗн тавӑрнӑ // Анна ВЕЛИГЖАНИНА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Чӑваш Енри стоматологсен ассоциацийӗн вице-президенчӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлаканскер республикӑри шӑл тухтӑрӗсен хушшинчи хирӗҫтӑрӑва аван туйнӑ.

Help to translate

Юрий Зорин: Шӑл ыратни мӗн таран тертлине лайӑх пӗлетӗп // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Вӑтаннипе ҫӗр тӗпне анса каяс пекех туйнӑ вӑл.

Help to translate

«Шикленсен те тӑвайккине хӑпаратчӗ» // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

6. Иасон вара хӑй халӑхӗн ҫыннисем хушшинчех пӗр шелсӗр юн тӑкнӑ, пӗр йӑхри ҫынсене хирӗҫ ҫапӑҫни чи пысӑк инкек пулни ҫинчен шухӑшламан та вӑл, йӑхташсенчен мар, тӑшмансенчен пурлӑх пуҫтарса илнӗ пек туйнӑ вӑл хӑйне.

6. А Иасон нещадно производил кровопролитие между своими согражданами, не размышляя о том, что успех против одноплеменников есть величайшее несчастье, и воображая получить трофеи как бы над врагами, а не одноплеменными.

2 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Турӑ ирӗк панипе Саула усал сывлӑш тапӑнсассӑн, Давид, кӗслине алла тытса, кӗвӗ каланӑ, вара Саул хӑйне хаваслӑрах та аванрах туйнӑ, ун чухне унран усал сывлӑш та хӑпнӑ.

23. И когда дух от Бога бывал на Сауле, то Давид, взяв гусли, играл, - и отраднее и лучше становилось Саулу, и дух злой отступал от него.

1 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче тата ун хыҫҫӑн пурнӑҫ тути-масине туйнӑ кашни ҫын ҫак йӗркесенче хӑйӗн шӑпине палласа илчӗ-тӗр, шелсӗр выҫлӑх ҫулӗсене те тӳснӗ, кӑра вӑкӑрсене пӑхӑнтарса суха тунӑ, вӑрман касса Атӑл тӑрӑх ӑсатнӑ...

Help to translate

«Арапуҫ кӗперӗ пӗрлештерчӗ...» // Виктория Вышинская. http://hypar.ru/ru/node/15771

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed