Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӑмӑл the word is in our database.
ҫӑмӑл (тĕпĕ: ҫӑмӑл) more information about the word form can be found here.
Вӑлах тем туса хунӑ пуль тесе унӑн ҫӑмӑл машинине те уҫса пӑхнӑ — тен, унта преступлени йӗрӗ пур?

Help to translate

«Ывӑлӑм, шӑнтнӑ пулӑ пек, юр айӗнче 3 эрне выртрӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Ӗҫӗ ҫӑмӑл мар пулин те вӑл самай тупӑш кӳрет.

Help to translate

Ферма витине юхӑнтарман // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Пӳрнене ҫӗрӗ тӑхӑнтартнӑ хыҫҫӑн ҫӑмӑл машина алӑкне уҫрӑмӑр, ларкӑч ҫинче хура ҫип тирнӗ йӗп куртӑм.

Help to translate

Упӑшкана савакан хӗр кашни утӑма йӗрлет // Галина. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Ҫӑмӑл атлетикӑра ӑна ҫитекен ҫук.

В лёгкой атлетике нет ей равных.

Шкул ятне ҫӳлте тытаканскер // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.09.29, 38№

Малтан пӗтернине ҫӗклеме ҫӑмӑл мар.

Help to translate

Шурӑ акӑш — ҫӗнтерӳ хӑвачӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Ют ҫӗршывра кӑларнӑ ҫӑмӑл машинӑсем валли чи кирлӗ япаласем кунта яланах пур.

Help to translate

«Техникӑна мӑшӑра юратнӑ пек юратмалла» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Харпӑр хӑй ӗҫне пуҫласси пӗрре те ҫӑмӑл пек туйӑнмасть мана.

Help to translate

«Техникӑна мӑшӑра юратнӑ пек юратмалла» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Ҫул ҫӑмӑл пулман.

Путь был нелегким.

Прокат Грознӑя та илсе ҫитерет // Ольга ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Спутник урлӑ килекен сигналсем вара кӗҫех ҫӑмӑл машина инҫетри Чечняра ҫӳренине кӑтартнӑ.

Сигналы приходящие через спутник вскоре показали, что легковая машина ходит в далекой Чечне.

Прокат Грознӑя та илсе ҫитерет // Ольга ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Иван Григорьевич Упири унчченхи сӗт-ҫу комплексӗнчи витене реконструкцилеме тӗв туни, Галина Николаевна хуҫалӑх ҫавӑн пек йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнипе паян хӑйсене ҫӑмӑл килменни, ҫапах та ӗне сӑвакансем малашлӑха шанса ӗҫлени пирки каласа пачӗҫ.

Help to translate

Продуктивлӑха ӳстересси, ӑратлӑха лайӑхлатасси тӗпре пулмалла // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.06

Спортсменсен рейтингӗнче кӑҫал ҫаксем малта пыраҫҫӗ: ҫамрӑксем хушшинче — Пикшик шкулӗнче вӗреннӗ, иртнӗ кӗркунне олимп резервӗсем хатӗрлекен училищӗне панӑ Эдуард Краснов (ҫӑмӑл атлетика, пӗрремӗш разряд тултарнӑ), райцентрти иккӗмӗш шкулти Алексей Васильев (каратэ, спорт мастерӗн кандидачӗ), Трак гимназийӗнчи Константин Львов йӗлтӗрҫӗ, хӗр ачасенчен — Трак гимназийӗнчи Таня Чернова йӗлтӗрҫӗ, Красноармейскинчи 2-мӗш шкулта вӗреннӗ, унтан олимп резервӗсем хатӗрлекен училищӗне панӑ Оксана Дуйсембаева кӗрешӳҫӗ, Трак гимназийӗнчен вӗренсе тухнӑ Марина Степанова йӗлтӗрҫӗ.

В рейтинге спортсменов в этом году идут впереди: среди молодежи - выпускник Бикшикской школы, абитуриент училища олимпийского резерва прошлой осени Эдуард Краснов (легкая атлетика, пополнил первый разряд), ученик 2 школы райцентра Алексей Васильев (каратэ, кандидат мастера спорта), лыжник гимназии Константин Львов, среди девочек - ученица гимназии Трак лыжница Таня Чернова, выпускница второй школы Красноармейска, абитуриентка училища олимпийского резерва борец Оксана Дуйсембаева, выпускница гимназии Трак лыжница Марина Степанова.

Мӗн пур ҫынсен уявӗ // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2009.08.07

Кӑҫал уйрӑмах ҫак тренерсем ӑнӑҫлӑ тӑрӑшрӗҫ: В. Н. Григорьев (ирӗклӗ майпа кӗрешесси), А. Н. Данилов, В. В. Моисеев (ҫӑмӑл атлетика), П. М. Сергеев (йӗлтӗрпе чупасси), Л. С. Артемьев (каратэ), «Вольник» спорт клубӑн тренерсен бригади — Д. В. Григорьевпа Д. В. Максимов, Л. В. Павлов.

В этом году на славу потрудились следующие тренеры: В. Н. Григорьев (вольная борьба), А. Н. Данилов, В. В. Моисеев (легкая атлетика), П. М. Сергеев (лыжный бег), Л. С. Артемьев (каратэ), бригада тренеров спортивного клуба "Вольник" — Д. В. Григорьев с Д.В. Максимовым и Л. В Павлов.

Мӗн пур ҫынсен уявӗ // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2009.08.07

Ҫӑмӑл атлетика енӗпе спорт мастерӗ Л. Кузьмина тата ирӗклӗ майпа кӗрешессипе спорт мастерӗн кандидачӗ О. Дуйсембаева кӑҫал пуҫласа тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусенче хӑйсен вӑйне тӗрӗслерӗҫ.

Впервые проводимых в этом году на мировом уровне соревнованиях попробовали свои силы мастер спорта по легкой атлетике Л. Кузьмина и мастер в кандидаты спорта пол вольной борьбе О. Дуйсембаева.

Мӗн пур ҫынсен уявӗ // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2009.08.07

Йӗлтӗрпе чупасси, ҫӑмӑл атлетика, ирӗклӗ майпа кӗрешесси, каратэ, полиатлон чи тухӑҫлӑ спорт енӗсем пулса тӑчӗҫ.

Самыми успешными видами спорта для нас оказались биатлон, легкая атлетика, вольная борьба, каратэ и полиатлон.

Мӗн пур ҫынсен уявӗ // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2009.08.07

Вӗсем виҫҫӗшӗ те хӑ-вӑрт утассипе ҫӗршыври чи вӑйлӑ ултӑ ҫамрӑк ҫӑмӑл атлет йышне кӗчӗҫ.

Help to translate

Икӗ хутчен «ылтӑн» ҫӗнсе илнӗ // М. МИХАЙЛОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.07.29

Акӑ нумаях пулмасть Пенза хулинче ҫӑмӑл атлетсем Раҫҫей Первенствине хутшӑнчӗҫ.

Help to translate

Икӗ хутчен «ылтӑн» ҫӗнсе илнӗ // М. МИХАЙЛОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.07.29

Иртнӗ эрнере, июлӗн 22-24-мӗшӗсенче, Шупашкарти «Олимпийский» стадионта ҫӑмӑл атлетикӑпа ветерансем хушшинче Раҫҫей чемпионачӗ иртнӗ.

Help to translate

Икӗ хутчен «ылтӑн» ҫӗнсе илнӗ // М. МИХАЙЛОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.07.29

Тен, вӗсем гипнозпа усӑ курса ҫынна чике тӑршшӗ лартса хӑвараҫҫӗ? Ҫӑмӑл мелпе пуйма ӗмӗтленекенсем халӗ нумай.

Help to translate

Хуйхӑпа усӑ курса чике тӑршшӗ лартса хӑвараҫҫӗ // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2838.html

Кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта районта йӗлтӗрпе чупассипе 1 разрядлӑ 13 спортсмен, ҫӑмӑл атлетикӑпа Раҫҫейри 2 спорт мастерне (Петр Трофимов тата Вера Соколова – хӑвӑрт утассипе) хатӗрленӗ.

Help to translate

Физкультурӑпа спорт ӗҫне - пурнӑҫ ыйтнӑ шая // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2002.08.13

В. Егорова призӗсемшӗн ҫӑмӑл атлетикӑпа ӑмӑртусем ирттересси йӑлана кӗчӗ, унта 1000 ҫын ытла хутшӑнать.

Help to translate

Физкультурӑпа спорт ӗҫне - пурнӑҫ ыйтнӑ шая // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2002.08.13

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed