Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

парса (тĕпĕ: пар) more information about the word form can be found here.
Ҫапла туса вӗсем хӑватлӑ вилен ҫиллине хӑйсем ҫинчен сирме тӑрӑшаҫҫӗ, ҫакӑнпа пӗрлех тата ӑна тупӑкра пӗрле пурӑнма тесе тарҫӑсем парса хӑвараҫҫӗ.

Ими они пытаются отвратить от себя гнев могущественного покойника и заодно уж снабжают его слугами в загробной жизни.

Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Малтанласа вӗсем йӑваш чӗреллӗ пек те пулса пӑхнӑ, ахальрен мар вӗсене, карап ҫине илӗртсе кӳртес тесе, нумай парнесемпе кучченеҫсем парса тултармалла пулнӑ.

Они даже притворились вначале робкими, и пришлось распределить немало подарков и угощений, чтобы заманить их на борт судов.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫӗнӗ Зеланди ҫыннисем австралиецсем пек йӑваш мар; австралиецсем хӑйсен ҫӗрӗсене антӑхнӑ европеецсене пӗр сӑмахсӑр парса хӑйсем пушхирсене тӑраҫҫӗ.

Новозеландцы не похожи на кротких австралийцев, которые без спора уступают европейцам-захватчикам свои земли и удаляются в пустыню.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӗсене вӑл ӑна хӑйӗн тӑван ҫӗршывӗ валли парса ярасшӑн пулнӑ.

Он добыл с тем намерением, чтобы тот отвёз их на родину.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӑл Ика-на-Маорине Тахаи-Пуна-Муран уйӑрса тӑракан пролива хӑйӗн ятне парса хӑварнӑ.

Он дал своё имя проливу, разделяющему Ика-на-Маори от Таваи-Пуна-Му.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ун кӗнекине тивӗҫлӗ хак парса, вулакансем ӑна пит юратса вулаҫҫӗ, Николай Островский писатель ячӗ пурте хисепленекен ят пулса тӑрать.

Книгу его оценивают высоко, читатели с большой любовью читают ее, и имя писателя Николая Островского становится всеми уважаемым.

Николай Островский // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 400-401 с.

Тӳсме ҫук ыратнипе, асапне ҫӗнтерсе, хӑйӗн хӑюллӑ та таса чунӗн мӗнпур вӑйне парса вӑл ҫак кӗнекене ҫырать.

Преодолевая невыносимую боль и страдания, отдавая все силы своей смелой и чистой души, он пишет эту книгу.

Николай Островский // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 400-401 с.

Пурне те пӗлме тӑрӑшакан ача «турӑ законӗ» урокӗсенче пӗрмай ыйтусем парса, преподователе ҫилентерет, ҫавна пула 1915 ҫулта ҫуркунне пулас писателе шкултан кӑларса яраҫҫӗ.

Любопытный мальчик, постоянно задавая вопросы на уроках «закона Божия», оскорбляет преподавателя, в результате чего весной 1915 года будущего писателя исключают из школы.

Николай Островский // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 400-401 с.

Павел унӑн сӑмахне ыйту парса татса хучӗ:

Павел перебил его резким вопросом:

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Парти комитетӗнче Корчагин хӑйне парткабинетран литература парса тӑрасси ҫинчен калаҫса татӑлчӗ; кунсӑр пуҫне, ӑна кӗнекесем тӑратас тӗлӗшпе ун ҫумне хулари пысӑк библиотекӑн пуҫлӑхне шеф туса ҫирӗплетме сӑмах пачӗҫ.

В комитете партии Корчагин договорился, что его будут снабжать литературой из парткабинета, кроме того, обещали прикрепить к нему для книжного шефства заведующего самой крупной в городе портовой библиотекой.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Юлташӗсем унӑн суранне васкаса ҫыхрӗҫ те, хӑйне санитарсене парса хӑварса, малалла — тӑшмана хӑваласа ҫитме вӗҫтерчӗҫ.

Товарищи наскоро перевязали раненого, сдали санитарам и неслись дальше — догонять врага.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Хваттершӗн тивӗҫекен укҫана Павел старике малтанах парса хучӗ, ҫакна пула старик часах, хӑйӗнчен уйӑрӑлнӑ хӗрӗсем укҫа ыйтмӗҫ тесе, лӑпланнӑ пек те пулчӗ.

Деньги за квартиру старику были даны вперед, и он вскоре даже как будто успокоился тем, что дочери, отколовшись от него, не будут требовать средств на жизнь.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— Тӗлӗнмелле, мӗнле сана старик халиччен те пӗр-пӗр темлескере качча парса яман!

— Удивительно, как тебя старик замуж не согнал за кого-нибудь!

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ҫавна кура Корчагин хӑйпе пӗрле ӗҫлекенсене путёвкӑсем, пулӑшусем тупса парса, пӗтӗмпех санаторисене ярса пӗтерет.

Корчагин отпускал свою братву на отдых, добывал им санаторные путевки и помощь.

Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Поездсене ҫул уҫса парса, юр тасатакан вагонсен хурҫӑ пропеллерӗсем кӗрт куписене каса-каса кӗреҫҫӗ.

В снежные горы врезались стальные пропеллеры снегоочистителей, пробивая путь поездам.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Дубава Туфтӑпа ыттисене алӑ парса уйрӑлать.

И Дубава, прощаясь, протянул руку Туфте и остальным.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Лисицынпа Лида Павел аллине ыраттармаллах хытӑ чӑмӑртарӗҫ, тӑванла ыталаса илчӗҫ, лаши кил хушшинчен тухса ҫул ҫине пӑрӑннӑ хушӑра, юлташӗсем темиҫе револьвертан салют парса, ӑсатса ячӗҫ.

Крепко, до боли, сжимали Павлу руки Лисицын и Лида, по-братски обняли, а когда конь заворачивал из двора на дорогу, десяток револьверов отсалютовал ему.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Лашасене витене парса, манёврсене ҫуранах ирттерме хушатӑп, — тет вӑл.

Приказываю отдать лошадей в конюшню, маневры проходить пешими.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Хуткупӑс пирки Корчагина ҫамрӑксем «хӑйсен ҫынни» тесе шутлаҫҫӗ, чунлӑ ҫамрӑксен комсомола кӗрес ҫулӗсем нумайӑшӗн ҫакӑнтан, илӗртсе юрлакан хуткупӑсран пуҫланса кайрӗ: е чуна ҫӗклентерсе малалла хавхалантаракан марш кӗвви каласа, е Украинӑн хурланчӑк юррисен ачаш та ҫепӗҫ кӗввисене выляса парса, Павел вӗсене хӑй енне ҫавӑрать.

Гармонь делала Корчагина «свойским хлопцем», не одна дорожка в комсомол начиналась для чубатых парней именно отсюда, от певучей чаровницы-гармони, то страстной и будоражащей сердце в стремительном темпе марша, то ласковой и нежной в грустных переливах украинских песен.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Икӗ хӗрле офицер салтаксемпе ҫывӑх туссем пекех алӑ парса илеҫҫӗ.

Два красных офицера здороваются с солдатом, как близкие приятели.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed