Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

панӑ (тĕпĕ: пар) more information about the word form can be found here.
— Эсӗ ун ҫине пӑхатӑн тӑк — вӑл кунта, — терӗ Давенантран пилӗк утӑмра тӑракан Галеран, каччӑ хӑйӗн уйӑх ҫапнӑ ҫын ыйтӑвне шӑпах ӑна панӑ иккен.

— Он тут, если ты на него смотришь, — сказал Галеран в пяти шагах от Давенанта, именно к нему и обратившегося со своим лунатическим вопросом.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Хӑйне Галеран валли кӗтмен ҫӗртен панӑ ҫыру пирки пуҫне ватса, «Географи институчӗ», «пуҫ янӑ ҫын кантӑка чуп тӑвать» сӑмахсене ҫине-ҫинех каласа, кӗвве ҫаплипех илтсе, алӑк хушӑкӗнчи пӗчӗк икӗ сӑмсана курса Давенант Кишлот патне ҫитсе кӗчӗ.

Ломая голову над неожиданным письмом Галерану, твердя «Географический институт», «изгнанник целует стекло», слыша мотив и созерцая два носика в дверной щели, Давенант явился к Кишлоту.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Футроз, Давенанта каймашкӑн ирӗк панӑ май, пысӑк ҫак арҫын ача хӑйӗн ывӑлӗ марришӗн пӑшӑрханатьпе пӗрех.

Футроз отпустил Давенанта, почти жалея, что этот большой мальчик не его сын.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Эллин ҫут ҫанталӑк панӑ сӑпайлӑхӗ пурне те ҫӑлчӗ, вӑл шӳтлӗ хурав кирек мӗнле хӑпартлануран та вырӑнлӑрах тесе пӗтӗмлетрӗ.

Всех выручил природный такт Элли, решившей, что шутливый тон будет уместнее всякой торжественности.

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Комсот документ панӑ, — нушаллӑ ҫын, кайса сут кӑна облигаци.

Help to translate

Ӑслӑ-пуҫлӑ-тӑнлӑ ҫын… // Н. Маяк. «Капкӑн», 1933, 1№, 13 с.

Нухрата вӑл каялла тавӑрса панӑ.

Он вернул денежные средства.

Арҫын кафене кӗрсе кассӑри укҫана вӑрланӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/31499.html

Ӑна вӗрентсе пӗлӳ панӑ тата тухтӑр дипломне тыттарнӑ наука вунӑ тӗслӗхрен пиллӗкӗшӗнче пулӑшусӑр хӑварать.

Наука, которая воспитала его, вручив докторский диплом, оставила беспомощным его в пяти случаях из десяти.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 305–309 с.

ШӖМ управленийӗн представителӗ журналистсене каласа панӑ май, карчӑкӑн пакетра 5 килограмм сахӑр пулнине, айӑпа кӗнӗскере тытса чарнӑ хыҫҫӑн вӗсене тавӑрса панине пӗлтернӗ.

Представитель УМВД уточнил журналистам, что в пакете у бабушки было 5 килограммов сахара, которые ей вернули после поимки подозреваемой.

Тула облаҫӗнче 73 ҫулхи карчӑка тапӑнса 5 кг сахӑр туртса илнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.su/news/31451.html

«Раҫҫей ШӖМӗн муниципалитетсем хушшинчи отделӑн «Алексински» дежурнӑй пайне 73 ҫулти хӗрарӑм хӑйӗн ҫине тапӑнни ҫинчен пӗлтернӗ. Вӑл каласа панӑ тӑрӑх, хӑй пурӑнакан ҫурт подъездӗнче палламан хӗрарӑм унран сахӑр пакетне туртса илнӗ», — тенӗ хыпарта.

«В дежурную часть межмуниципального отдела МВД России «Алексинский» с заявлением обратилась 73-летняя женщина. Она пояснила, что в подъезде дома по месту жительства неизвестная женщина отобрала у нее пакет с сахаром», — говорится в сообщении.

Тула облаҫӗнче 73 ҫулхи карчӑка тапӑнса 5 кг сахӑр туртса илнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.su/news/31451.html

Кун пирки вӑл Раҫҫей чемпионатӗнче спринт чупнӑ хыҫҫӑн панӑ интервьюра пӗлтернӗ.

Об этом она заявила в интервью, данном после спринтерского забега на чемпионате России.

Татьяна Акимова Олимп вӑййисене лекесшӗн // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/31435.html

Вӑл сӑмах панӑ пекех.

Как он обещал.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 259–266 с.

Тӗслӗхрен, Гартевальд каттӑркӑ тӗнчин кӗвӗ-ҫемӗлӗхне ҫирӗплетсе панӑ.

Гартевельд доказывал музыкальность каторжного мира.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 198–207 с.

Пысӑк ҫав чакӑл тӑва вӑрӑ-хурах ҫине пӑрахсан вӑл темӗнле арҫын ачана пӗремӗк панӑ, мӗншӗн тесен питӗ ырӑ кӑмӑллӑ, юмарт ҫын пулнӑ.

И когда он сбросил на разбойников эту большую скалу, он дал какому-то мальчику пряник, потому что был очень прост и доступен…

Фергюсон ҫинчен хывнӑ халап // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 192–197 с.

Эбергард Фергюсон пӗр ҫынна — ҫакскер пӗчӗк ача чухнех — пӗремӗк панӑ.

Эбергард Фергюсон, когда тот был ребенком, дал пряник.

Фергюсон ҫинчен хывнӑ халап // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 192–197 с.

Вунӑ ҫул иртсен кӑна, 2021 ҫулта National Geographic Donation Fund грант панӑ укҫапа специалистсем тӗпчев ӗҫне пуҫӑнма пултарнӑ.

Лишь десять лет спустя, в 2021 году на средства, предоставленные грантом от National Geographic Donation Fund, специалисты смогли начать исследования.

Перура тупӑк вырӑнне чавнӑ чухне хирурги хатӗрӗсене тупнӑ, вӗсене 1 000 ҫула яхӑн // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31407.html

Тупӑннӑ япаласем тӑрӑх кунта авалхи хирурга пытарни пирки шутлама май панӑ.

Это позволило ученым предположить, что в захоронении покоится древний хирург.

Перура тупӑк вырӑнне чавнӑ чухне хирурги хатӗрӗсене тупнӑ, вӗсене 1 000 ҫула яхӑн // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31407.html

— Ҫакна набора кам панӑ? — ыйтрӗ редактор.

— Кто отдал это в набор? — спросил редактор.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.

Хӗр вӗсенчен пӗрне килӗштеререх панӑ тӑк мӗн сиксе тухатчӗ-ши?

что было бы в случае предпочтения.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 141–146 с.

Халӗ вӑл хӑйне куҫ ҫути тепӗр хут панӑ ҫынсем пурте каясса чӑтӑмсӑррӑн кӗтет, Дэзие чӗнсе кӗртме, пурнӑҫшӑн кӗрешмешкӗн хӑват тупнӑ ҫын тивӗҫӗпе ӑна ӑшӗнчи чи хаклине калама хатӗрленет.

Теперь он нетерпеливо ждал, когда уйдут все люди, возвратившие ему зрение, чтобы позвать Дэзи и, с правом получившего способность борьбы за жизнь, сказать ей все свое главное.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 114–118 с.

— Ҫапла, татса панӑ, — илтӗнчӗ хурав.

— Да, так решено, — прозвучал ответ.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed