Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чарса (тĕпĕ: чар) more information about the word form can be found here.
Тухса каяс пулсан вӗсем, паллах, пӗри те чарса тӑраймаҫҫӗ-ха та…

Захоти он, конечно, уйти, ни один из них не преграда ему, но…

Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Мултиер куҫне-пуҫне чарса пӑрахнӑ та юмах итленӗ пек итлесе ларать.

Мульдиер слушал Ухтивана, верил ему и не верил.

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кӑвак хуппи уҫӑлнӑ евӗр, Савтепи куҫне чарса каччӑ ҫине чӑр пӑхрӗ те, хӑйне мӗншӗн унта чӗннин вӑрттӑн пӗлтерӗшне ӑнланнӑ пек, ҫапах та нимрен те хӑраман пек, каварлӑн йӑл кулса илчӗ.

Глаза Савдеби вспыхнули зарницей, она вскинула их на парня и легко поднялась.

Хӑвалӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Выльӑхсене?! — куҫне чарса пӑхрӗ ентешӗ ҫине Йӑван.

Help to translate

Кавӑн // Григорий Луч. «Капкӑн», 2012. — 12№ — 8–9 с.

Лашисене чарса тӑратрӗҫ Пӑхма: мӗн пулӗ малалла?

Help to translate

XXIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Чарса мӗн тӑрӗ-ха, мӗскер?»

Help to translate

XXII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Левентей, вӗсене чарса, хӑйӗн шухӑшне каларӗ.

Help to translate

XXX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Марине куҫне-пуҫне чарса пӑрахрӗ.

Help to translate

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Тек калаҫакан ҫук-и? — ыйтрӗ Левентей, пренине чарса лартасси пирки систернӗ евӗр.

Help to translate

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тӗпӗр ҫур сехетрен, киле таврӑннӑ чухне, Назиб ҫул ҫинче Маринене хӑваласа ҫитрӗ, лашине чарса, бригадира лартрӗ те ун килне ҫитиччен шӑл йӗрсе пычӗ.

Help to translate

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Липа, кӑна илтсе, куҫне чарса пӑрахрӗ те хыттӑн кулса ячӗ.

Help to translate

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Юлашкинчен Ятман комсомолецсемпе канашлатӑп, вара Камышинпа калаҫатӑп терӗ те, ҫынсем тӗлне ҫитсен лашисене чарса тӑратрӗ.

Help to translate

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анчах ҫапла хавхаланнӑ, чун-чӗререн савӑннӑ хыҫҫӑн Карачӑм ӗҫӗнче каллех кӳренмелли сехетсем пуҫланчӗҫ: мотор чӑхамҫӑларӗ те, трактора нумайлӑха чарса лартмалла пулчӗ.

Help to translate

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эпир нихҫан та чарса тӑрас ҫук, ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ…

Help to translate

ХХI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ан тӗлӗнтер! — куҫне чарса пӑрахрӗ Михала.

Help to translate

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Мӗн, эсӗ вӗсене нихҫан та вӑрман касса курман тесе шутлатӑн-им? — терӗ Марине, техника калаҫнӑ ҫӗртен чарса.

Help to translate

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Тен, эпир уншӑн ӗҫме тивӗҫлӗ те мар, — сиввӗн тавӑрчӗ Марине, эпир теес вырӑнне эсӗ тесе каласран хӑйне аран-аран тытса чарса.

Help to translate

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Нилов тимӗрҫӗ председатель чарса та чараймасть, вӑл хулӑн сассипе кӗрлесе кӑна ларать:

Help to translate

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӗҫлеме ан кансӗрлетӗр тесе, радиона чарса лартнӑ пулас репродуктор нимӗн те шарламасть.

Help to translate

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Фантазие вӑрҫӑ пӗтиччен чарса тӑрас пулать, ун пек ҫӗнӗ ӗҫе аппаланма юрамасть.

Help to translate

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed