Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ниҫта the word is in our database.
ниҫта (тĕпĕ: ниҫта) more information about the word form can be found here.
Эппин ниҫта та, нихҫан та кун йӗк чӑнлӑх урӑх ан пултӑр.

Так пускай же никогда и нигде не повторится эта горькая правда!

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ытах та кам та пулин кружок занятине каярах юлсан, вӑл ун пек чух кӗсйинчен фамильнӑй ылтӑн сехетне кӑларать, циферблат ҫине тинкерсе пӑхать, унтан килнӗ ҫын ҫине макӑрса ярас пек хуйхӑллӑн пӑхать, лешӗ, намӑсланнипе ниҫта кайса кӗреймест, сехет хупӑлчине шарт! тутарать, сехетне, нимӗн чӗнмесӗр, каялла чикет.

Если кто-нибудь из нас опаздывал на занятия кружка, он вынимал из маленького кармашка большие золотые фамильные часы, открывал их, внимательно смотрел на циферблат, потом переводил горестный взгляд на вошедшего, который уже сгорал от конфуза, и, выразительно щелкнув крышкой часов, молча клал их обратно.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Аҫу та ниҫта та курӑнмасть.

И отца нигде не видать.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Кунта ниҫта кайса кӗме ҫук, тревога, вӑл ав… ӗлӗкхине чакалать.

Тут, понимаешь, тревога, а он… начал старое ковырять.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫутӑ тавраш ниҫта та курӑнмасть, анчах тул кӑваккӑн ҫутӑлса килни кантӑк витӗр палӑра пуҫларӗ.

Вокруг не было огней, но уже проступала утренняя голубизна.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӗсем ҫав ту ҫинче унччен икӗ хӗл каҫнӑ пулнӑ, ниҫта тухса кӗреймен, мӗншӗн тесен, вӗсен ҫулне ишӗлсе аннӑ лавина картласа хунӑ.

А они там зимовали, у себя на горе, уже второй год, потому что упала лавина и загородила дорогу к ним.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ниҫта та пӗр ҫутӑ та палӑрмасть.

Нигде не было видно ни огонька.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Унсӑр пуҫне тата манӑн ниҫта апатланмалли те ҫукчӗ, килте хамшӑн ҫеҫ пӗҫерме ӳркенеттӗм.

Кроме того, мне негде было обедать, а готовить себе я ленилась.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Урӑх ниҫта вырнаҫма та ҫукчӗ вӗсен, мӗншӗн тесен пӗтӗм хваттер те авалхи пысӑк кухньӑран ҫеҫ тӑратчӗ, ӑна вара пӳлӗмпе уйӑрнӑ та, пӗринче «чӑнласах тунӑ кухня» пур, тепри ӗнтӗ «кухня тени».

Больше им некуда было деться, потому что вся квартира состояла из одной большой старинной кухни, делившейся на «кухню вообще» и «собственно кухню».

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Апла тӑвасси вара ҫӑмӑл ӗҫех мар иккен, паллах ӗнтӗ «упӑшкине ниҫта йышӑнма ҫук» тенипе мар.

Но это была нелёгкая задача, и вовсе не потому, что «мужу некуда вьехать».

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Паллах, вӑл кунта «вӑхӑтлӑха» ҫеҫ пурӑнать, мӗншӗн тесен, «правительство часах унӑн пархатарлӑ ӗҫне хакласа илӗ», вӑл «халӑхшӑн ӗҫленӗ-ҫке», халлӗхе ӗнтӗ унӑн ҫакӑнтах хӗсӗнсе пурӑнма тивет-ха, хӗрӗ те ҫитӗннӗ иккен унӑн, вӑл икӗ чӗлхепе калаҫма пӗлет, анчах ҫак пӳлӗме пула качча тухаймасть: упӑшкине ниҫта кӗртме ҫук.

Конечно, «это временное», потому что «правительство вскоре оценит его заслуги, которые у него есть перед народом», но пока ему приходится жить здесь, а у него взрослая дочь, которая владеет двумя языками и из-за этой комнаты не может выйти замуж: мужу некуда въехать.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эп ӑна ҫавӑнта шыраса тупрӑм, вӗсен патӗнче ҫеҫ пулкалатӑп, урӑх ниҫта та ҫӳреместӗп.

Я его разыскал, и это единственный дом, в котором я бываю.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир Валя патне таврӑнтӑмӑр, пӗрер черкке пушатрӑмӑр, вӑл мана хӑй чӑнахах та ҫур ҫул хушши совхозран ниҫта та тухса курманни ҫинчен каласа пачӗ.

Потом мы вернулись к Вале, выпили по рюмочке, и он объяснил мне, что действительно за последние полгода он почти не выходил из совхоза.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ун пек тилӗсем тӗнчипе те урӑх ниҫта та ҫук иккен.

Таких лисиц больше нет во всём мире.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Балашов шкулӗ ирӗк памасӑр ниҫта та каймастӑн», — терӗҫ мана.

Так мне сказали — до тех пор, пока меня не отпустит Балашовская школа.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эпӗ сана ҫырмасӑр ниҫта та ямастӑп!

— А я тебя не отпущу, пока не напишешь!

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ниҫта та каймастӑн.

Ручаюсь, что никуда не уедешь…

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ниҫта та каймастан эсӗ.

— Ты никуда не уедешь.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл туп-тӳрӗ, ниҫта хускалмасӑр ларать, вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн ҫинҫешке аллипе ҫӳҫне пуҫтарать.

Она сидела выпрямившись, с неподвижным лицом и иногда поправляла узкой рукой прическу.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫакнашкал ниҫта тухма ҫук хурах пусакан саманара инҫе ҫула епле кайӑн!

Как тебе пускаться в дорогу в нынешнее время, когда никуда проезду нет от разбойников!

Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed