Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытакан (тĕпĕ: тыт) more information about the word form can be found here.
Вӑл кит тытакан карапсем ҫинче инҫетри виҫӗ ишевре пулнӑ, халь, хӑй шучӗпе, «Пилигрим» пыракан Лӑпкӑ океанӑн ҫак пайне темиҫе хут та урлӑ каҫнӑ.

Он участвовал уже в трех дальних плаваниях на китобойных судах и много раз пересекал эту часть Тихого океана, где, по его расчетам, находился сейчас «Пилигрим».

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

«Пилигрим» суту-илӳ карапӗсем ҫӳрекен ҫулсенчен аякра пулнипе, кит тытакан карапсем ҫулталӑкӑн ҫак вӑхӑтӗнче кӑнтӑрти тинӗссенче иккенне Дик Сэнд ҫав тери аван пӗлет.

Дик Сэнд прекрасно знал, что «Пилигрим» находится в стороне от обычных путей торговых судов и что все китобойные флотилии в это время года плавают еще далеко на юге, занимаясь промыслом.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Кит тытакан опытлӑ Халл капитан ӑнсӑртран тем сиксе ан тухтӑр тесе тӑрӑшрӗ.

Опытный китобой, капитан Халл ничего не хотел оставлять на долю случая.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Сунар пӗтнӗ хыҫҫӑн кит тытакан карап хӑвӑртрах ҫырана ҫитсе чарӑнма, унта вара кит тушкине вӗҫне ҫитиех майласа хума тӑрӑшать.

Обычно китобойное судно по окончании охоты старается поскорее причалить к берегу и там довести до конца обработку туши.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Кун пек хутлӑхра кита сӑнама йывӑр, анчах кит тытакан ҫыннӑн хӑнӑхнӑ куҫӗ инҫетрен курӑнакан паллӑсем тӑрӑх: кит шыва мӗнле сирпӗтнинчен е, тӗрӗсрех, кит сывласа кӑларакан пӑс тӑрӑх кит мӗнле ӑратран пулнине пӗр йӑнӑшсӑр уйӑрса илет.

На таком расстоянии кита трудно было рассмотреть, но искушенный глаз китобоя безошибочно улавливал некоторые признаки, различимые даже издали: по фонтанам воды или, вернее, пара, вырывавшимся из дыхал кита, уже можно было определить, к какой породе он принадлежит.

Улттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Мӗн туйма пултараҫҫӗ-ха слон е кит тытакан сунарҫӑсем?

Что же должны ощущать ловцы слонов и китобои?

Улттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Кит тытакан опытлӑ ҫын йӑнӑшма пултарайман: хӗрлӗ хумсем хушшинче чӑнах та пысӑк тинӗс чӗрчунӗ ишсе ҫӳрет.

Опытный китобой не мог ошибиться: среди красных волн двигалось крупное морское млекопитающее.

Улттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ку вӑхӑтра Австралипе Ҫӗнӗ Тӗнче хушшинчи Лӑпкӑ океан урлӑ тытакан ҫыхӑну, кайранхи пек, вӑйлах пулман ҫав.

Да и сообщение между Австралией и Новым Светом через Тихий океан в то время не было столь оживленным, каким оно стало впоследствии.

Иккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Шкул пӗтерсен, хӑйне ырӑ тунӑ Джемс Уэлдонӑн кит тытакан карапӗ ҫине кӗҫӗн матрос пулса ӗҫлеме кӗнӗ.

Окончив школу, он поступил младшим матросом на китобойное судно своего благодетеля Джемса Уэлдона.

Иккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Португалӑн сӑн-пичӗ, уйрӑмах ун йӑрӑ куҫӗсем, капитана килӗшмерӗҫ, кит тытакан пӗчӗк экипажлӑ карап ҫине палламан ҫынна иличчен вӑл кам иккенне тӗпчемеллехчӗ ҫав.

Внешность португальца и особенно бегающие глаза не очень нравились капитану, а прежде чем допустить незнакомца в крохотный, тесный мирок китобойного судна, необходимо все узнать о его прежней жизни.

Иккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ӑнӑҫсӑрлӑх кит тытакан мухтавлӑ ҫынна чунтанах пӑшӑрхантарчӗ: пӗрремӗш хут ҫакӑн пек пӗчӗк тупӑшпа таврӑнма тиврӗ ӑна.

Самолюбие прославленного китобоя было глубоко уязвлено неудачей: впервые он возвращался с такой скудной добычей.

Пӗрремӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ашшӗнчен кӑштах пӑлханакан, анчах тултан хӑйне ҫирӗппӗн те лӑпкӑн тытакан Саша, хӑйӗн ҫиччӗмӗш «Б» класне шыраса, коридор тӑрӑх утса пырать.

Немного волнуясь, но внешне бодро и спокойно Саша прошелся по коридорам, разыскивая свой седьмой класс «Б».

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Пулӑ тытакан артеле ӗҫлеме кӗретӗп.

В рыболовецкую артель поступлю.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Илер, сӑмахран, ҫутӑ пулӑшнипе углерод тытакан ӳсентӑрансене.

Возьмите, например, растения с их синтезом углерода при помощи света.

Иккӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.

Пирӗн ҫӗршывра туристла базӑсем хале унчченхинчен нумайрах, ют ҫӗршывсемпе тытакан ҫыхӑнусем те анлӑлансах пыраҫҫӗ.

У нас в стране все шире становится сеть туристских баз, все обширнее зарубежные связи.

Туристла ҫулҫӳревре // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Элекҫей Якурччӑ, кашни хур шӑмми тытакан ҫын хур пулман тет авалхи сӑмах.

Эх, Элексей Егорыч, да если бы каждый, кто подержался за гусиную ножку, стал гусем…

XI. Йывӑҫҫипе улми // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Укҫа тытакан ҫыннӑн ыранхи кун пирки шухӑш ҫук.

У владеющего ими нет думы о завтрашнем дне.

I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Хӑйне ку таранччен мӑнкӑмӑллӑрах тытакан Оля халь чӑтса тӑраймарӗ: — Шухӑшласа пӑхӑр-ха, лаванда мӗн иккенне те пӗлмест, — тесе хучӗ.

Оля, до сих пор державшаяся чинно, не вытерпела и прыснула: — Лаванды не знает! Ну подумайте!

7 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.

Вӑл, мускулӗсем вӑйлӑ пулнипе аллисене ниҫта вырнаҫтарма вырӑн тупаймасӑр аллисене саркаласа тытакан борецсем пекех, аллисене хуҫлатса тытнӑ та.

Он шел, оттопырив согнутые в локтях руки, как делают борцы — будто у него такие уж здоровые мускулы, что рукам некуда, девать их.

3 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.

Ира та кӗрсе тухать, йӗркеллӗ те хӑйне вӑтанарах тытакан Ваня Носенков та, футбол вӑййине чӗререн парӑннӑ, тавлашма юратакан Петя Симонов та, ҫав тери илемлӗ, хаваслӑ та, хастарлӑ Олег Балашов та пурте кӗре-кӗре тухаҫҫӗ.

Забегала Ира, приходили мальчики: скромный, застенчивый Ваня Носенков, страстный футболист и горячий спорщик Петя Симонов, энергичный, веселый Олег Балашов — очень красивый мальчик с хорошим, открытым лбом.

Пӗр класрисем // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed