Шырав
Шырав ĕçĕ:
16. Ҫавӑнпа ӗнтӗ эпӗ, санӑн чуру, ҫакна пӗлсенех вӗсем патӗнчен тарса килтӗм, мана Турӑ санпа пӗрле пысӑк ӗҫсем тума ячӗ, ун ҫинчен кирек ӑҫта илтсен те пӗтӗм тӗнче тӗлӗнӗ, 17. мӗншӗн тесессӗн санӑн чуру таса пурӑнать, ир те, каҫ та Ҫӳлти Турра кӗлтӑвать.
Иудифь 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Анчах та ҫак халӑх йӗркеллӗ, саккуна пӑхӑнса пурӑнать пулсан, вӗсене Ҫӳлхуҫа хӳтӗлӗ, Турӑ вӗсен енче пулӗ, ҫавӑнпа манӑн хуҫамӑм пӑрӑнтӑрччӗ вӗсенчен, унсӑрӑн пире пӗтӗм ҫӗр ылханӗ.
Иудифь 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Халӗ ӗнтӗ, аслӑ хуҫамӑм, ҫак халӑх аташса пурӑнать пулсан, вӗсем хӑйсенӗн Турри умӗнче ҫылӑха кӗреҫҫӗ пулсан, ҫакӑ вӗсене такӑнтараканни пулӗ, курӑпӑр та ҫакна, кайӑпӑр та ҫӗнтерӗпӗр вӗсене.
Иудифь 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Лешӗ питӗ вӑйлӑ ҫилленнӗ те Моав ҫӗрӗн мӗнпур пуҫлӑхне, Аммон ҫулпуҫӗсене тата тинӗс хӗрринчи ҫӗршывӑн пур аслӑ ҫыннине чӗнтерсе ҫапла каланӑ: 3. Ханаан ывӑлӗсем, калӑр-ха мана, ту-сӑртлӑ ҫӗршывра мӗнле халӑх пурӑнать, вӗсем пурӑнакан хуласем мӗнлерех, вӗсен ҫарӗ пысӑк-и, мӗнре вӗсен вӑйӗ-тӗрекӗ, вӗсен патши кам пулать, вӗсен ҫарне кам ертсе пырать, 4. мӗншӗн-ха анӑҫ енче пурӑнакансенчен вӗсем пуринчен ытларах хирӗҫ тӑраҫҫӗ, мана хапӑл тумаҫҫӗ? тенӗ.
Иудифь 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Халь ӗнтӗ сана акӑ мӗн калам: Миди ҫӗрӗнчи Рага хулинче Гаваил, Гаврий ывӑлӗ, пурӑнать, ҫав ҫынна эпӗ вунӑ талант кӗмӗл упрама парсаттӑм.
Тов 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Эрех тӳрӗ мар, патша тӳрӗ мар, хӗрарӑмсем тӳрӗ мар, этем ывӑлӗсем пурте тӳрӗ мар, вӗсен ӗҫӗсем те пурте ҫавӑн пек, вӗсенче чӑнлӑх ҫук, вӗсем хӑйсен тӗрӗсмарлӑхӗпех пӗтӗҫ; 38. чӑнлӑх вара ӗмӗрех пур, ӗмӗрех вӑйлӑ, вӑл ӗмӗр-ӗмӗр хуҫа пулса пурӑнать.
2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Анчах та Эдом паян кунчченех Иудӑна пӑхӑнмасӑр пурӑнать.
2 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Эдом паян кунчченех Иудӑна пӑхӑнмасӑр пурӑнать.
4 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унта Ахия пророк пурӑнать; вӑл эпӗ ҫак халӑх патши пуласси ҫинчен малтанах каласа хунӑччӗ.Там есть пророк Ахия; он предсказал мне, что я буду царем сего народа.
3 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Анхус Филисти ҫулпуҫӗсене ҫапла хуравланӑ: ку Давид, Израиль патшийӗн Саулӑн чури, пулнине эсир пӗлместӗр-им вара? вӑл ман патӑмра ҫулталӑк ытла пурӑнать ӗнтӗ, ҫав вӑхӑтран пуҫласа паян кунччен те эпӗ унра ним япӑххине те курмарӑм, тенӗ.
1 Пат 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Саул патне Гивӑна [кӑнтӑр енчен] зифейсем ҫитнӗ те каланӑ: Давид пирӗн патӑмӑрта, Иесимонран сылтӑмарах, Гахила сӑрчӗ ҫинче, пытанса пурӑнать, тенӗ.
1 Пат 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Зиф ҫыннисем Саул патне Гива хулине пынӑ та каланӑ: Давид пирӗн патӑмӑрта, ҫын ҫӳремен вырӑнта, вӑрманта, Иесимонран сылтӑмарах ларакан Гахил сӑрчӗ ҫинче, пытанса пурӑнать; 20. эппин, кӑмӑлу пулсассӑн, патша, кай ҫавӑнта; пирӗн тивӗҫ ӑна патша аллине тытса парасси пулӗ, тенӗ.
1 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Анчах тарҫи ӑна каланӑ: акӑ ҫак хулара Турӑ ҫынни, хисеплӗ ҫын, пурӑнать; вӑл мӗн калани пӗтӗмпех пурӑнӑҫланса пырать; ҫавӑн патне кайса килер, тен, вӑл пире каймалли ҫула кӑтартса ярӗ, тенӗ.
1 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Иеффай вара пӗтӗм Галаад халӑхне пухнӑ та Ефрем ывӑлӗсемпе ҫапӑҫнӑ, Галаад халӑхӗ Ефрем ывӑлӗсене пӗтерсе тӑкнӑ, каланӑ вӗсене: эсир — Ефрем таркӑнӗсем, Галаад вара Ефрем хушшинче, Манассия хушшинче пурӑнать, тенӗ.
Тӳре 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Израиль ӗнтӗ виҫҫӗр ҫул Есевонра тата ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласенче, Ароерта тата ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласенче, Арнон ҫывӑхӗнчи пӗтӗм хулара пурӑнать; ара, эсир [вӗсене] мӗншӗн малтанах туртса илмен?
Тӳре 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Асир тинӗс хӗрринче ларать, карапӗсем — ҫавӑнта, вӗсен хӳттинче вӑл пӗр шухӑшсӑр пурӑнать.Асир сидит на берегу моря и у пристаней своих живет спокойно.
Тӳре 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Галаад Иорданӑн леш енче пӗр шухӑшсӑр пурӑнать, Данӑн карапсем пур, унӑн та мӗнрен хӑрас?17. Галаад живет спокойно за Иорданом, и Дану чего бояться с кораблями?
Тӳре 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Аскӑн арӑма Раава вара, ун ашшӗн кил-йышне, ун патӗнче пулнӑ ҫынсене пурне те Иисус чӗрӗ хӑварнӑ, вӑл паянхи кунчченех Израиль хушшинче пурӑнать, мӗншӗн тесессӗн вӑл Иисус Иерихона пӑхма янӑ ҫынсене сыхласа хӑварнӑ.
Нав 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Израиль тӑнӑҫлӑ, пӗччен пурӑнать; хӑй умӗнче Иаков куҫӗ илпеклӗ ҫӗр курса тӑрать: тырри-пулли, эрехӗ туп-тулли, пӗлӗчӗсем унта сывлӑм тумлатаҫҫӗ.
Аст 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вениамин ҫинчен каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр саваканскер Ун патӗнче шанчӑклӑ пурӑнать, [Турӑ] куллен ун хутне кӗрсе тӑрать, вӑл Унӑн хулпуҫҫийӗ ҫинче канлӗ пурӑнать.
Аст 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.