Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хушшипе (тĕпĕ: хушӑ) more information about the word form can be found here.
Тиенӗ тӗркемсемпе ешчӗксенчен ирӗклӗрех вырӑнта кӑштах уткаласа ҫӳрерӗ, виҫӗ талӑк ҫывӑрманла — алли-урине карӑннӑн хуҫлаткаларӗ; унтан чӗркуҫленсе ларчӗ те тинберӗсен хушшипе карап йывӑҫне тишкерме тытӑнчӗ.

Он походил немного по маленькому, свободному от груза месту, потягиваясь и разминая члены, как будто спал трое суток, затем встал на колени и принялся рассматривать дерево корабля между тинберсами.

Супӑнь ешчӗкӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 170–176 с.

Вӑрмана каҫ сӗмӗ ҫапнӑ пулин те, вӑл ҫатра тӗмсем хушшипе ҫырманалла вӑркӑнса анакан юлташӗсене те, леш енчен хирӗҫ йӑпшӑнса тухакан милиционерсене те асӑрхама ӗлкӗрчӗ.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чанккама йывӑҫсем хушшипе кӑ-ӑшт хӗсӗнсе иртекен вӑштӑр ҫил пите, шӑмшака ӑшшӑн ҫупӑрлать.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Калюков пахча хушшипе тӑсӑлакан тӳрӗ сукмакпа яла анчӗ, шӑпах Апликансен умӗпе иртсе, урама кӗчӗ, анчах килне тӳрех каймарӗ, каллех леш енчен пахча хыҫӗпе ҫаврӑнса пычӗ, хыҫалти кантӑкран хуллен шаккарӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепӗр тесен, ку ахаль те паллӑ-ха, хӗвел, ав, шӑпах пуҫ тӑрринче, ун ӑшши, йывӑҫ ҫулҫи хушшипе иртсе, карттус витӗрех лӗпкене хӗртет.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Атьӑр, сых енне, тӳртен мар, тӗмсем хушшипе айккинерех пӑрӑнса тухар…

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӳрнисен хушшипе лӑймакаллӑ вӗри шӗвек сӑрхӑнать, матросӑн хӑраса вӑйсӑрланнӑ чӗри тапни илтӗнет.

Липкая горячая жидкость просачивалась сквозь пальцы, и было слышно, как стучит слабое от испуга сердце.

III. Блемер Тарта тупать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Вӑл аллине тӑсрӗ, кӗлеткине кӗтмен ҫӗртен ҫавӑрса хытарнӑ йӗрӗнчӗк чӗтревпе ҫав самантрах пӳрнисене каялла туртса илме ӗлкӗрчӗ: шӗвӗ металл евӗрлӗ пӗчӗк, йӑлтӑркка ҫӗлен лапчӑк пуҫӗпе сывлӑша ҫурса ҫулҫӑсен хушшипе шӑвать.

Он протянул руку и быстро, с внезапной гадливой дрожью во всем теле, отдернул пальцы назад: маленькая, блестящая, как жидкий металл, змея, прорезав приплюснутой головой воздух, задвигалась в листьях.

II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Катекрен ҫырма урлӑ, Мирон хушшипе, Йӑлӑма каҫатпӑр.

Из Кадека через речку, через Мирона, переходим в Йылым.

Илтни, хам пӗлни... // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.

Ҫак вӑхӑтра Хӗрлӗ Тӑрна чул куписем хушшипе сиктерсе пынӑ, ун хыҫӗнченех бизонсем ҫывхарсах килнӗ.

Между тем Красный Журавль уже скакал между каменных гряд, а за ним по пятам неслись бизоны.

Бизонсене тӑмалли вырӑн // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Вигвамсем хушшипе чупса ҫӳрекен йытӑсем пуҫӗсене ҫӳлелле каҫӑртса вӑрӑммӑн та салху йынӑшнӑ.

Собаки, бродившие между вигвамами, поднимали морды к небу и протяжно выли.

Бизонсене тӑмалли вырӑн // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Мӗнле хура кушак каҫнӑ хӗрсем хушшипе?

Help to translate

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Йӑмӑкӗпе ача чухне ыраш хушшипе утма юрататчӗҫ вӗсем.

В детстве с сестренкой они любили ходить среди колосьев ржи.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Вӑл ӗнтӗ халӗ хурчкасем ҫине те, тыркассем ҫине те пӑхмасӑр, эрӗм тунисем хушшипе утать.

Он шагал, не глядя теперь ни на коршунов, ни на сусликов между кустиками полыни.

6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Кунтан малалла ҫатансем хушшипе кукӑр-макӑр ҫул ҫаврӑнкаласа выртать.

Отсюда дорога начала вертеться между плетнями.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ун патне, ҫынсем хушшипе хӗсӗнкелесе, пиччӗшӗ Миколай тухса тӑчӗ, — унӑн янахӗ сухалпа витӗнсе ларнӑ, хӑй чылаях ар пулса пирченӗ…

К ней протискался брат Миколай — оброс бородой, возмужал…

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Халӗ ӗнтӗ курӑксем хушшипе ҫил шӑхӑркаласа вӗрни тата тӑрисем сывлӑшра юрлани ҫеҫ илтӗнет.

Теперь только слышно было, как слабо посвистывал ветер в траве, звенели жаворонки.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Вӑл, ҫынсем хушшипе тӗрткелешсе алӑкран тухать те, кӑкӑрне сивӗ сывлӑш кӗнипе ӳсӗрсе ярать.

Он протолкался к двери, кашлянул от морозного воздуха.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Тахӑшӗ, салтак шинелӗ тӑхӑннӑскер, ҫӳлтен чупса анса, тенкелсем хушшипе трибуна патнелле атӑ кӗллисемпе шаклаттарса васкаса пырать.

Кто-то в солдатской шинели покатился сверху на каблуках по лучевому проходу к трибуне.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Хӗр аллипе пуҫӗнчен ҫавӑрса тытрӗ, унӑн пӳрнисем хушшипе юн юхса анчӗ, вара вӑл пукансем ҫине ӳкрӗ.

Девушка схватилась рукой за голову, между ее пальцами текла кровь, она упала на стулья.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed