Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулсанах (тĕпĕ: пул) more information about the word form can be found here.
Ура чирӗ мар пулсанах эпӗ вӗсене тӑшманпа мӗнле ҫапӑҫмаллине кӑтартса параттӑмччӗ!

Кабы не моя ножная хворость — я бы им показал, как надо с неприятелем сражаться!

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Дарья: «Сывӑ юлӑр, йӑмӑксем!» — тесе кӑшкӑрнине илтнӗ Обнизовсен кинӗсем кун ҫинчен никама та шарламан пулсанах, ӑна лӑпкӑ та шӑв-шавсӑр пытаратчӗҫ.

Если б не рассказы баб Обнизовых, слышавших, как Дарья крикнула: «Прощайте, бабоньки!» — похоронили бы утопленницу тихо и без шума.

XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хӗрлисем хыпаланса чакни ҫинчен Вешенскинче паллӑ пулсанах Григорий Мелехов юланутлӑ икӗ полкпа пӗрле Дон урлӑ тӳрӗрен ишсе каҫрӗ, вӑйлӑ разъездсем кӑларса ярса, кӑнтӑралла кайма тапранчӗ.

Тотчас же, как только в Вешенской стало известно о спешном отступлении красных частей, Григорий Мелехов с двумя конными полками вплавь переправился через Дон, выслал сильные разъезды и двинулся на юг.

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Нюшкӑ Аникейшӗн пуҫа анратакан эмелех пулнӑ, кӑшт унпа пӗрле пулсанах, Аникей хӑйне хӑй пӗлмен, ачаш туйӑмсемпе ҫемҫелсе кайнӑ, пӗтӗм ҫут тӗнчене манма хатӗр пулнӑ.

Она действовала на Аникея как дурман, и, стоило ему побыть с нею немного, как он становился сам не свой, размякал от нежных чувств, готов был забыть обо всем на свете.

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хырӑмсарлӑха пушатман пулсанах сывӑ юлмалласкерччӗ, халӗ ак… —

Кабы не отпущал чересподушечную, — живой бы был, а то вот…

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Юланутлӑ вӑйлӑ отряд пулсанах хӗрлисем, флангсенчен ҫаврӑнса пырса, казаксене татах чакарса каймаллаччӗ, унтан тӑшман вӑйӗсене темиҫе ҫӗрлӗн сапалантарса, станицӑна пырса кӗме шикленсе тӑракан пехота валли ҫул уҫса памаллаччӗ.

Конница могла бы обходным движением с флангов принудить казаков к дальнейшему отступлению и, отвлекая силы противника, развязать руки пехоте, нерешительно топтавшейся на подступах к станице.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӑшт мӗн те пулин пулсанах — кама та пулин кӳрентернӗ, тавлашса кайнӑ, кӑшкӑрса пӗтернӗ е лайӑх мар сӑмахсем каланӑ.

Чуть что — обязательно кого-нибудь обидит, ввяжется в спор, накричит или скажет дурное слово.

Тӑшман // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Енчен ман алла лекнӗ пулсанах, уру ҫӗре перӗнместчӗ сан, Спиридонов…

Кабы мне пришлось, уж ты бы, Спиридонов, не достал земли…

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Трибуналта тепӗртак ӗҫлес пулсанах чӑтӑмлахӗ пӗтсе ҫитессе, вӑйран ӳкессе сиссе, унтан вӑл хӗпӗртесех тухса кайрӗ.

С большим удовлетворением уходил он из трибунала, так как чувствовал, что еще немного — и не выдержит, надломится.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пысӑк та каҫӑр сӑмсипе куҫӗсем мар пулсанах ӑна кӑмӑла килмелле ҫын темелле.

Он производил бы приятное впечатление, если бы не крупный приподнятый нос да глаза.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тепӗр хут позицие кӗрес пирки сӑмах-мӗн пулсанах, казаксен пичӗ-куҫӗсем улшӑнса тӗксӗмленеҫҫӗ, усӑк куҫ харшийӗсем айӗнчен тарӑхупа курайманлӑхӑн сивӗ ҫутисем ҫиҫсе илеҫҫӗ.

Стоило заикнуться о выступлении на позиции, как сразу менялось выражение лиц и под спущенными веками растекались недовольство, угрюмая неприязнь.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хальхи ҫамрӑксем ӑна пӑртак кирек-мӗн пулсанах — курорта!

Это теперь молодые как что — на курорт!

XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Уйра ҫумӑр айне пулсанах персе ҫитӗп.

— Как дождик застанет в степи, так я и явлюсь.

IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тӗттӗм пулсанах — Сакмар хапхи патне.

Дождусь темноты — к Сакмарским воротам.

Сакмар хапхи // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Вӑл мана мӗн те пулин тума шут тытнӑ пулсанах ҫапӑҫу сиксе тухнӑ пулӗччӗ, ҫапӑҫу ҫеҫ мар, унтан начартараххи те вӑрӑннӑ пулӗччӗ мана.

Если б он что-либо предпринял в отношении меня, была бы драка и еще кое-что похуже для моей персоны.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кала Аксинйӑна, каҫ пулсанах ҫил арманӗ патне тухтӑр.

Перекажи Аксинье, чтоб, как завечереет, вышла к ветряку.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Каҫ пулсанах вара чӳрече питӗркӗчӗсене шаклаттарса антараҫҫӗ, сӑнчӑрти йыттисене вӗҫерсе яраҫҫӗ, вара чӗмсӗр хутор тӑрӑх каҫхи хуралҫӑн шӑтӑрнакӗ кӑна хӑйӗн йывӑҫ чӗлхипе шӑкӑртатса витлешет.

С вечера, если не шли в гости, зачековывали болты, спускали с привязи цепных собак, и по немому хутору тарахтела лишь деревянным языком стукотушка ночного сторожа.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ашшӗ хӑратнисене хӑлхана чикмесӗрех, Григорий каҫ пулсанах ун патне вӑрттӑн каять те шуҫӑмла ҫеҫ киле таврӑнать.

Несмотря на угрозы отца, Григорий, таясь, уходил к ней с ночи и возвращался с зарей.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тӗттӗм каҫ пӗр-пӗр ҫынпа тӗл пулсанах, ҫав ҫын ӑна ҫӑварне уҫса шӑлне йӗрсе кӑтартнӑ пек туйӑнса кайнӑ.

Встретится ли под темный вечер с каким-нибудь человеком, и ему тотчас показывалось, что он открывает рот и выскаливает зубы.

II // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Кӑшт каҫ пулсанах, виле сӗтӗрӗнсе килет, тет.

Чуть только ночь, мертвец и тащится.

IV. Йӗкӗтсем ашкӑнаҫҫӗ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed