Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулнипе (тĕпĕ: пулни) more information about the word form can be found here.
Ҫынсемшӗн йышӑнусем пӗлтерӗшлӗ пулнипе пулманнине те хаклама аван.

Help to translate

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Гайдар форумне хутшӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/01/13/chav ... forumne-hu

Эсир паттӑр та тӳрӗ кӑмӑллӑ тата принциплӑ пулнипе, тивӗҫе тата Тӑван ҫӗршыва чунтан парӑннипе палӑрса тӑратӑр.

Вас отличают мужество, честность, принципиальность и преданность долгу и Отчизне.

Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийӗн Шалти ӗҫсен органӗн ӗҫченӗ кунӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/11/10/news-3971793

Хресчен ӗҫӗ нихӑҫан та ҫӑмӑл пулман, ҫавна пӑхмасӑр вӑл хӑйӗн хисеплӗхӗпе тата пурнӑҫра питех те кирлӗ пулнипе палӑрса тӑрать.

Работа крестьянина никогда не была легкой, но всегда считалась почетным и жизненно необходимым делом.

Михаил Игнатьев Ял хуҫалӑхӗпе тирпейлекен про­мыш­лен­ноҫ ӗҫченӗн кунӗ ячӗ­пе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/10/13/news-3954139

Ҫулсем мӗнлерех шайра пулнипе пассажирсемпе ҫуран ҫӳрекенсен тата водительсен хӑрушсӑрлӑхӗ тӳрремӗн ҫыхӑннӑ.

От состояния дорог зависит безопасность пассажиров, пешеходов и водителей.

Михаил Игнатьев Ҫул-йӗр хуҫалӑх ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/10/20/news-3958855

Ҫак сӑмахсем кӗтмен ҫӗртен пулнипе Тамара ура ҫинче аран тытӑнса тӑчӗ.

Help to translate

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Хими отраслӗн предприятийӗсем Чӑваш Республикин имиджне индустри тӗлӗшӗнчен вӑйлӑ аталаннӑ, ӑс-хакӑлпа производство майӗсем пысӑк пулнипе палӑрса тӑракан регион евӗр йӗркелекен организацисен шутне кӗреҫҫӗ.

Предприятия химической отрасли входят в число организаций, формирующих имидж Чувашской Республики как индустриально развитого региона с внушительными интеллектуальными и производственными возможностями.

Михаил Игнатьев Химик кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/05/26/news-3864468

Эпир Чӑваш Ен ҫӗршывӑн культура центрӗсенчен пӗри пулнипе мӑнӑҫланатпӑр, Пӗтӗм Раҫҫейри тата тӗнчери фестивальсемпе конкурссенче тӑван регион чысне хӳтӗлекен ушкӑнсемпе уйрӑм юрӑҫсен ҫитӗнӗвӗсемшӗн савӑнатпӑр.

Мы гордимся тем, что Чувашия является одним из культурных центров страны, радуемся успехам коллективов и исполнителей, представляющих родной регион на всероссийских и международных фестивалях и конкурсах.

Культура ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/03/23/news-3811413

Кунти пролетариат хӑй тымарӗсемпе ялпа, тырӑ ҫителӗклӗ пулнипе ҫыхӑнса тӑрать; ку вӑл — Атӑл, пӗтӗм Российӑна тӑрантса тӑракан ҫӗршыв…

Здешний пролетариат корнями связан с деревней, с обилием хлеба, — это Волга, всероссийская житница…

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

— Сывӑ-и, юлташсем, — тет вӗсене Сталин, сӑмахӗсене уҫҫӑн каласа; ҫав вӑхӑтрах куҫӗсем хӑйӗн — те хавасланнипе, те мӑшкӑллӑн кулнӑ пек пулнипе — пӗрӗнсе илеҫҫӗ.

— Здравствуйте, товарищи, — отчетливо сказал им Сталин, и не то веселые, не то насмешливые морщинки пошли от углов его глаз.

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ӗҫ капла пулса тӑрасса никам та кӗтмен, сехӗрленнӗ ҫамрӑк боецсем, хӑйсен стройри вырӑнне пӑтраштарса ҫухатнӑ та, кашниех тӑшман хуптӗрӗнчен хӑтӑлса харпӑр пуҫне ҫеҫ ҫӑласшӑн пулнипе тӗрлӗ енне сапаланса пӗтнӗ.

Такого оборота никто не ждал, молодые бойцы смутились, потеряли строй, и врассыпную пошел каждый спасать свою шкуру, выходя из окружения.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Бомба ҫӗре перӗнсенех ҫурӑлса каять те, тутӑхнӑ пек тӗслӗ сӑрӑ тӗтӗм кӑларса — тусана, турпассене ҫӳлелле ывӑтать, час-часах вара вӑл шартлатса ҫурӑлнӑ сасӑ чӗчӗ ачи шеллӗн кӑшкӑрни айне пулнипе лӑпланать, е пӗр-пӗр ӗне кӗтӗвӗнчен уйӑрӑлать те, кӑвак пыршисене хӑй хыҫҫӑн аран-аран сӗтӗрсе, айӑккалла лӗпсӗртетсе чупать.

Бомба, коснувшись земли, рвалась, подбрасывая в ржавом дыме пыль, щепы, и часто грохот разрыва замирал в жалобном крике ребенка, или корова неуклюже бежала прочь от стада, волоча за собой синие кишки.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Анчах вӑл командир пулнипе килӗшмеҫҫӗ.

Но командиром его не хотели.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Украинӑран тырӑпа сало илесшӗн пулнипе, Австри министрӗ граф Чернин мир ҫинчен калаҫассине макӑрас патне ҫитсех хӑвӑртлама ыйтнӑ.

Австрийский министр граф Чернин истерически торопил переговоры, чтобы получить, хлеб и сало из Украины.

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Меньшевиксен партин Тӗп комитечӗн членӗ Мартов, — тӳммисем татӑлнӑ пальто тӑхӑннӑскер, — ырханкка мӑйӗн пӗсехине шарф ӑшӗнчен кӑнтарса тӑрса, итлекен ҫынсем ҫине сӑмси вӗҫне шуса аннӑ пенснин вараланчӑк кӗленчисем витӗр пӑхасшӑн пулнипе качака сухаллӑ, чахоткӑллӑ питне каялла каҫӑртса — мӑшкӑллӑн кулкалать те шӑппӑн, анчах та сӑмахӗсене уҫӑмлӑн татса калать.

Член центрального комитета меньшевиков Мартов, в пальто с оборванными пуговицами, выставив из шарфа кадык худой шеи и запрокинув чахоточное лицо с жидкой бородкой, чтобы глядеть на слушателей через грязные стекла пенсне, съехавшего на кончик носа, — тихо, но отчетливо, насмешливо заговорил

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Паян волонтер юхӑмне 65 пин ытла ҫын хутшӑнать, ыттисенчен вӗсем тӗнчене ырӑрах та лайӑхрах тӑвас тенипе, пулӑшу кирлӗ ҫынсене, коммерциллӗ мар организацисемпе общество пӗрлешӗвӗсене тата социаллӑ центрсене чун-чӗри хушнипе харпӑр хӑй вӑхӑтне, професси пӗлӳлӗхӗпе вӑй-халне шеллемесӗр пулӑшма хатӗр пулнипе уйрӑлса тӑраҫҫӗ.

Сегодня в волонтерском движении более 65 тысяч человек, готовых делать этот мир лучше, по зову сердца жертвовать своим личным временем, профессиональными компетенциями и энергией ради действенной помощи нуждающимся в ней людям, некоммерческим организациям и общественным объединениям, социальным центрам.

Олег Николаев Доброволец кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2021/12/05/gla ... et-s-dnyom

Анчах ҫав вырӑнта самай тӗттӗм пулнӑран автобус водителӗн чарӑнса ӗлкӗрме шанчӑк пулнипе пулманни курӑнмасть.

Но так как в этом месте было довольно темно, из видео не понятно, была ли у водителя автобуса возможность остановиться.

Автобус айне пулнӑ хӗр пульницӑра вилнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/30581.html

Хамӑрӑн пурнӑҫра ҫакӑн пек тӗлӗнмелле ӗҫ пулнипе хумханса кайнӑскерсем, эпир чупкаларӑмӑр, тӑрмашрӑмӑр, ҫавӑнпа та пирӗн учитель кам пуласси ҫинчен шухӑшлама та вӑхӑт пулмарӗ.

Взволнованные необычным событием в нашей жизни, мы бегали, возились, и некогда было подумать, кто же у нас будет учителем.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ҫынсем мана хӑравҫӑ пулнипе ҫырӑнман, тесе шутлама пултараҫҫӗ, анчах хӑйсем манӑн Хӗрлӗ гвардине кайма нимӗн тӑхӑнмалли те ҫуккине пӗлмеҫҫӗ ӗнтӗ, тата ӑна никам та ӗненмест те пулӗ-ха.

Ребята подумают, что я из-за трусости не записался, никто не поверит, что у меня башмаки изорвались.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ку маншӑн ытла та кӗтмен ҫӗртен пулнипе эпӗ хытсах лартӑм.

Я замер от неожиданности.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ку пӗр кӗтмен ҫӗртен пулнипе Ленин самантлӑха шаках хытса кайрӗ тейӗн.

Ленин на мгновение оцепенел от неожиданности.

14 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed