Шырав
Шырав ĕçĕ:
Патша чухне ултӑ ҫул катӑркӑра пурӑннӑ, халӗ акӑ — вилӗм.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Виҫӗ уйӑх маларах вӑл шӑпах ҫак бастионра пурӑннӑ, икӗ эрне хушши ниҫта тухмасӑр пурӑннӑ вӑл кунта, ҫав хушӑра кусем ун асне лайӑх кӗрсе юлнӑ.
16 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Ҫав урамсемех вӑл хӑй ҫуркунне, Севастопольре пурӑннӑ чух курнӑ урамсемех, ҫав-ҫавах, ӗлӗкхинчен те тӑтӑшрах, ҫутӑсем чуласа иртеҫҫӗ, шилетнӗ, йынӑшнӑ сасӑсем илтӗнеҫҫӗ, аманнисем тӗл пулаҫҫӗ, батарейӗсем те, брустверӗсем те, траншейӗсем те ҫав-ҫавах, унчченхисемех; анчах та темшӗн халь кусем пурте салхуллӑрах пек, ҫав хушӑрах тата пурнӑҫ тени вӑйлӑнрах тапса тӑрать пек, — ҫуртсене ытларах шӑтӑкласа пӗтернӗ, чӳречесенче ӗнтӗ, Кушин ҫуртне (госпитале) шута илмесен, ҫутӑсем пачах курӑнмаҫҫӗ, хӗрарӑмсене курма ҫук, — халӗ ӗнтӗ унчченхилле пӗр хуйхӑ суйхӑсӑр тенӗ пек, пӗрре хӑнӑхнӑ пек пурӑнни мар, пур ҫӗрте те темӗскере йывӑррӑн кӗтни, ывӑнни, пурнӑҫ тӑвӑнса тӑни палӑрать.
15 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Ҫаксем килсе тухрӗҫ ӗнтӗ вӑл ӗмӗтленсе пурӑннӑ вӑй-халпа тапса тӑракан геройла пурӑнӑҫ вырӑнне.И все это вместо исполненной энергии и сочувствия жизни героя, о которой он мечтал так славно.
12 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Унпа пӗрле унӑн ҫывӑх тусӗ комиссионер пурӑннӑ, вӑл та, хӑй офицер пекех, темӗнле операцисем тӑвас тӗлӗшпе ӗҫленӗ.С ним вместе жил его большой приятель — комиссионер, занимающийся тоже какими-то операциями.
9 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Обоз пуҫлӑхӗ пулса ӗҫлекен офицер ҫӗнӗ хула теекен вырӑнта, матрос ҫемьисем пурӑнакан хӑма бараксенчен инҫех мар, палаткӑра пурӑннӑ.
9 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Ҫак хӑрушӑ вырӑн ҫинчен нумайранпа шухӑшласа пурӑннӑ Володя халь, ку вырӑна хӑй куҫӗпе курсан, ним чухлӗ те шикленмерӗ; пачах та урӑхла, ҫак чӑннипех те илемлӗ вырӑналла вӑл чунтан киленсе, геройла туйӑмпа, акӑ ӗнтӗ тепӗр ҫур сехетрен эпӗ унта пулатӑп тесе, пӑхса пычӗ, хӑйсен полкӗпе батарейӗ ӑҫтарах тӑнине ыйтса пӗлмелли вырӑна, Севернӑя, пиччӗшӗ тӑракан полкри обоза ҫитичченех тинкерсе, куҫ сиктермесӗр пӑхса пычӗ вӑл унталла.
9 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Виҫӗ уйӑх хушши ҫӳренӗ вӑл станцисем тӑрӑх, пӗр станцирен теприне ҫитнӗ, кашни станцире пекех ун Севастопольрен таврӑнакан офицерсене кӗтсе илме тӳр килнӗ, офицерӗсем ӑна хӑрушла ӗҫсем ҫинчен кала-кала панӑ, ҫакна пула ӗнтӗ унӑн халь кӑна асӑннӑ сисӗм-туйӑмӗ вӑй илсех пынӑ, юлашкинчен вара ку сисӗм-туйӑм ӑна, мӗскӗн офицере, П-ра пурӑннӑ чух хӑйне хӑй темӗн те пӗр тума пултаракан герой вырӑнне хураканскере, пӗтерсех хунӑ, Дуванкоя ҫитнӗ тӗле вӑл мӗскӗн хӑравҫӑ пулса тӑнӑ, пӗр уйӑх маларах корпусран действующи ҫара каякан ҫамрӑксемпе пӗрлешсе кайнӑскер, вӑл, халь ӗнтӗ эпӗ юлашки кунсене пурӑнса ирттеретӗп тесе шухӑшлаканскер, мӗн май килнӗ таран хулленрех кайма тӑрӑшнӑ, кашни станцирех кроватьне сӳте-сӳте пуҫтарнӑ, ҫула каймалли пӗчӗкҫеҫ чемоданне уҫа-уҫа чӑрманнӑ, преферансла вылянӑ, жалоба кӗнеки ҫине вӑхӑта ирттермелли япала ҫине пӑхнӑ пек ҫеҫ пӑхнӑ, хӑйне лашасем паман чух савӑннӑ.
5 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Вӑл хӑйне пулӑшу кирлӗ марри ҫинчен пӗлтернӗ те, ҫак икӗ уйӑх хушшинче патриотизмла хӗрӳллӗхӗ кӑштах сивӗнме ӗлкӗрнӗ пулин те, хӑйне вырӑнаҫтарасса чӑтӑмлӑн кӗтсе пурӑннӑ.
5 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Вӑл пирӗн кӗпӗрнесенчен пӗринче, кадетски корпус пур ҫӗрте, пурӑннӑ, питӗ аван та канлӗ вырӑнта ӗҫленӗ, анчах хаҫатсемпе ҫырусем тӑрӑх Севастопольри геройсен, хӑйӗн ӗлӗкхи юлташӗсен ӗҫӗсем ҫинчен вуласа пӗлнӗ хыҫҫӑн вӑл сасартӑк хӗрсе кайнӑ, ун ӑшӗнче мухтава тухас кӑмӑл ҫӗкленсе кайнӑ, уйрӑммӑнах патриотизмла сисӗм-туйӑм вӑйлӑланнӑ.
5 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Пӗтӗмӗшпе илсен, Козельцов, хӑй лайӑх офицер тата чӑн-чӑн фронтовик пулнӑ май, штабри офицерсене юратман, вӗсем ҫине вӑл тарӑхса пурӑннӑ.
3 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Ыттисем мӗнле пурӑннине тата мӗн-мӗн тунине кура ҫеҫ, ыттисем пурӑннӑ пек ҫеҫ пурӑнакан этем пулман вӑл: хӑйӗн мӗн-мӗн тӑвас килет, ҫавна тунӑ, ыттисем вара, ӑна кура, вӑл тунӑ пек тунӑ та, аван турӑмӑр тесе шутланӑ.
1 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Пӗр икӗ сехет маларах темӗн те пӗр тӗрлӗ, пысӑк та вак-тӗвек ӗмӗтсемпе, кӑмӑлсемпе пурӑннӑ ҫынсен юнланса пӗтнӗ ӳчӗсем, темиҫе ҫӗршерӗн, бастионпа траншея хушшинчи ем-ешӗл те сывлӑмлӑ лапампа Севастопольри часовньӑн тип-тикӗс урайӗнче пӗр хускалмасӑр выртаҫҫӗ; темиҫе ҫӗршер ҫын ылханни, кӗлтуни илтӗнсе тӑрать, ҫӑварӗсем типсе ларнӑ вӗсен, ҫӗр ҫумӗпе шӑваканнисем те, енчен енне ҫаврӑнса выртса йынӑшса илекеннисем те пур вӗсен хушшинче, — пӗрисем ем-ешӗл лапамри вилесем хушшинче выртаҫҫӗ, теприсем носилкӑсемпе койкӑсем ҫинче, суран ҫыхмалли пунктӑн юнланса пӗтнӗ урайӗнче; анчах та ҫав ҫавах, иртнӗ кунсенчи пекех, Сапун-ту тӗлӗнче шурӑмпуҫ шевли выляма пуҫларӗ, йӑлкӑшса тӑракан ҫӑлтӑрсем шупкалчӗҫ, шавласа выртакан тӗксӗм тинӗсрен шурӑ тӗтре хӑпарма тытӑнчӗ, хӗвелтухӑҫӗнче йӑмӑх хӗрлӗ ҫутӑ йӑлкӑшма пуҫларӗ, янкӑр кӑвак горизонт тӑрӑх шӑвакан шупкарах хӗрлӗ ҫинҫешке пӗлӗтсем тара-тара ҫухалчӗҫ, ҫав-ҫавах, иртнӗ кунсенчи пекех, ыйхӑран вӑраннӑ тӗнчене савӑнӑҫпа юрату, телей сунса, хӑватлӑ та ҫав тери илемле хӗвел ишсе тухрӗ.
14 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Петербургра пурӑннӑ чухнехи парӑмӗ те аса килчӗ ӑна, ун ӗнтӗ ӑна тахҫанах тӳлесе татмалла; хӑй каҫхине кӑна юрланӑ цыган юррин кӗвви аса килчӗ; куҫӗ умне хӑй юратнӑ хӗрарӑм сӑнӗ курӑнса кайнӑ пек пулчӗ, тӗксӗмрех кӗрен лентӑллӑ чепчикпа вӑл; пӗр 5 ҫул маларах хӑйне кӳрентернӗ ҫын аса килчӗ ӑна, ку ҫынна вӑл хӑйне кӳрентернӗшӗн халӗ те тавӑрман-ха, ҫак хушӑрах, ҫакӑ тата ытти пин-пин тӗрлӗ япалана аса илнӗ хушӑрах вӗл, уҫҫӑнах мар пулин те, хӑй ҫав тери хӑраса ӳкнине тата хӑйне вилӗм кӗтнине туйсах тӑчӗ, ку туйӑм унтан пӗр самантлӑха та уйрӑлмарӗ.
12 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Хӑрушлӑх пур ҫӗре вилӗмрен хӑрамасӑр кӗрсе кайнинче вӑл халӗ те-ха илем курать; капитан ӗнтӗ ӑна-кӑна пурӑнса ирттернӗ — малтан вӑл та чапа е мухтава тухасшӑн ҫуннӑ, харсӑрланнӑ, вилӗмрен хӑрама пӗлмесӗр ҫапӑҫнӑ, награда илме, паллӑ ҫын пулма ӗмӗтленнӗ, ку ӗмӗтсене пурнӑҫа та кӗртнӗ вӑл, анчах халӗ ӗнтӗ ҫак хавхалантаракан япаласем, уншӑн пулсан, хӑйсен вӑйне ҫухатнӑ, ҫавӑнпа та халь вӑл ӗҫ ҫине урӑхла пӑхнӑ: хӑй тума тивӗҫ ӗҫсене вӑл пӗр пӑркаланмасӑр вӑхӑтра туса пынӑ, анчах, 6 уйӑх хушши бастионрах пурӑннӑ хыҫҫӑн, хӑйне кашни самантрах ӑнсӑртран вилӗм кӗтсе тӑнине лайӑх ӑнланаканскер, вӑл ҫав ӑнсӑртран килсе тухакан хӑрушӑ самантсенче хӑйне хӑй упранӑ, кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗртенех, вилӗмрен хӑрамасӑр-тумасӑр, ҫапӑҫӑва кӗрсе кайман.
9 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Калугин хӑй бастиона тӗрлӗ вӑхӑтра кайкаласа курнӑ ӗнтӗ, анчах вӑл унта мӗн пурри те пӗр 50 сехете яхӑн кӑна пулса курнӑ, а капитан унта 6 уйӑх хушши пурӑннӑ.
9 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Капитан ӗнтӗ 6 уйӑх хушши ҫак чи хӑрушӑ вырӑнта ҫапӑҫакан батарейӑсенчен пӗринпе командовать тунӑ, — ҫитменнине тата, блиндажсем пулман чухне те — тӑшман хупӑрласа илнӗрен варах бастионра пурӑннӑ вӑл, унтан тухма пӗлмен, моряксем хушшинче паттӑр та хастар ҫын хисепӗнче тӑнӑ.
9 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Кун пек те пулмасан вара, — терӗ нимӗнпе те ҫырлахма пӗлмен ватӑ подполковник, — чӑтса пурӑнма та май пулас ҫукчӗ, ялан темӗскер пуласса кӗтсе пурӑн… кашни куллен вӗлереҫҫӗ, — ҫаплах-ха вӗҫӗ-хӗрри курӑнмасть, ҫавӑн пек пурнӑҫпа пурӑннӑ ҫӗртен те тасамарлӑхра, пӗр канлӗ кӗтессӗр пурӑнсан вара.
5 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
— Пӗр шухӑшласан, эпир кунта, тӑшман хупӑрласа илнӗ хулара, ҫакӑн пек пурӑннинчен тӗлӗнмелле, — терӗ Гальцин, стаканне илсе чӳрече патнелле пынӑ май, — фортепьяно, хӑймаллӑ чей, хваттерӗ тата, тӗрӗссипе каласан, Петербургра эпӗ, хамӑн кун пек хваттер пулас пулсан, хаваслансах пурӑннӑ пулӑттӑм.
5 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Штабс-капитан, ытти пур ытла ӑслах мар ҫынсем пекех тивӗҫлӗх тенине уйрӑммӑнах вӑйлӑн сиссе туйса тӑнӑскер, ҫав тивӗҫлӗх теекен сӑмахпа хӑйне хӑй кӑштах лӑплантарчӗ те, сӗтел хушшине кӗрсе ларса, юлашки вӑхӑтра укҫа-тенкӗ тӗлӗшӗнчен хытӑрах пулнӑ пирки хӑйпе хирӗҫкелесе пурӑннӑ ашшӗ патне юлашки ҫыру ҫырма тытӑнчӗ.
4 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.