Шырав
Шырав ĕçĕ:
Алӑри кӗнекене пӑрахмасӑр, урай хӑмисен хушӑкӗ тӑрӑх кӑна пусса пыма тӑрӑшса, пӳлӗм тӑрӑх ҫӳренӗ, е мӗнле те пулин тӗлсӗр-йӗрсӗр кӗвве тӑснӑ, е сӗтел хӗррине чернилпа варласа ларнӑ, е тарӑн шухӑшлӑ сӑмахсене пӗр шухӑшламасӑр-тумасӑр темиҫе хут каланӑ самантсенчен пӗринче — пӗр сӑмахпа, ӗҫлесшӗн мар пулса тӑнӑ ӑс-хакӑл, туйӑмсене парӑнса, асра юлмалли сӑнарсем шыранӑ минутсенчен пӗринче эпӗ класс пӳлӗмӗнчен тухрӑм та пӗр тӗллевсӗр пусма тӑваткӑлне антӑм.
VI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ кайран пӗлнӗ тӑрӑх, анне сывмарланнӑ кунтанпах мӗскӗннӗн улама чарӑнман Чиперкке атте патне савнӑҫлӑн ыткӑнчӗ, ун тӑрӑх сикрӗ, йынӑшкаларӗ, аллисене ҫуларӗ; анчах атте йытта айккинелле тӗртсе ячӗ те хӑна пӳлӗмне, унтан диванлӑ пӳлӗме кӗчӗ, кунти алӑк вара тӳрех ҫывӑрмалли пӳлӗме илсе кӗрет.
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ вӑл вунпиллӗкмӗш ҫултанпа турӑ ҫынни пек пулма тӑрӑшнине, хӗлле те, ҫулла та ҫара уран ҫӳренине, мӑнастирсене пыра-пыра кайнине, хӑй юратнӑ ҫынсене пӗчӗк турӑшсем парса парнеленине аванах пӗлетӗп; унӑн ӑнланмалла мар сӑмахӗсене хӑшпӗрисем малашне мӗн пулассине систерни вырӑнне хураҫҫӗ; вӑл урӑхла пурӑннине нихҫан та никам та курман; сайра-хутра вӑл асанне патне кӗркелесе тухать, пӗрисем каланӑ тӑрӑх, вӑл пуян ҫынсен тивлетсӗр ывӑлӗ, таса чунлӑ ҫын; теприсем каланӑ тӑрӑх, вӑл ахаль хресчен ҫеҫ, ҫитменнине кахал хӑй.
V сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хырсен пурнӑҫне, хаклӑ юлташӑм, ункӑсем тӑрӑх, пирӗнне — ҫӗнӗ пӳртсем миҫе туса лартнӑ тӑрӑх шутлаҫҫӗ.У сосны, дорогой товарищ, жизнь по кольцам считают, а у нашего брата по новым домам.
Вӗри ҫӑл // Хӗветӗр Уяр. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 8–15 с.
Ирхине тӑрсан вӑл Леночкӑна йӑтатчӗ те унпа пӗрле парк тӑрӑх, вӑрман тӑрӑх ҫӳретчӗ.Встав поутру, она брала Леночку и бродила с нею по парку, по лесу.
65 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Эпӗ парк тӑрӑх, вӑрман тӑрӑх шыраса чупрӑм.
64 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ачасен сӑнӗсем тӑрӑх, вӗсем тимлӗн пӑхни, ҫамкисем картланни тӑрӑх эпӗ ҫакна ӑнланатӑп: кунта определенине тӗрӗс тупнинчен ытларах — ӗҫ процесӗ хаклӑ.
46 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ҫак сӑмахсем тӑрӑх, вӗсене мӗнле калани тӑрӑх, вӑл хӑй пӗлекен япаласене хӑй ӑшӗнче кӑна тытса пурӑнма пултарайманни, ун ҫинчен унӑн епле пулсан та ҫынсене каласа парас килни курӑнатчӗ.
34 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
— Вӑрман — ӑнланса илме ҫук япала мар, — калама тытӑнчӗ Владимир Михайлович васкамасӑр, — вӑрманта ҫурҫӗре те, кӑнтӑр енне те кӑткӑ йӑвисем тӑрӑх, кайӑксен йӑвисем тӑрӑх тупма пулать.
33 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Сасартӑк, пӗлӗт талкӑшӗ хыҫӗнчен, такам ывӑтнӑ пек, тӳпе тӑрӑх тӗрлӗ тӗслӗ хӑю тӑрӑхӗ сарӑлса кайрӗ.
Тавыль пурнӑҫӗнчи улшӑну // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Ҫавӑнпа Нина Ивановна ӑна час-часах уроксем хыҫҫӑн хӑварса касса тунӑ саспаллисем тӑрӑх, букварь тӑрӑх, ҫине тӑрсах вулама вӗрентет.
Лайӑххи ҫав тери нумай // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Кӗтӳҫӗсем кунӗпе тундра тӑрӑх, тусем тӑрӑх ҫапкаланса ҫӳрерӗҫ, анчах кӗтӳрен уйрӑлса кайнӑ пӑлансене тупӑймарӗҫ.Целый день бродили пастухи по тундре, по сопкам, но отбившихся оленей не нашли.
«Ачалӑх иртрӗ пулӗ санӑн, Чочой!» // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Аркан ҫӗкленӗ Чочой, ытти кӗтӳҫӗсем пекех, шыв айлӑмӗсем тӑрӑх, ту айккисем тӑрӑх чупать, уйрӑлса кайнӑ пӑлансене кӗтӗве тавӑрать.
«Ачалӑх иртрӗ пулӗ санӑн, Чочой!» // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Вӑл ҫапла тухатса хӑтланнӑ вӑхӑтра мистер Кэмби хӑйӗн ывӑлӗсене кам хӑратнине, индианкӑна кам вӑрласа кайнине ыйтса пӗлме хӑтланса, ярангӑсем тӑрӑх, эскимоссен пӳрчӗсем тӑрӑх ҫӳреме пуҫларӗ.
Ачасен паттӑрла ӗҫӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Сывламасӑр тенӗ пек тӑракан ачасен куҫӗ умӗнче, тарӑн ҫырма урлӑ ҫинҫе кашта тӑрӑх пынӑ пекех аллисемпе сулкаласа, Колышкин ҫемҫетнӗ ҫӗр тӑрӑх пырать, Король урисен йӗрӗсем ҫине тӗп-тӗрӗс лексе пыма тӑрӑшать.
30 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Халсӑрланса, анӑраса ҫитнӗскер вӑл, ҫурри ҫывӑрнӑ, ҫурри ҫывӑрман пек туять хӑйне: шухӑшӗсем унӑн пӗринчен-пӗри урлӑ-пирлӗ каҫса иртеҫҫӗ тата сасартӑках таҫталла, чунӑн тӗттӗм тарӑнӑшнелле путса анса каяҫҫӗ, унта вара ҫырлахайми ҫӑткӑн тунсӑх пытанса тӑрать, ҫавӑнтан ӗнтӗ, чун кӳтсе тарӑхни мӗнпур пек тымар-шӑнӑрсем тӑрӑх, йӳҫӗ наркӑмӑшла, ҫан-ҫурӑм тӑрӑх чупса сарӑлать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Ҫулла хула ҫыннисем парк патне ҫитиччен кимӗпе ишсе пыраҫҫӗ е, ҫыран тӑрӑх вӗтлӗхсем витӗр пытанса ҫывхараҫҫӗ те, ҫырма енчен килсе тухаҫҫӗ, хӗлле вӗсем, пашлӑкӗсемпе чӗркенсе ларса е пичӗ-куҫӗсене кӗрӗк ҫухисем ӑшне пытарса, слобода урамӗ тӑрӑх унталла ҫунасемпе вӗҫтерсе иртеҫҫӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Ҫулсеренех, ҫурхи шыв-шур тапрансан, ҫырма шывӗ Заречьери килхушшисене юхса кӗрсе тулать, урамсене илсе лартать — ун пек чухне вара слобода ҫыннисем маччана улӑхаҫҫӗ те мачча чӳречисенчен тата ҫуртсем тӑрринчи вӑлтасемпе пулӑ тытса лараҫҫӗ, тӑпсисенчен кӑларса илнӗ хапха алӑкӗсене пӗр ҫӗре ҫыхса сулӑсем тӑваҫҫӗ, ҫав сулӑсемпе урамсем тӑрӑх, юханшыв тӑрӑх ишсе ҫӳреҫҫӗ, вӑрмантан шыв юхтарса килнӗ вутӑлӑх пӗренесене тытаҫҫӗ, ҫак тупӑша пӗр-пӗринчен вӑрлаҫҫӗ, ҫӗрлесенче тата, слободана хулапа ҫыхӑнтарса тӑракан кӗперӗн карлӑкӗсене вата-вата йӑтса каяҫҫӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Ӑна Бетеки ятлӑ витнӗ тӑкӑрлӑкпа илсе кайнӑ, унтан мечет тӗлӗнчен сулахаялла, чул картлашкасем тӑрӑх, сӑртсем ҫинчи кукӑр тӑкӑрлӑкӗсем тӑрӑх аялалла илсе аннӑ…
Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Вӑл Петербурга сахал пӗлет-ха, ҫавӑнпа пушӑ вӑхӑтра хӑйӗн Оля йӑмӑкӗпе Невски проспекчӗ тӑрӑх, ҫыран хӗррипе, Ҫуллахи сад тӑрӑх ҫӳреме, хулапа, чаплӑ керменсемпе, музейсемпе паллашма юратать.
Самарти кунсем-ҫулсем // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.