Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӳлти the word is in our database.
ҫӳлти (тĕпĕ: ҫӳлти) more information about the word form can be found here.
Вознесенский атте, ҫакӑ ҫӗр ҫинче асап тӳсекенсем ҫӳлти патшалӑхра ырӑ курасси ҫинчен юрласа, алтарьтен тухрӗ те алӑк патӗнчи ҫынсем патнелле мӑнаҫлӑн уттарчӗ.

Help to translate

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ыйткалакансем хӑйӑлти, вӑйсӑр сасӑпа «Эй, ҫӳлти аттемӗр!» юрлаҫҫӗ.

Help to translate

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӑл ҫурӑлса каяс пек тулли питлӗ, хӗрлӗ сӑмсаллӑ, ҫӳлти пӗр шӑлӗ ҫук.

Help to translate

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ун ҫинчи ҫеҫкисем те, ытти ҫулпа танлаштарсан, икӗ хут сахалтарах, чылайӑшӗн ҫӳлти пайӗнче ҫеҫ пулчӗҫ.

Help to translate

Ҫӗннине пӗлме май пулӗ // Н.ПИРОЖКОВ. http://kasalen.ru/2023/01/20/ce%d0%bd%d0 ... 83%d0%bbe/

Хӑйне ҫав-ҫавах сӑпайлӑ ҫын пек тыткаласа: — Михаил Петрович, ҫут тӗнчере этем тума пултарайман ӗҫсем те пур. Ку ҫӳлти туррӑн ӗҫӗсем. Ҫавӑнпа эпир Микула ачине те ят хумасӑр хӑварма пултараймастпӑр, — терӗ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эсӗ ҫӳлти пихампарпа пӗр канашлӑ, ҫӗр тӗпӗнчи усалсемпе пӗр чӗлхеллӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лайӑх ӗҫ тӑвап-и е усал ӗҫ-и, ҫӳлти турӑ умӗнче кӑна ответ тытӑп.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӳлти турӑ умӗнче хӑвӑрӑн ирсӗр ӗҫӗрсене пытараймӑр.

Help to translate

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чӑнлӑха куҫса, хам ҫӗр ҫинче тунӑ пӗтӗм ҫылӑхшӑн ҫӳлти патша умӗнче явап тытма та вӑхӑт.

Help to translate

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӑхан, Ҫтаппана аякранах курса тӑрас тенӗ пек, хырӑн чи ҫӳлти туратти ҫине хӑпарса ларнӑ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ман пурнӑҫ шӑпине ҫӳлти турӑ кӑна пӗлет, — тавӑрчӗ пуп, маччаналла пӑхса.

Help to translate

Уҫӑппа юлташӗсем тата Якку атте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эй, ҫӳлти аттемӗр, тыррине пухса кӗртме лайӑх ҫанталӑк, пире ӗҫлеме иксӗлми вӑй-хал пар, — терӗ те вӑл, хӑй ҫине виҫӗ хутчен хӗрес хучӗ.

Help to translate

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫав вӑхӑтра Шаккур, хӑйпе пӗрле икӗ юлташне илсе, вӑрттӑн пусмасемпе ҫӳлти хута хӑпарнӑ, хуҫапа арӑмӗ ҫывракан пӳлӗме уҫса кӗнӗ.

Help to translate

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Теприсем, ним тума пӗлмесӗр, пӗр вырӑнта хытса тӑчӗҫ — ҫавраҫил вӗҫтерсе пыракан ачапа ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ килсенче хыпа-хыпа каякан ҫуртсем ҫине куҫӗсене чарса пӑхрӗҫ, пӗлӗтелле тинкерсе, ҫӳлти турӑран пулӑшупа ҫӑлӑнӑҫ ыйтрӗҫ.

Help to translate

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫӳлти йӗркесем улшӑнчӗҫ пулсан, аялтисен те улшӑнмалла, паллах.

Help to translate

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Паласкас урамӗн ҫӳлти кукӑрӗнче, ейӳ сарӑлса ҫитнӗ тӗлте, тем чухлӗ ҫын пухӑнса тӑнӑ.

Help to translate

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫӳлти Турра, ҫӗр Туррине - ҫӑкӑр ҫитерекене - тав тунӑ.

Help to translate

55 ҫул - юратӑва упраса // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11112-55 ... -va-uprasa

Илтмерӗ пулмалла ҫав ҫӳлти турӑ вӑл кӗл тунине.

Help to translate

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Крепость ҫине тупӑран персе тӑнӑ хушӑра Кӗркке ялан турра кӗл турӗ: пулӑш вырӑссене хӑвӑн хӑватупа, ҫӳлти турӑ, ним юлми аркатса тӑкчӑр вӗсем Ар-Сӗнтӗр крепоҫне, ханӗ те, Мамич-Бердейӗ те, Усеин-Сеичӗ те чул купи айне пулччӑр, мана та ан хӗрхен, эп те ҫак тамӑкран чӗррӗн тухам мар терӗ.

Help to translate

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӗлӗкхи ачаш та илӗртӳллӗ сӑн кӗчӗ ӑна, куҫсем ҫуталчӗҫ, ҫӳлти таса тӳпе пек, кӑн-кӑваккӑн курӑнакан пулчӗҫ.

Help to translate

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed