Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ӗҫ ҫук чухне ҫав урамри ҫынсем баржасемпе пароходсем ҫинчен ваккӑн вӑрлама та йӗрӗнместчӗҫ, анчах ҫавӑншӑн эпӗ хӑраса тӑмастӑм, — эпӗ кураттӑм: кивӗ сӑхмана кӑвак ҫиппе ҫӗлесе тухнӑ пек, пӗтӗм пурӑнӑҫа та вӑрлассипе витӗрех тӗрлесе тухнӑ темеллеччӗ, ҫав вӑхӑтрах тата эпӗ кураттӑм: ҫав ҫынсем хӑш-хӑш чухне хӑйсен вӑйӗсене хӗрхенмесӗр ним шутсӑр хавхаланса ӗҫлетчӗҫ, ун пеккисем хыпаланса тавар пушатнӑ чухне, пушарсенче, пӑр кайнӑ чухне пулкалатчӗҫ.
XVIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вара вӑл алса тулӗсем ӑшне хура тӑхлан татӑкӗсем ҫӗлесе лартрӗ те: «Халӗ ӗнтӗ мӑкшӑ пӗтет!» терӗ Ситанова мухтанса.Тогда он зашил в рукавицы куски свинца и похвастался Ситанову: — Теперь — конец мордве!
XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хӑмӑтне ҫӗлесе пӗтермен пулсан — пӑрахтӑр ӑна, «тӗрлӗ ыйтусенче» лаша кӳлмелли хатӗрсем пирки калаҫӑпӑр…Пущай хомут бросает, если не кончил: в «разных» о сбруе поговорим…
Пакӑлти Микиш // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 3–17 с.
Унччен хӑмӑт ҫӗлесе пӗтерме ӗлкӗрет вӑл.
Пакӑлти Микиш // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 3–17 с.
— Шорнӑйне, Игнатьич патне, кай та кала: хӑмӑтна ҫӗлесе пӗтер, те!
Пакӑлти Микиш // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 3–17 с.
Сӗтелӗн пӗр пуҫӗнче хӗрарӑмсем ҫӗлесе е чӑлха ҫыхса лараҫҫӗ, тепӗр пуҫӗнче — Викторушка, ҫурӑмне мӑкӑртса, хӑйӗн ӗҫлесси килмесӗр чертеж копийӗсене ӳкерет, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе кӑшкӑрать:
IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл хӑйӗн кофта ҫаннисене хӗрелсе кайнӑ атӑ кунчи сӑранӗпе ҫӗлесе тухнӑччӗ, ҫавӑ ӑна алӑсене чавсасем таран ҫаралтармасӑр, ҫанӑсене йӗпетмесӗр ҫума май паратчӗ.
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ӑна хуть пӗр-пӗр ҫӗре ҫӗлесе лартма пулать.
II // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Зубавин комисси ҫырнӑ акта Скибан ҫинчен калакан хутсем ҫумне ҫӗлесе хучӗ те хӑйӗн работникӗсене пурне те ҫак аварин чӑн-чӑн сӑлтавне пӗлме хушрӗ.
13 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Утюгпа лайӑх якатнӑ, тип-тикӗс ҫӗлесе хунӑ, таса кӑтӑяллӑ мундирӗ ҫинче орденсем, медальсем.На новеньком, отутюженном и с аккуратно подшитым воротничком мундире — ордена.
10 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ҫакна тума йывӑрах та мар: кӗпе ҫухине ҫӑвара хыпмалла та ун ҫумне ҫӗлесе хунӑ наркӑмӑш ампулине шӑлпа ҫыртса ҫӗмӗрмелле ҫеҫ.
4 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ҫак ҫыннӑн ҫухави ҫумне цианислӑ калин ампулине ҫӗлесе лартнӑ пулнӑ.
1 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Акӑ кӑмака ҫумӗнчи выртмалли вырӑн, ун ҫинче утюг, хулӑн хытӑ хутран тунӑ катӑк сӑмсаллӑ пукане, пӗчӗк лаххан, ала ҫумалли чӑм лараҫҫӗ; акӑ чӳрече, ун ҫинче хура ӑвӑс татӑкӗ, пурҫӑн ҫип ҫӑмхи, пӗр вӗҫӗнчен ҫыртса илнӗ симӗс хӑяр, канфет коробки ним йӗркесӗр сапаланса выртаҫҫӗ, акӑ пысӑк хӗрле сӗтел, ун ҫинче, ҫӗлемелли япала урлӑ, йӗри-тавра ҫитсапа ҫӗлесе ҫаврӑннӑ кирпӗч выртать, ку сӗтел хушшинче вӑл ларать, хӑй эпӗ юратакан кӗрен пир кӗпине тӑхӑннӑ, мана уйрӑмах илӗртекен виҫ кӗтеслӗ сенкер тутӑрне ҫыхнӑ.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Сӗтел ҫинчи пӗчӗкҫӗ карлӑк ҫумӗнче, пин-пин япаласем хушшинче, ҫакмалли ҫӑраллӑ ҫӗлесе тунӑ портфель тӑрать, пӗчӗкҫӗ уҫӑ ҫавна юрамасть-ши тесе, тӗрӗслесе пӑхас килчӗ.
XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хам телейӗме, ман ҫумра анне фуфайка ӑшне ҫӗлесе хунӑ виҫе червонец пурччӗ, вӗсене никам та тупаймарӗ!
IX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хура кӗпи ҫумне хуйха палӑртакан шараҫсем ҫӗлесе ҫыпӑҫтарнӑ Люба, йӗрсе супнӑскер, пуҫне уснӑ, сайра хутра кӑна тупӑк ҫине пӑхкаласа илет, пичӗ вара ҫав вӑхӑтра вӑл ачалла ҫеҫ хӑранине палӑртать.
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мускав тумӗ питӗ хӳхӗм пулчӗ: бронза тӳмеллӗ хӑмӑр фрака ҫат тытмалла ҫӗленӗ, пӗртте ялта пире пӗве кура ҫӗлесе панӑ пек мар, — хура шӑлавар, вӑл та тӑвӑрскер, мускулсене тӗлӗнмелле лайӑх палӑртса тӑрать, атӑ кунчи ҫине аван выртать.
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Чӳрече патӗнче атӑ ҫӗлесе ларакан Николай, ун сӑмахӗсене ҫирӗплетсе, пуҫне сулчӗ.Николай, сидя у окна за сапожной работой, утвердительно кивнул головой.
IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Шкул ачисем тӑхӑнакан картуз ҫинчи «ултӑ кӗтеслӗхе» илсе пӑрахса, унта ҫурлапа мӑлатуклӑ пилӗк кӗтеслӗ ҫӑлтӑр ҫӗлесе лартнӑ…Сбросил «шестерку» с гимназической фуражки и нашил пятиконечную звезду с серпом и молотом».
4 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Тен, ҫӗлесе хума пулӗ…
Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.