Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

типсе (тĕпĕ: тип) more information about the word form can be found here.
Халь ӗнтӗ типсе ҫуркаланнӑ ҫӗр те аплах пӗҫертмест, сывлӑш та уҫӑлчӗ.

Потрескавшаяся от зноя дорога меньше палит босые ступни; воздух тоже посвежел, поостыл.

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ӑруран арӑва ҫурма выҫӑ пурӑнсан ҫыннӑн ӳчӗ ҫеҫ мар, шӑмми-шакки те типсе, пӗрӗнсе, вӗтелсе пырать пулмалла.

От постоянного недоедания у человека, видимо, худеет не только тело, похоже, усыхают, мельчают и кости.

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӗвелӗ тӑчӗ пит хӗртсе: Ӳсен-тӑран ларать типсе.

Help to translate

XVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

— Вир питӗ типсе кайнӑ, Иван, акма юрамасть, — ун ҫине шӑтарас пек пӑхрӗ бригадир.

Help to translate

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тӗрӗс каланӑ ҫав: пӗччен суран — типсе пырать, халӑх сурать — кӳлӗ пулать тесе.

Help to translate

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Жнейкӑн шултӑра шӑллӑ ҫурли каҫхи сулхӑнран типсе ҫитеймен ыраша утӑм хыҫҫӑн утӑм касса яка платформа ҫине пӑрахрӗ, ҫунат пек ҫаврӑнса хӑлаҫланакан кӗреплесем ӑна ҫӗклем хыҫҫӑн ҫӗклем хӑмӑл ҫине шӑла-шӑла антарчӗҫ.

Help to translate

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пирӗн урпа типсе кайнӑ, тӑкӑнма пултарать.

Help to translate

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсене курсан, Кӑтра Михала халь хӑй асӑрханӑ типсе кайма пуҫланӑ урпана аса илчӗ.

Help to translate

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кунта вӑл типсе те каймалла мар пек тата колхозран илнӗ тулӑ ҫинче нимӗнпе те пӑсӑлмалла мар пек.

Help to translate

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Мана памасан, шӑтмасть ун вӑрлӑхӗ, хӗл каҫиччен типсе каять акӑ, — терӗ Липа.

Help to translate

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Уҫланкӑра сывлӑм типсе ҫитмен-ха, анчах пыл хурчӗсем сӗрлеме пуҫланӑ ӗнтӗ.

Help to translate

17. Вӑрманти хӑнасем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Темиҫе эрне ҫумӑр ҫуманнипе тӑпра кӗл пек типсе кайнӑ.

Help to translate

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ваттисем ҫапла калаканччӗ: пӗр ҫын сурать — типсе пырать, халӑх сурать — кӳлӗ пулать.

Help to translate

4. Тукай ялӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пулӑҫсен ҫырана туртса кӑларнӑ киммисем нумайранпа типсе выртнипе шултӑркаса кайма пуҫланӑ.

Help to translate

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Тархасшӑн шыв парӑр, хӑранипе пуль, ҫӑвар йӑлт типсе ларчӗ.

Help to translate

2. Тунсӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

«Тарӑн юр ашса пӑрланнӑ тӑласем ҫӗр каҫипе типсе те ӗлкӗрейместчӗҫ», — тетчӗ пысӑк анне.

Help to translate

«Хӗрӗх пӗр ҫул ӗҫлерӗм те пенсие тухрӑм» // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/09/23/%d1%85e%d1 ... 80a%d0%bc/

— Вилетӗп, тӑвансем, — пӑшӑлтатрӗ вӑл типсе кайнӑ тутисене аран-аран хускаткаласа.

Help to translate

16. Шӑпчӑк юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Шывпики, юратнӑ тантӑшӑм, каҫар мана, каҫар мана,.. — Сарпике, типсе ҫурӑлнӑ тутисемпе, куҫҫулӗсене юхтарса пӑшӑлтатать.

Help to translate

Чӗнӳ // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫавӑнпа пит-куҫӗ типсе шӗвӗрӗлнӗ те.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Кун вара пит-куҫӗ мӗншӗн ҫав тери типсе шӗвӗрӗлсе ларнӑ-ши?

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed