Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Шӑнса та, типсе те вилместпӗр кӗҫӗр…
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Типсе ларнӑ чӗлхи аран-аран ҫаврӑнкалать, чӑтаймарӗ вӑл — пӗр ывӑҫ юр илсе хыпрӗ.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Пырӗ типсе ҫитрӗ, кӑшкӑрсан та сас тухассӑн туйӑнмасть.
Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Типсе ҫуннӑ тутине аран хускатайрӗ Асмантей.
Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Пӗччен сурать — типсе пырать, халӑх сурать — кӳлӗ пулать, тенӗ.
Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Типсе хӑрнӑ пушӑччи вӑл!
Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Кӗлсултан кинемей — типсе хӑрнӑ шӑчӑ пекскер — Укаслӑва пӗрре пӑхма ӑшшӑнах те кӗтсе илмерӗ пек.
Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Шӑллӗ ӑна кӗтсе ырнӑ ӗнтӗ: тути-ҫӑварӗ шывсӑр типсе хапаланнӑ…
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Унӑн ҫӳҫӗ хӗвелпе ытлашши типсе сарӑхнӑ ыраш хӑмӑлӗ тӗслӗ, тирпейсӗр купаланӑ улӑм лавӗ пек вӗҫкелесе тӑрать.
Верук-Чиперук // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 12–13 с.
Чӗпписем тухсанах шывӗ типсе те ларать.
Кайӑк кӑвакал чӗппи // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Халь типсе ҫитрӗ.
Чӑн ҫуркунне // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Чӑнах та, пуканене хӗвел ҫине тӑратсан улӑм пӗрчисем типсе татӑлаҫҫӗ иккен.
Пукане // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Эпир — анне, аппа, эпӗ — пӗчӗк алӑкпа анкартинчен -ҫӗрулми пахчинчен — кил хушшине кӑнтӑр апатне кӗтӗмӗр (анне унта типсе пирченӗ, хытнӑ тӑпра муклашкисене, тачкалла сухаланӑ хыҫҫӑн ванмасӑр, кӑпкаланмасӑр юлнӑскерсене, катмакпа катмакларӗ).
Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.
Типсе, хытса та ҫитеймен-ха вӑл.
Ҫӑткӑн // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 214–216 с.
Шӑлавар вӗҫне йӗпе ҫапрӗ — курӑк, тӗл-тӗл ҫатракаланнӑскер, кунта типсе ҫитеймен пулас-ха.
Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.
Шӑпах ӗнер иккӗшне типсе кушӑрканӑ аврисене шӳтерме шетнике чиксе хунӑччӗ.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Пурис пуҫне «симӗс кайӑк сӑмсипе таккакаланине» кӑна мар, ҫӑварӗнче те, типсе, тем тӑкӑскаланнине, ҫилӗм пек ҫыпҫӑннине туйрӗ: минкелнӗ ӑш-чикки шывшӑн анкарӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ӗмӗрӗ тухнипе типсе ҫӗр ҫине ярӑнса-явӑнса ӳкнӗ пӗрремӗш ҫулҫӑсемпе чӑштӑртаткаласа, чӑшӑлл ларакан чечексен (пыл чечекӗн ҫӑра шӑрши, чӗрӗ тӗнчене ырлӑх та сиплӗх сапаласа, йӗри-тавраллах сарӑлнӑ) газонӗсем хушшипе вӑтам пӳллӗ каччӑ пырать.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫумӑр нумай вӑхӑт хушши те ҫумарӗ, ҫапах та типсе кушӑрханӑ утта витӗрех йӗпетме ӗлкӗрчӗ.
Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.
Типсе ӗлкӗреймен хурӑн вуттине татма ҫӑмӑл.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.