Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑмахсемпе (тĕпĕ: сӑмах) more information about the word form can be found here.
«Павӑл мана илмерӗ» сӑмахсемпе пуҫланакан кӗвве илемлӗн янратрӗ.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Ҫынсенчен вӑтанасчӗ: ытла киревсӗр сӑмахсемпе хурлатӑн-ҫке Совет влаҫне? — ун патне ҫывхарчӗ Эльгеев.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫак сӑмахсемпе вӑл васкамасӑр хапха патнелле утрӗ.

Help to translate

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑй те сисет алманчӑ, Тукайӑн ӗҫсем ҫапла ӑнса пынине курсан унӑн чӗринче темле вӗчӗрхенӳ туйӑмӗ капланса хӑпарать, Урасметӑн чӑваш мӑрсине Хусан патшипе пысӑк карачи калайман усал сӑмахсемпе вӑрҫса тӑкас килсе каять.

Help to translate

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫакӑ ҫеҫ паллӑ: Сахвине урам урлӑ ларакан, ялан куҫа курӑнса тӑракан чалӑш пӳртри Ятламаспа амӑшне кунӗн-ҫӗрӗн ылханать, Ятламасӗ вара хӑйне хирӗҫ чалӑш пӳртри катӑк шӑллӑ карчӑкпа унӑн чӗмсӗр упӑшкине кашни утӑмра тӗнчери чи усал та киревсӗр сӑмахсемпе асӑнать.

Help to translate

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Урасмет пуҫ мимийӗ ҫак вӑхӑтра калама ҫук вӑйлӑ ӗҫлерӗ, хаяр та чуна кайса тивекен сӑмахсене илтсе алманчӑн пӗрре хӗр ачана илӗртсе пӑхас, ӑшӑ сӑмахсемпе ҫавӑрас, тем пулсан та хӑйӗн юратӑвне кӑтартса парас килчӗ, тепре кӑкӑрта, алӑ чӑмӑрӗсенче, пӗтӗм шӑм-шакра хускалакан ҫилле чармасӑр, ҫакӑнтах туласа тӑкас, чи киревсӗр сӑмахсем каласа хур тӑвас кӑмӑл ҫӗкленчӗ.

Help to translate

7. Мӑн кӑмӑллӑ хӗр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Малтанах хатӗрленӗ сӑмахсемпе вӑл аслӑ княҫа унӑн «шӑллӗ» Мухаммед-Гирей ячӗпе саламларӗ, вара тӳрех ятлаҫнӑ евӗр калаҫма тапратрӗ:

Help to translate

3. Кремльти йышӑну // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑтаннипе ниҫта кайса кӗме пӗлмен хӗр ача Ахтупай тӳрех хӑй патне пынине сиссен те йывӑҫ хыҫӗнчен тухмарӗ, питне ак аллипе хупласа каччӑ ӑна йӗплӗ сӑмахсемпе намӑслантарасса кӗтрӗ.

Help to translate

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чӗлхене хуҫкаламасӑр, чуна пырса тивекен сӑмахсемпе сӑнлать ҫыравҫӑ пурнӑҫа, ҫут ҫанталӑк илемне.

Help to translate

Иртнӗ кун ҫути // Аристарх Дмитриев. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 5–8 с.

Сӗрме купӑсне ӗнернӗ вӑхӑтра, Аля ӑна ӑшӑ сӑмахсемпе лӑплантарчӗ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Анчах ман пуҫран ҫак шухӑш тухмасть: епле пирӗн тӑван чӗлхене вӑйлӑ туйӑмлӑ сӑмахсемпе пуянлатма пулӗ-ши?

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хӑшне-пӗрне тыткаласа пӑхнӑ чух хуҫисене темиҫе хутчен «ыра сӑмахсемпе» асӑнса илчӗ.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кун хыҫҫӑн станцири дежурнӑй пӑтӑрмах пуҫарса янӑ хӗрарӑм еннелле техӗмлӗ сурчӗ те, вирлӗ сӑмахсемпе ятлаҫса, тухса кайрӗ.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Мӑнтӑр хӗрарӑм, йӑлтах йӗркерен тухса, тем тӗрлӗ киревсӗр сӑмахсемпе хурласа пӗтерчӗ ним айӑпсӑр «Тӑрнаккая».

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ахах хӑйӗн ашшӗне ӑшӑ сӑмахсемпе асӑнмарӗ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Мӗн хӑтланаҫҫӗ ҫӗр ҫӑтманскерсем, — терӗ те Кӑтра Кӗркури, буржуйсен хӳрешкисене тата вирлӗрех сӑмахсемпе вӑрҫса илчӗ.

Help to translate

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫытӑр Энтрейч ӑна чи хаяр сӑмахсемпе ылханчӗ.

Help to translate

7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хитре сӑмахсемпе хӑйсене хӑйсем мухтанисем те пулчӗҫ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Киревсӗр сӑмахсемпе турра кӳрентермен-и, ачам?» — ыйтнӑ пуп.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Аслӑрах класра вӗренекенсем киревсӗр сӑмахсемпе турра хурланине Павӑл ниепле те ӑнланайман.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed