Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тахҫан Корней хӑй те ҫавӑн пекех хӗрӳ те чарусӑр ҫын пулнӑ, унӑн пуриншӗн те чунӗ ыратнӑ, колхоза сиен кӳрекен ӗҫе курмасӑр иртме пултарайман, тирпейсӗрлӗхшӗн, хуҫасӑрлӑхшӑн, кахал-наян пулнишӗн кирек кама та пӑсӑрлантарса илнӗ, тӗрӗссине бригадира та, председателе те куҫранах калама хӑраса тӑман.
6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Халӗ ӑна каллех ашшӗне шел пулса кайрӗ, кирлӗ мар ҫӗртенех кӳреннишӗн, чунсӑртарах пулнишӗн вӑл хӑйне ӳпкелесе илчӗ.Ей уже опять было жаль его, и она укорила себя за ненужную обидчивость и черствость.
2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Атте вӗсене чӗнме кӑмӑллӑ пулнишӗн тав турӗ те, хуть мӗнле йывӑр пулсан та, тӑван ҫӗршывшӑнах ӗҫлессине пӗлтерчӗ.
Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html
Штабран тухсан, вӑл, ҫак тӗлпулу темле йӗрӗнчӗкрех сисӗм хӑварнине туйса илсе, малтан полковника унӑн сарлака янаххи ҫинчи суранӗпе ӗшенчӗк тӗсӗшӗн кӑна хисеплеме хатӗр пулнишӗн хӑйӗнчен хӑй тӑрӑхласа малалла утрӗ.
14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Солохӑна курма май пулнишӗн савӑннипе, ҫурӑмӗ те ытлах ыратман пек туйӑнчӗ ӑна, урамсенче ҫил-тӑман уланине пӑхмасӑрах шартлатакан сивве те туйми пулчӗ вӑл.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Унпа пӗрлех юлашки тӗл пулнишӗн савӑнни ҫумне юлашки ҫапӑҫура ҫӗнтернин савӑнӑҫӗсем пӗрлешрӗҫ, ҫавна пула та Юргин хӗвел ҫутинчи алмаз пекех ялкӑшрӗ…
XIX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Пӗрле ӗҫлеме лайӑх ҫынна тӗл пулнӑшӑн тата хӑйӗн ун пек ӗҫлес туртӑм пулнишӗн Сергей хӗпӗртет; унӑн опытне, хӑнӑхӑвӗсене ӗҫре вӗренсе пӗлес, ҫынсемпе Кондратьев пек калаҫма ҫеҫ мар тата ҫынсене вӑл епле итлеме пултарнӑ пек итлеме вӗренес килнӗ; кирек епле ыйтусене татса панӑ чухне те Кондратьев пек яланах лӑпкӑ пулма тата ун пекех ҫирӗппӗн шанса тӑма хӑнӑхас килнӗ.
XXVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Унта, бригадӑра ӗҫлесе, колхозницӑсемпе калаҫнӑ чухне те, бригадӑшӑн тӑрӑшса, пӗрмаях хыпса ҫуннинче те вӑл хӑйне хӑй лӑпкӑллӑх тупнӑ, хусах арӑм пулнишӗн хурланасси майӗпен пӗтсе пыра пуҫланӑ.
XXIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫакӑн пек кӗтмен ҫӗртен тӗл пулнишӗн хӗпӗртенипе, анчах ыйӑхран ҫаплах ниепле те хӑтӑлайманнипе Илья, ҫамкине пӗркелентерсе, аран-аран кулса илчӗ; Сергей Рощенскине ҫити илсе кайма ыйтсан, вӑл пуҫне килӗшӳллӗн сулса, аллипе хӑйпе юнашар ларма вырӑн кӑтартса пачӗ.
XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӗсем ача ытарайми илемлӗ пулнишӗн сахалтарах савӑнаҫҫӗ, ӑна тем пулса тӑрасран вара ытларах хӑраҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӗсене ача (ӑна вӗсем юратнӑ пулӗччӗҫ-ха) кирлӗ мар.
XVI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
— Ҫавӑн пек ирсӗр пурӑнса, эпӗ хама хам йӑла-йӗрке енчен пӑсӑлман ҫын тесе шутланӑ, ҫемье пурнӑҫӗ енчен илсен те тирпейле пурӑнатӑп тенӗ, мӗншӗн тесен урӑх хӗрарӑмсемпе хутшӑнман; хама эпӗ айӑпсӑр вырӑнне хунӑ, харкашусем пулнишӗн арӑм, унӑн кӑмӑлӗ айӑплӑ тенӗ.
XIV // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Ӗнер Соньӑпа тӗл пулнишӗн ӑна намӑс пек, аван мар пек туйӑннӑ, ҫав тӗлпулу ӑна кӳрентернӗ.Ему было и стыдно, и обидно, и как-то неловко за вчерашнюю встречу с Соней.
III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Пӗр-пӗрин ҫине пӑхса, пӗр-пӗринпе тӗл пулнишӗн савӑнса, ҫамрӑк тата чылай ҫула ҫитнӗ хӗрарӑмсен мӗн ҫинчен шутламалли сахал мар пулнӑ пулӗ!
XXII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Чӗри Марьянка унпа калаҫнӑ чухне яланхи пекех лӑпкӑ пулнишӗн юратрӗ.Больно ему было потому, что Марьянка все так же была спокойна, говоря с ним, как и всегда.
XXXIX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Эсӗ пӗлетӗн ӗнтӗ, эпӗ вӑл йывӑр пулни ҫинчен каламастӑп кунта, — сана та хӑвӑнни ҫӑмӑлах пулман, — ку вӑл туйӑм вӑйӗ мӗнле пулнинчен килет, кӗрешӳ йывӑр пулнишӗн те кулянмастӑп эпӗ, ку вӑл туйӑм вӑйлӑ пулнишӗн кулянни пулӗччӗ — ҫук! анчах мӗншӗн ҫак вӑя хирӗҫ манӑн санӑнни пекех ҫирӗп тӗрек пулман-ха?
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Савниҫӗм, ҫакӑн пек ӗҫ мана эпӗ питӗ мӑнкӑмӑллӑ пулнишӗн кирлӗ.Мой милый, мне надобно такое дело потому, что я очень горда.
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Хам тӗлӗкчен пулнишӗн мана никам та мӗн чухлӗ те пулин айӑплӑ тес ҫук, кӑна эпӗ пӗлетӗп.В том, что было до моего сна, никто не назовет меня сколько-нибудь виноватою, это я знаю.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Рахметов «тӗлӗнмелле тӗксӗм ҫын» мар, пачах урӑхла, мӗнле те пулин кӑмӑллӑ ӗҫ тунӑ май хӑйӗн тӗксӗм шухӑшӗсене, хӑйӗн хуйхине маннӑ чухне, вӑл шӳт те тӑвать, хаваслӑн та пакӑлтатать, анчах та мана кун пек сайра май килет ҫав, тет вӑл, сайра май килни питех те кӳренмелле ҫав, тет, тӗлӗнмелле тӗксӗм ҫын» пулнишӗн эпе хам та хавас мар ҫав, тет, анчах та условисем ҫавнашкал-ҫке-ха, ҫавӑнпа ырра ман пек хӗрӳллӗн юратакан ҫын, «тӗлӗнмелле тӗксӗм ҫын» пулмасӑр пултараймасть, тет, ҫакӑ мар пулсан, эпӗ, тен, кунӗпех шӳт тунӑ та ахӑлтатнӑ, юрланӑ та ташланӑ пулӑттӑм, тет.
XXXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эпӗ каҫ пустуях иртнишӗн ҫилленсе тухса кайрӑм, тата вӑл ытла та туйӑмсӑр пулнишӗн те кӳрентӗм: унта та хамӑр мӑнкӑмӑллӑх пур-ҫке-ха пирӗн.
XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах, Вера Павловна, аннӗр ухмах та усал хӗрарӑм пулнишӗн намӑс-и сире, кӳрентерет-и вӑл сире?Но вам, Вера Павловна, прискорбно и стыдно, что ваша мать дурная и злая женщина?
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.