Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илӗ (тĕпĕ: ил) more information about the word form can be found here.
Хӑвалӑх урлӑ та иртсе кайӗ, ҫутӑ Хӑва шывне те пӑхса илӗ, Хӑвалӑх ялӗн пӳрчӗсемпе уйӗсене те, ҫынсем икшер лашапа е ҫӑмӑл урапасемпе уя ӗҫлеме кайнине, уйран таврӑннине курӗ.

Пронесется над Лозищами, заглянет в светлую воду Лозовой речки, увидит лозищанские дома, и поле, и людей, которые едут в поле и с поля, как бог велел, в пароконных телегах и с драбинами.

VI // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.

Михха аслашшӗ вӗсене ҫапла каласа ӑнлантарнӑ: «Тирӗ чӗрӗ юнлӑ, тыткалама аван мар. Типӗтсе килӗ те, сӗрне виҫсе илӗ».

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эп Сашӑпа Шукурбека аса илтӗм, вӑл акӑ Геннадий Васильевича аса илӗ?

Вспомнил Сашу, Шукурбека, а она теперь вспомнит Геннадия Васильевича?

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ҫапӑҫура салтак пулсассӑн, Тухсассӑн сывӑ каялла, Вӑл илӗ парнесем хавассӑн Чи ырӑ, ҫепӗҫ чунпала.

Боец придет из схватки жаркой, Седой от пыли, непогод, И наши скромные подарки С любовью, с радостью возьмет.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Ку риф ӑҫтине ан манӑр, атту ӑна та часах шыв хупласа илӗ те, ун ҫине пырса тӑрӑнма пулӗ.

— Надо запомнить, где этот риф находится, чтобы не наткнуться, — вода, вероятно, сейчас покроет и его.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Пулма пултарать вӗт, вӗсене пушар сисмен чухне хупӑрласа илӗ те, вара вӗсен ниҫтан тухса тарма та пулмӗ?

— Может ведь случиться, что пожар застигнет их врасплох и отрежет пути к спасению?

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Хамӑрӑн ача ҫуккине пула эсӗ Павликпа ҫывӑхланса кайӑн та — Лисук мар, Павлик сана манран туртса илӗ тесе шикленеттӗм.

Я ведь больше боялась, что ты привяжешься к Павлику, поскольку своих-то детей у нас нет, и тогда не Лиза, а он, Павлик, отнимет тебя у меня.

Тӑваттӑмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив

Анчах пӗррре-пӗрре Лисук патне кайӑн та — Лисук ҫавраҫилӗ сана ҫавӑрттарса илӗ тесе шухӑшланӑ.

Но боялась, что в один из своих приходов Лиза налетит на тебя, как ураган, и закружит в своем вихре.

Тӑваттӑмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив

Халь кам мана качча илӗ ӗнтӗ?..

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Тепӗр хӗр ассӑн сывлама пӗлнипех ӑслӑ хӗр вырӑнӗнче шутланса тӑрать, анчах санӑн хӑйшӗн тӑма пултарӗ, мӗнле тӑрӗ те, хӑвна та алла ярса илӗ.

Иная барышня только оттого и слывет умною, что умно вздыхает; а твоя за себя постоит, да и так постоит, что и тебя в руки заберет.

XXVI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Пырӑр ун патне: вӑл сире савӑнсах кӗтсе илӗ.

Ступайте к ней: она вам будет очень рада.

XXII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Ҫапла майпа партизансемпе нимӗҫсем хушшинче шӑвӑнкаласа ҫӳресен, тен, вӑл хӑйӗн сехетне те кӗтсе илӗ.

Юля так между немцами и партизанами, глядишь — и проживет, дождется своего часа.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Ашшӗ чӑнах та чӑмӑрӗсене чӑмӑртӗ, вӑл вара, Степка, йӑл кулса илӗ те, аллисене ҫурӑм хыҫне тытса, ҫапла калӗ:

У отца, конечно, пальцы сразу — в кулаки, а он легонечко усмехнется, руки за спину заложит и скажет:

Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Ӗҫ ӑнӑҫмасан вӑл пурнӑҫне ҫухатма пултарать, ашшӗ ним те ҫухатмасть, ӗҫ ӑнӑҫсан, ашшӗ нимӗҫсенчен темӗн чухлӗ мул илет, Степка вара ашшӗ аллинчен — пӗр татӑк ҫитсӑ илӗ.

В случае неудачи он рискует расстаться с жизнью, отец ничем не рискует, а в случае удачи отец получит от немцев кучу добра, а он за ради Христа из отцовских рук — отрез материи.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Ҫыртса илӗ!

— Кусачий!

Ӑнланса илмелле мар тискер кайӑк // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 23–24 с.

Урнӑскер тӗлне пулсан ҫыртса та илӗ».

Они могут оказаться бешеными».

Хӑрушсӑрлӑх вӗрентӗвӗ // Николай Ишентей. Николай Ишентей. Ырӑ ӗҫсен команди. Дмитрий Суслин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 6 с.

Паллах, ҫав тутӑртан палласа илӗ мана тавҫӑруллӑ Ленукӑм!

Конечно, Ленка узнает меня по шарфику, она же умница!

Сӑвап // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 105–116 с.

— Сӑхса илӗ акӑ!

— Ужалит ещё в тесноте!

Хура ҫӗлен // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 109–118 с.

Вӑл кулса илӗ те: «Эпир ҫапӑҫӑпӑр-ха, Танечка!» — тейӗ.

А он улыбнется и скажет: «Мы еще повоюем, Танечка!»

2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Анчах кам илӗ ҫак ответлӑха хӑй ҫине?

Но кто возьмет на себя эту ответственность?

10 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed