Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫапла сывлӑх суннӑ хыҫҫӑн Викентий Краличе алӑ пачӗ, леш ун аллине нумайччен вӗҫертмесӗр хӗссе тытса тӑчӗ.И Викентий протянул Краличу руку, Кралич сжал ее и задержал в своей.
III. Мӑнастир // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Анчах вӑл хӑйне хӑй хирӗҫленӗ; хӑв тупнӑ тӗрӗслӗхе вара нумайччен хирӗҫлесе тӑраймастӑн, — вӑл хӑвӑн, тӑван тӗрӗслӗхӳ; унта нимле чее япала та курӑнмасть сана.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Паллах, япаласене пӑтраштаракан ҫыннӑн шухӑшӗсем мӗнле ҫирӗп пулсан та, тепӗр ҫынни, унтан нумайрах вӗренни, нумайрах пӗлекенни, ӗҫе лайӑхрах ӑнланаканни, ӑна ҫав япаласене пӑтраштарма пӑрахтарас тесе нумайччен тӑрӑшсан, лешин шухӑшне улӑштарать-улӑштаратех.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Мӗншӗн ҫав тери нумайччен асаплантартӑр эсир мана?
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эсир ун ҫине тимлӗн те нумайччен пӑхса лартӑр, хӑвӑра лӑпкӑ тытас пулсан, эсир ӑна пӑхмасӑр калама ҫеҫ мар, кашни саспаллине мӗнле ҫырни те сирӗн асра тӑрса юлнӑ пулӗччӗ.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кӑна эпир кайран ҫеҫ пӗлтӗмӗр, ун чухне вара эпир ҫакна куртӑмӑр: вӑл нумайччен ҫухалса пурӑнчӗ, унтан вара, — Кирсанов кабинетӗнче Ньютон Апокалипсисне мӗнле ӑнланмалла-ха тесе шухӑшласа лариччен икӗ ҫул маларах Петербурга таврӑнчӗ, — филологи факультетне вӗренме кӗчӗ, — малтан вӑл естествознани факультетӗнче пулнӑ, — ҫавна ҫеҫ пӗлтӗмӗр.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Паллах ӗнтӗ, хӑй итленипе итлеменнине Вера Павловна хӑй те пӗлмен; хуть те мӗнле пулсан та, итлесен итлемесен те, ӑна темскер илтӗнет, анчах унӑн хӑй мӗн илтнине ӑнланса илме вӑхӑт ҫук; ҫапах та илтӗнет-ҫке-ха, сӑмах ҫырупа пӗртте ҫыхӑнса тӑман темӗнле урӑх япала ҫинчен пырать, вара Вера Павловна майӗпен итлеме пуҫларӗ, мӗншӗн тесен ҫавӑн патнеллех туртать: нервисем ӑна ҫыру ҫинчен мар, мӗн те пулин урӑххи ҫинчен шухӑшлаттарасшӑн; вӑл нумайччен нимӗн те ӑнланаймарӗ, ҫапах та упӑшкин сивӗ те кӑмӑллӑн илтӗнекен сасси ӑна лӑплантарма пуҫларӗ, унтан вара вӑл ӑнланма та тытӑнчӗ.
XXVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑл, питне аллисемпе хупласа, вырӑн ҫине пыра-пыра выртрӗ, тепӗр 15 минутран тӑчӗ те пӳлӗм тӑрӑх утса ҫӳрерӗ, креслӑсем ҫине йӑванчӗ, каллех пӗрре вӑрӑмрах, тепре кӗскерех ярса пусса, талпӑнса утса ҫӳрерӗ, вырӑн ҫине пырса выртрӗ, каллех утса ҫӳрерӗ, темиҫе хутчен ҫыру сӗтелӗ патне пырса тӑчӗ те каллех чупса кайрӗ, юлашкинчен ларчӗ, темиҫе сӑмах ҫырса хучӗ, ҫырӑва ҫыпӑҫтарчӗ, унтан пӗр ҫур сехетрен ҫырӑва ярса тытрӗ, ҫурса тӑкса ҫунтарса ячӗ, нумайччен унталла-кунталла чупкаласа ҫӳрерӗ, ҫӗнӗрен ҫырчӗ те, васкавлӑн, ҫыпӑҫтарнӑ-ҫыпӑҫтарманах, адрес ҫырса вӑхӑта ирттермесӗр, ҫырӑва илсе, упӑшкин пӳлӗмне чупса кайрӗ, ӑна сӗтел ҫине пӑрахса, хӑйӗн пӳлӗмне ыткӑнчӗ, кресла ҫине ӳкрӗ, пит-куҫне аллисемпе хупласа, ним хусканмасӑр ларчӗ; ҫур сехет, тен, пӗр сехет иртрӗ пуль, акӑ, шӑнкӑртаттарни илтӗнчӗ — ку ӗнтӗ вӑл, Вера Павловна, ҫырӑва илсе, ҫурса тӑкас, ҫунтарса ярас тесе кабинета чупса кайрӗ, — ӑҫта-ха ҫыру?
XXVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вера нумайччен ӗсӗклесе макӑрчӗ, анчах майӗпен лӑпланса пычӗ.Вера долго не могла остановиться от судорожных рыданий, но постепенно успокоивалась.
XXIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кирсанов кӑшт шуралса кайрӗ те нумайччен уссине пӗтӗрчӗ.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах вӑл нумайччен пӗр япала ҫинченех шухӑшласа ларчӗ; япалине ӑнлантарса пама кирлӗ мар ӗнтӗ, анчах интереслӗ-ха вӑл; ӗҫе тӗплӗн тӗпчесе пӗлнӗ ӗнтӗ, анчах вӑл ӗҫ интереслӗ пулнипе ӑна чылайччен ҫывӑрса кайма памарӗ.
XXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Хальхинче кӗрешӳ йывӑртарах пулчӗ, анчах ун вырӑнне мӗн чухлӗ савӑнтарчӗ вӑл ӑна; ҫак савӑнӑҫ кӗрешӳпе пӗрле иртсе каймӗ, вӑл унӑн кӑкӑрне нумайччен, мӗн виличченех, ӑшӑтса тӑрӗ.
XX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Акӑ эпӗ ҫӑвӑнтӑм, халӗ ӗнтӗ кунта чей илсе кил; ҫук, ытала-ха мана унччен! — Вера Павловна упӑшкине нумайччен ыталаса ларать.
XX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Апат ҫинӗ хыҫҫӑн эпир Д-пе хамӑр мӗнле пурӑнасси ҫинчен нумайччен калаҫрӑмӑр.После обеда мы долго говорили с Д. о том, как мы будем жить.
XIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Халӗ вара час-час шухӑшлатӑп: кусем вӗсем ача-пӑча вӑййисем, эпӗ вӗсене нумайччен юратӑп, тен, карчӑк пулса вилес вӑхӑт иртсен те, эпӗ ҫамрӑксен ачалӑха аса илтерекен вӑййисене курса савӑнӑп.
XIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Акӑ ӗнтӗ Вера Павловна хӑйӗн ӗҫӗсене туса пӗтерчӗ, вӗсем иккӗшӗ чей ӗҫес вӑхӑт тӗлне киле таврӑнаҫҫӗ те чей ӗҫнӗ хыҫҫӑн виҫҫӗн нумайччен калаҫса лараҫҫӗ.
XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӗсем Кирсановпа нумайччен сывпуллашнӑ, анчах сывпуллашса уйрӑлма пултарайман: «ыран ӗҫлеме каятӑп», — анчах пӗр ыран хыҫҫӑн тепри иртнӗ: йӗнӗ те йӗнӗ вӗсем, пӗр-пӗринпе ыталашса ларнӑ, вара хӑй актриса, горничная ун патне мӗнле сӑлтавпа пынине пӗлнӗскер, ӑна илме хӑй пынӑ: вӑл горничнӑй мӗншӗн час пыманнине тавҫӑрса илнӗ те, ӑна хӑй патне илсе кайса, Кирсановпа татах пӗрле юлса сывлӑхне сиен тӑвассинчен хӑтарнӑ.
XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эпӗ пӗртте ӗненмерӗм, тата хытӑрах йӗме пуҫларӑм, вӑл манран мӑшкӑлласа кулать пуль терӗм: «йӗнине кура тӑркачах мӗскӗн хӗре кӳрентерме ҫылӑх сире»; вӑл шӳт тумасӑр калатӑп тесе ӗнентерме пуҫласан, эпӗ ӑна нумайччен ӗненмерӗм.
XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тата Вера Павловна шухӑш-кӑмӑлӗпе кӑна улшӑнса аталанман: хӗрарӑм илемӗ чӑн-чӑн илем пулсан, пирӗн патӑрта, ҫурҫӗрте, хӗрарӑм ҫулсеренех нумайччен чиперленсе пырать.
XII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑл Вера Павловнӑна нумайччен ӳкӗтлерӗ, анчах ним усси те пулмарӗ.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.