Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗрсене (тĕпĕ: ҫӗр) more information about the word form can be found here.
Пизарросемпе Магеллан тупса панӑ ҫӗрсене майлаштарса, ҫӗнӗ материкӗн контурне карта ҫине ӳкерме май килнӗ, ҫавӑншӑн Кивӗ Тӗнчен ученӑйӗсем вӗҫӗ-хӗррисӗр савӑнӑҫлӑ пулнӑ.

Открытия Пизарро и Магеллана позволили нанести на карту примерный контур нового материка, к великой радости учёных Старого Света.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

«Советский воин» хаҫатра кӗҫех службӑна вӗҫленӗ салтаксем ҫеремлӗ ҫӗрсене уҫма кайни ҫинчен калакан пӗчӗк заметка ҫапӑнса тухрӗ.

В газете «Советский воин» вскоре появилась короткая заметка о воинах, поехавших после демобилизации на освоение целинных и залежных земель.

5 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Ашшӗне ҫӗнӗ эртел членӗсен списокне района илсе кайма телей килнӗ, унпа пӗрлех ун колхоза чи лайӑх ҫӗрсене касса партарассишӗн тӑрӑшмалла пулнӑ.

Отцу выпало счастье везти в район список членов новой артели и похлопотать заодно о том, чтобы колхозу нарезали лучшие земли.

2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Патша влаҫӗ чухне ав помещиксемпе капиталистсем валли, ҫав улпутсемпе фабрикантсене пуйтарас тесе, сирӗн аллӑрсемпе ют ҫӗрсене тыта-тыта илнӗ.

А при царской власти для помещиков и капиталистов завоевывались вашими руками земли, чтобы обогатились на этом те же помещики и фабриканты.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӑхатӑн та — Дон тӑрӑхӗнчи ҫӗрсене хуп-хура ҫӑра пӗлӗт хупласа илсе унта чӗмсӗррӗн те хӑрушшӑн капланса тӑнӑн, вӑл кӗҫ-вӗҫех, тирек йывӑҫҫисене асар-писеррӗн ҫӗр ҫумне ава-ава хурса, типпӗн шартлатса ҫурӑлакан аслати сассипе кӗмсӗртетсе каяссӑн, унтан Дон леш айккинчи шурӑ вӑрмана шӑтӑр-шатӑр хуҫса-ватса пӗтерме, акшар сӑрчӗсем ҫинчен аҫа чулӗсене вӑркӑнтарма, вӗлерсе ярас пек хаяр аслати сассипе кисренме тытӑнассӑн туйӑнать.

И стало так, словно покрыла Обдонье туча густым, непросветно-черным крылом, распростерлась немо и страшно и вот-вот пригнет к земле тополя вихрем, полыхнет сухим, трескучим раскатом грома и пойдет крушить и корежить белый лес за Доном, осыпать с меловых отрогов дикий камень, реветь погибельными голосами грозы…

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Апла пулсан, кала-ха: большевиксем пирӗн ҫӗрсене туртса илес, казаксене чуралантарас тесе вӑрҫӑпа тапӑнса килсен, сан шутпа, мӗн тумалла пирӗн?

— Так что же, по-твоему, делать, если большевики будут идти на нас с целью захвата наших земель, с целью порабощения казаков?

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ӗлӗк тарӑхтарнисене лайӑх ас тутарӗҫ вара, ҫӗрсене мужиксене касса пама пуҫлӗҫ.

Тут старую злобу прикинут, а тут земли наши зачнут мужикам нарезать.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫӗнӗ ҫӗрсене ҫавӑрса илес тата унти халӑхсене, чуралӑхра асапланакан Польша халӑхӗпе ытти нацисене пусмӑрланӑ пек, пусмӑрлас тесе, патша правительстви миллионшар салтаксене вут айне тӑратрӗ.

Царское правительство поставило под огонь миллионы солдат для того, чтобы захватить новые земли и угнетать население этих земель так, как угнетаются порабощенные Польша и другие национальности.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Апла пулсан та, вӗсен тахҫан авал ҫак сӑрта ят паракансен, ун таврашӗнчи ҫӗрсене сухалакансен, тырпул пухса илекенсен, ун ҫывӑхӗнчи вӑрманта ҫырла пуҫтаракансен шӑмшаккисем хушшинче пурӑнмалла пулнӑ: дзотсемпе блиндажсен, ҫӳремелли канавсен стенисенчен тупӑк кӗтессисем, ҫӗрнӗ хӑмасем, сарӑ шӑмӑсемпе сарӑ пуҫ купташкисем курӑнкаласа тӑраҫҫӗ.

И все же им пришлось жить среди останков тех, кто когда-то дал название этому взгорью, пахал вокруг него землю, убирал хлеба, собирал в ближних лесах ягоды и пел песни: всюду из стен дзотов, блиндажей и ходов сообщения торчали углы гробов и гнилые доски, показывались желтые кости и черепа.

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Шухӑшлӑ ҫынна хӗллехи вӑрӑм ҫӗрсене ирттерме тата та йывӑртарах: ниҫта та пӗр хӑй ҫути курӑнмасть, йытӑсене ҫакса вӗлернӗ, автансене нимӗҫсем тытса кайнӑ, — пӗр чӗр-чун сасси те ҫук, ҫил-тӑман ҫеҫ пӗрре ҫилӗллӗн, тепре хурлӑхлӑн улать…

Особенно жутко было коротать в раздумье длинные ночи: нигде ни огонька, собаки повешены, петухи перебиты, — ни одного живого звука, только вой вьюги, то злобный, то жалобный…

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Ҫак япаласене тыткаласа пӑхрӑм та — хам каялла ҫаврӑнса пӑхнӑ пек, тӗрлӗрен инҫетри ҫӗрсене курнӑ пек туйӑнать…

— Я потрогал эти вещи — и мне кажется, что я оглянулся и увидел разные далекие места…

XXI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Кӗрхи вӑрӑм ҫӗрсене ирттерме те хӑрушӑ: пӗрмаях такам хапхаран шакканӑ пек туйӑнать, такӑшӗ килхушшинче уткалать пек, кӗлете пырса кӗнӗ пек, ҫенӗкре те шакӑртатнӑ пек туйӑнать…

Страшно было коротать длинную осеннюю ночь: все казалось, что кто-то стучит в ворота, бродит по двору, лезет в хлев, скребется в сени…

XXII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Атӑл леш енчи тӳрем ҫӗрсене каса-каса пӗчӗк татӑксем туса панӑ, ҫав татӑксем ҫынсене пурӑнма кансӗрленине курнӑ.

Нарезал равнинные земли на той стороне Волги, делая маленькие кусочки, видел, что эти кусочки мешают людям жить.

XVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вӑл эпир тар юхтарса ӗҫленӗ ҫӗрсене туртса илме, хамӑр вӑйпа ӗҫлесе тунӑ тырпула тата нефте туртса илме тӗллев лартать.

Он ставит цель отнять земли, на которых мы проливали пот, отнять нашими силами созданные урожай и нефть.

XV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫапла вӗсем, пӗр вӗҫӗмсӗр тенӗ пек, пӗр вӑрмантан тепри патнелле утрӗҫ: Ржев тӑрӑхӗнчи ҫӗрсене вӑрмансем, тӗрӗ тӗрленӗ пек, чаплӑн, ҫӑран тӗрлесе, эрешлесе пӗтернӗ.

Так и лежал их путь от леска до леска: богато, густо расшиты причудливым лесным узором ржевские земли.

XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вӑл Рима хирӗҫ вӑрҫнӑ, ют ҫӗрсене турта-турта илнӗ.

Он вел войны с Римом, завоевывал земли…

Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Паянхи кунчченех-ха казаксем хушшинче ак ҫакӑн пек сӑмах ҫӳрет: Хаяр Иван ӗмпӳ Терек ҫине килнӗ имӗш, Гребньӑран хӑй патне стариксене чӗнтерсе, вӗсене юханшыв ку енчи ҫӗрсене парнеленӗ, тет, туслӑ пурӑнма ӳкӗтленӗ тата хӑйне пӗтӗмпе пӑхӑнса тӑма та, тӗнне улӑштарма та ирӗксӗрлемӗп, тесе сӑмах панӑ пулать.

Предание, еще до сих пор свежее между казаками, говорит, что царь Иван Грозный приезжал на Терек, вызывал с Гребня к своему лицу стариков, дарил им землю по сю сторону реки, увещевал жить в дружбе и обещал не принуждать их ни к подданству, ни к перемене веры.

IV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Ҫак пушӑ ҫӗрсене куҫ хывнӑ пулнӑ ӗнтӗ пысӑк тавра курӑмлӑ ял пуянӗ Ҫирга Папай.

Help to translate

Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗ пуҫланса кайни // Ф.М.БАЙДУГАНОВ, Н.П.МУСТАЕВ. «Елчӗк Ен», 2014.06.14

Эпӗ тинӗс леш енчи ҫӗрсене кайса курма ӗмӗтленнине пӗлсен, капитан мана хӑйпе пӗрле пыма сӗнчӗ.

Узнав, что я желаю увидеть заморские страны, предложил мне пуститься в плавание на его корабле.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ют ҫӗрсене туртса илес е ытти нацисене пӑхӑнтарас шутпа пыракан кирек хӑш вӑрҫӑ та… киревсӗр вӑрҫӑ, этемлӗхе хирӗҫ пыракан вӑрҫӑ».

Help to translate

«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed