Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ромашовпа хайхи ачасем ҫав вӑхӑтра площадкӑсенче майсӑр ҫаврӑнса та стенасене перӗнкелесе тупӑк ҫӗклесе тухрӗҫ, картишӗнчи ҫунашка ҫине хучӗҫ.Ромашов с мальчиками снесли гроб и поставили его во дворе на салазки.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл шутра пирӗн районти Первомайскинчи вӑтам шкул «Пирӗн картишӗнчи команда» («Команда нашего двора») проекта тӑратса Тимченко фондӗнчен 1 миллион та 246 пин тенкӗ илме тивӗҫнӗ.
Первомайскисен те чаплӑ хоккей коробки пулӗ // Авангард. «Авангард», 2019.06.07
…Вӗренӳ заведенийӗн картишӗнчи халӑх йышӗ Ленин мавзолейӗ умӗнчи вӗҫӗ-хӗррисӗр черете аса илтерет.
Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8
Паян та ялшӑн, картишӗнчи выльӑх-чӗрлӗхшӗн тунсӑхлать Андрей.
Ял пурнӑҫне кӑмӑллакан Типшӗм Андрей // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№
Колхозра бригадирта ӗҫлекен Кӗркури пуринчен малтан вӑранса картишӗнчи выльӑх-чӗрлӗхе кӗтӗве хӑваларӗ.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
— Республика больницин картишӗнчи ҫуртра пурӑнаттӑмӑр.
Несӗлсенчен чунпа, юнпа куҫнӑ туртӑм // Хыпар. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№
Тӗрӗссипе, выльӑх усракан кашни ҫыннӑн ҫумӑр ҫунӑ чухне картишӗнчи тислӗкӗ урамалла юхать.По-правде, у всех, кто держит скотину, во время дождя навоз со двора вытекает на улицу.
«Элек саракансемех пулӑшу ыйтма килеҫҫӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №
Карти-хапхи путлех мар та, кил картишӗнчи тирпейсӗрлӗх, унта тислӗк пӳрт алӑкӗ таранчченех ҫӑрӑлни витӗрех курӑнчӗ.
«Элек саракансемех пулӑшу ыйтма килеҫҫӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №
7. Тулашӗнчи картишӗ енчен пӑхсан, пӳлӗмсен мал енӗ тулаш стена пулать, вӑл аллӑ чике тӑршшӗ, 8. мӗншӗн тесессӗн тулаш картишӗнчи пӳлӗмсен тӑршшӗ те аллӑ чике ҫеҫ, Турӑ Ҫурчӗ умӗнче вара — ҫӗр чике.
Иез 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Шалти картишӗн ҫирӗм чикине хирӗҫ, тулаш картишӗнчи ҫӳллӗ вырӑна хирӗҫ — галерейӑсем, вӗсем виҫӗ хутӗнче те пӗр пек вырӑнаҫнӑ.
Иез 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Шалти хапхасен тулашӗнче — юрӑҫӑсен пӳлӗмӗсем; пӗри, шалти картишӗнчи, ҫурҫӗр хапхин айккинчи, кӑнтӑралла пӑхать; тепӗри, кӑнтӑр хапхин айккинчи, ҫурҫӗр еннелле пӑхать.
Иез 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вара Иеремийӑна ярса тытнӑ та патша ывӑлӗн Малхийӑн хурал картишӗнчи шыв тытмалли шӑтӑка янӑ, Иеремийӑна унта вӗрен вӗҫҫӗн антарнӑ; ҫав шӑтӑкра шыв пулман, пылчӑк анчах пулнӑ, Иеремия пылчӑк ӑшне путсах ларнӑ.
Иер 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫурт ҫине Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗпе вут-ҫулӑм аннине курсассӑн, картишӗнчи пӗтӗм халӑх ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ, Ҫӳлхуҫана аслӑланӑ: «Вӑл ырӑ, Унӑн ырӑлӑхӗ — ӗмӗрлӗхе».
2 Ҫулс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑхӑт иртнӗҫемӗн чылай картишӗнчи ҫулсем юрӑхсӑра тухрӗҫ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945