Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тулашри картишӗнчи ҫуртсен ҫӳлӗшӗ тепӗр енчен пилӗк футран кая марччӗ, ҫурчӗсен стенисене вартанӑ чулсенчен тӑват дюйм хулӑнӑш купаласа тӗреклӗ тунӑ пулин те, вӗсене чылай пысӑк сиенех тӑвасран хӑраса, вӗсем урлӑ ура ярса пусаймарӑм.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Староста канава кӗрсе выртнӑ, тет, арӑмӗ хапха айне хӗсӗнсе ларнӑ, тет те, вӑл хаяррӑн кӑшкӑрнӑран, хӑйсен картишӗнчи йытти сехри хӑпнипе сӑнчӑрне татса, ҫатан урлӑ килтен вӑрмана тухса тарчӗ, тет.
Бежин ҫаранӗ // Ярукка Сантри. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 71–91 с.
Урамӗ вара картишӗнчи лупасайӗ пек.Эта улица чрезвычайно походила на вывороченную внутренность заднего двора.
XI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Людмила Ильинична хӑйӗн кабинетӗнче тӑрать, шкул картишӗнчи пӗтӗм вӗркӗшӳ, пӗтӗм хӗвӗшӳ ӑна кунтан йӑлтах курӑнать.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Шкул картишӗнчи шӑв-шав, уйрӑмах паянхи, экзамен умӗнчи, хӗвӗшӳ, Людмила Ильиничнӑшӑн ҫӗнӗ, хальччен курман япала мар.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Анна Николаевна картишӗнчи беседка «кӑмпи» айӗнчи калаҫусене юратать.
Иккӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Кулӑ мар вӗт кайран картишӗнчи мӗнпур хӗрачасем кӗвӗҫме пултараҫҫӗ!Шутка ли сказать — потом все девчонки на дворе будут завидовать!
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.
Пурӑнасса вӑл — хӑйӗн аппӑшӗ патӗнче, картишӗнчи флигельте пурӑнать.
XIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫак хушӑра картишӗнчи икӗ ял ҫыннисем те пӗр сӑмах тупрӗҫ, шакӑлтатса калаҫма пуҫларӗҫ.
XI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Сяо Сян хресченсен союзне таврӑннӑ ҫӗре помещик картишӗнчи тӗп ҫурта халӑх лӑках тулнӑ.
IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Хӗрарӑмсен союзӗ пысӑк картишӗнчи тӗп ҫуртӑн хӗвелтухӑҫ пайне вырнаҫнӑ, «Хресченсен союзӗ» тесе ҫырнӑ хӑма татӑкӗпе юнашар «Хӗрарӑмсен союзӗ» текен тепӗр хӑма ҫакӑнса тӑма пуҫланӑ.
I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ҫавӑнпа вӑл хӑй килне килсе ҫӳремен, пысӑк картишӗнчи тӗп ҫуртрах пурӑннӑ.
I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Пурӑнасса вӑл пысӑк картишӗнчи сарайра пурӑннӑ, ниҫта тухма та пултарайман.Живет он в сарае на большом дворе и не смеет никуда отлучаться.
XVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ҫумӑрлӑ кунсенче, ҫынсем пушӑ вӑхӑтра, Ли Чжень-цзян картишӗнчи пӗчӗк пӳрте туллиех халӑх пухӑнать.
X // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Пурте шӑпланасса кӗтмелле, ытарайми каҫсенче картишӗнчи хурал картиш тепӗр енне каясса ҫеҫ кӗтмелле; унтан ватӑ мӑйӑр йывӑҫҫисен хушшипе машинӑн ӑшӑ ҫитти айне шӑппӑн кӑна кӗрсе каймалла, яп-яка хура ӳт евӗрлӗ борт ҫумне лӑпчӑнса ирчченех ҫывӑрмалла.
Этемпе машина // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Эпӗ хамӑн ӗҫсене тӑваттӑм, ҫапах та пухӑва хуралласси ҫинчен пӗр минутлӑха та манмастӑп, вӑхӑтран вӑхӑта чӳречерен пырса пӑхатӑп, картишӗнчи шӑв-шава итлетӗп.
Пароль «Якорь» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Маруся пурӑнакан ҫурт картишӗнчи пӗчӗкҫӗ сквера.
Ҫуркунне ҫитрӗ, пӗрремӗш класра вӗренекен хӗрачасемшӗн вӑл савӑнӑҫ илсе килчӗ // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.
Антон Прокофьевич хытӑ кӑшкӑрма тытӑнчӗ (унтан хытӑ кӑшкӑрма урӑх никам та пултараймастчӗ ӗнтӗ), вара ун патне, леш, эпир пӗлекен арӑмпа виҫесӗр вӑрӑм та шалпар сюртуклӑ ача ҫеҫ те мар, Иван Иванович картишӗнчи ачасем пурте вирхӗнсе чупса ҫитрӗҫ.
VI сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Кӳршӗсем те, пирӗн картишӗнчи тарҫӑ-тӗрҫӗ тавраш та, — пуринчен ытла тата ман хуҫасем, — пурте Королева Марго ҫинчен, закройщик арӑмӗ ҫинчен калаҫнӑ пекех, ҫав тери лайӑх мар, усаллӑн калаҫатчӗҫ: анчах пӑртак сыхланарах, сассисене чакарса та ҫавӑрӑна-ҫавӑрӑна пӑхкаласа калаҫатчӗҫ.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Людмила ман пата каялла килчӗ, хӑй туйипе картишӗнчи хӑйӑр ӑшнелле тарӑн тӑрӑнтара-тӑрӑнтара утса пычӗ.Людмила воротилась ко мне, глубоко всаживая свой костыль в песок двора.
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.