Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

еплерех (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Еплерех тата пӗрремӗш класра вӗреннӗ чух кукӑль касӑкне ҫапса ӳкертӗн ман алӑран…

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Красноярск крайӗн Правительствин общество ҫыхӑнӑвӗсен управленийӗн начальникӗн ҫумӗ Рашит Рафиков делегатсене Красноярск крайӗнче халӑхсен пӗрлӗхне еплерех ҫирӗплетни ҫинчен каласа панӑ.

Help to translate

Мартӑн 11-мӗшӗнче Красноярск крайӗнчи чӑвашсен Конференцийӗ иртнӗ // Сувар. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... encii-irtn

Автономи 2022 ҫулта еплерех ӗҫлени пирки тата 2023 ҫулхи плансем ҫинчен автономин улшӑнми президенчӗ Геннадий Храмов доклад тунӑ.

Help to translate

Мартӑн 11-мӗшӗнче Красноярск крайӗнчи чӑвашсен Конференцийӗ иртнӗ // Сувар. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... encii-irtn

— Пур ҫӗре те ӗлкӗрет сирӗн кӗрӳ, Владимир Сергеевич, пӑхӑр-ха, еплерех хитрен утса пырать вӑл ҫамрӑк хӗрпе, — ихӗлтетсе кулчӗ Мокин.

Help to translate

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

«Юратаҫҫех пулас ҫав ӑна рабочисем, кур-ха еплерех пӑхаҫҫӗ ун ҫине. Хӗрсем кӑна мар, арҫын ачисем те кӑмӑллаҫҫӗ курӑнать. Вӑт шельма ачи, ик-виҫӗ уйӑх хушшинчех хӑй майлӑ ҫавӑрчӗ ҫамрӑксене», — те ҫилленсе, те ӑмсанса пӑхса юлчӗ ун хыҫҫӑн Владимир Сергеевич.

Help to translate

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Ой, хӗрсем, пӑхӑр-ха, еплерех лайӑх пӑра хӑйраса пачӗ мастер, хурҫӑ тимӗрӗ мар, ҫӗрӗк йывӑҫа каснӑ пек, — ҫавӑнтах савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрса ячӗ Люба, пуҫӗпе каялла ҫаврӑнса пӑхса.

Help to translate

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Куҫунтан пӑхса тепре каласчӗ Еплерех савни ҫинчен сана!

Help to translate

Шурӑ акӑш манӑн пулаясчӗ // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 91 с.

«Юратаҫҫӗ вӗсем пӗр-пӗрне, юратаҫҫӗ. Вӑн еплерех пӗр-пӗрин ҫине пӑхса кулаҫҫӗ. Эх, Лена, Лена», — асаплӑн шутларӗ каччӑ.

Help to translate

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ой, Тамара, пӑх-ха, еплерех чупаҫҫӗ вӗсем.

Help to translate

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Сывлӑхӗ еплерех унӑн? — хӑвӑртрах пӗлесшӗн ҫунчӗ кинемей.

Help to translate

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вӗренӳ еплерех пырать?

Help to translate

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Республика Пуҫлӑхӗ вӗсен укҫа-тенкӗ ҫаврӑнӑшӗпе, ҫуракине еплерех хатӗрленнипе кӑсӑкланчӗ.

Help to translate

Ҫӗрпӳсен йывӑр лавӗ малаллах кайтӑр // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 3 с.

Санпа тӗл пуличчен ачасене еплерех вӗрентмеллине пӗлейместӗмччӗ эпӗ…»

Help to translate

Вӗрентекен — пӗлӳ хуҫи, телей тӗнчин чӑн-чӑн уҫҫи… // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b2e%d1% ... 3cc%d0%b8/

Унччен вӑл ҫав хайлавпа ӳкернӗ фильма пӑхнӑ-ха, анчах ватӑ ҫын унпах ҫырлахман — автор еплерех ҫырнине хаклас тенӗ.

Раньше она просмотрела фильм по данному произведению, но пожилая женщина не ограничился этим, она захотела оценить, что же на самом деле написал автор.

Шупашкарти ватӑсем кино пӑхнипех ҫырлахмаҫҫӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34232.html

Атӑлҫи тӑрӑхӗнче пурӑннӑ тӗрлӗ халӑхӑн хресчен пурнӑҫӗ еплерех пулнине ҫутатса панӑ.

Освещена крестьянская жизнь разных народов Поволжья.

Авалхи ял пурнӑҫӗпе паллаштаракан кӗнеке пичетленсе тухнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34137.html

Еплерех ҫивӗч ман шӑлсем, кун каҫа эпӗ миҫе лӑпӑ ешӗл курӑк ҫиместӗп пулӗ, — мухтанчӗ пӑру, — хур чӗппи ҫине мӑнаҫлӑн пӑхса, — эсӗ эрнере те ун чухлӗ курӑк ҫиес ҫук.

Help to translate

Ҫӑтӑ пыр // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 70–72 с.

Анчах, хӑвах куратӑн, вӑхӑчӗ еплерех

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

— Акӑ вӗсем, кур-ха еплерех, шывра ишекен ҫӗленсем евӗр пуҫӗсене ҫӗклеҫҫӗ.

Help to translate

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Акӑ еплерех уяв шухӑшласа кӑларнӑ вӑл.

Help to translate

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Оля ҫак ҫамрӑксем ҫинчен кашнин ҫинченех аса илсе каласа парать: «Ох, пӗлесчӗ эсӗ, еплерех алла чӑмӑртатчӗ ҫак Валерий», «Павел ҫав тери хитреччӗ, куҫӗсем ҫунса тӑратчӗҫ…»

Help to translate

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed