Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

еплерех (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Мерчен Мишши автовокзалта еплерех ахӑлтатса кулнине аса илсен хӑйне тем хӗснӗ пек, тем тӑвӑрлатнӑ пек туйнӑран Таранов шурӑ пӑнчӑллӑ хӗрлӗ галстукне канӑҫсӑррӑн тӳрлеткелерӗ, хӑмӑр плащ тӳмине хыпалансах вӗҫертрӗ, чӗри темле йӗркесӗртерех тапма пуҫланине сиссе пуҫне чӳрече еннелле чалӑштарчӗ, уҫӑ сывлӑша кӑкӑр туллин сывлама тӑрӑшрӗ.

Help to translate

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Арӑмӗ чупа пуҫланӑ ун, вӑт еплерех хуйхӑ, — йӑл-йӑл кулкаларӗ Мерчен Мишши.

Help to translate

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Акӑ еплерех пулмалла хальхи вӑхӑтра чӑн-чӑн ҫыннӑн, — тесе хайхискер яшт! тӳрленчӗ, хырӑмне ҫурӑмӗ ҫумнерех тартса кӑкӑрне каҫӑртрӗ:

Help to translate

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫуркунне уйра хӗрсе суха тумалла, вӗсене вара тепӗр чух килне ҫитсе ыйхӑран вӑратма тивет, ав еплерех «сознательнӑй» вӗсем.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тата акӑ еплерех инкек пур: хӑйне кирлӗ эмеле хулари темиҫе аптекӑна ҫитсе те туянаймарӗ.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӑш-пӗр вырӑнсем хӑйне ҫав тери килӗшрӗҫ те, хутран-ситрен: «Ай, маттур-ҫке эс, Микихвер, ай, маттур-ҫке — пӑх-халӗ, еплерех ҫырма пултаратӑн!» — тесе йӑл-йӑл кулкаласа илчӗ.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче Ленинград хули еплерех шар курни ҫинчен историн нумай страници каласа кӑтартать.

Help to translate

Ладога кӳлли урлӑ хывнӑ Пурнӑҫ ҫулӗ вӗсене Ишеке илсе ҫитернӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 14 с.

Депутат «Единая Россия» партин Халӑх программи еплерех пурнӑҫланни ҫинчен тӗплӗн каласа пачӗ.

Help to translate

Алла Салаева: Раҫҫей вӑйӗ - регионсенче! // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/alla-salaeva-racc ... nche!.html

«Чӑваш Енри шкулсем еплерех улшӑннине курса тӑратпӑр.

Help to translate

Алла Салаева: Раҫҫей вӑйӗ - регионсенче! // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/alla-salaeva-racc ... nche!.html

Ҫурхи ӗҫсене Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче еплерех ирттернипе Раҫҫей Федерацийӗн сенаторӗ Николай Владимиров та паллашрӗ.

Help to translate

Ҫурхи ӗҫсене кӗске вӑхӑтра пурнӑҫлама тивӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60623

Хӗрарӑм малтанах ахаль кӑна калаҫу пуҫласа янӑ — мӗнле пурӑнатӑр, сывлӑхӑрсем еплерех, унта-кунта тухса ҫӳретӗр-и…

Help to translate

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

— Пӑх-халӗ, еплерех ҫавӑрттарса хучӗ ку! — сӑн-питне тӗксӗмлетрӗ Васса-Васяна.

Help to translate

16 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хӑйӗн ача чухнехи юлташӗпе Шарпашра еплерех тӗл пулни ҫинчен аса илсенех Герасим Федотович вӗчӗрхенме, тарӑхма пуҫлать.

Help to translate

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Апла пулин те, паян еплерех хаяррӑн ҫавӑрттарса хучӗ вӑл: «Ун вырӑнӗнче пулсан эп хам та ҫавнашкалах тунӑ пулӑттӑм!»

Help to translate

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Куратӑр-и, пирӗн атте еплерех сазан пул! — вӑрттӑн кулса пӑшӑлтатрӗ Тамара транзистора пӑркаланӑ май.

Help to translate

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Куратӑп еплерех савӑннине! — эрех ӗҫнӗ арҫын ҫине хӗрхенерех тинкерчӗ Марина.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Пирӗн ял ҫывӑхӗнче еплерех ҫырма-ҫатраччӗ!

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Амӑшӗ еплерех вилнине асра тытнӑ ӗнтӗ Мамарланов.

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Кайӑксем еплерех илемлӗн ярӑнса вӗҫеҫҫӗ те, унӑн вара ҫӗр ҫинче малашне мӗн виличченех ӑман пек шӑвӑнмалла.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Кӑнтӑрлахи апата кайма хатӗрленнӗччӗ кӑна, пӳлӗме Паланов васкамасӑр пырса кӗчӗ те ман алла акӑ еплерех ҫыру тыттарчӗ:

Help to translate

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed