Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

амӑшӗсем (тĕпĕ: амӑш) more information about the word form can be found here.
Сирӗн яланах арӑмӑрсем айӑплӑ, — терӗ сарӑ сӑнлӑ хитре хӗрарӑм, амӑшӗсем патӗнчен таврӑнсан…

Всё у вас жены виноваты, — сказала возвратившаяся от родных дама лет семнадцати, хорошенькая и бойкая блондинка.

XXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Сан шутупа, ятлӑ ҫынсен ачисем темскерле хӗрсене качча илни, амӑшӗсем ҫавӑнпа килӗшни те йӗрке пулать-и?

Быть может, по-твоему, также принято: сыновьям хороших фамилий жениться бог знает на ком, а матерям соглашаться на это?

VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Амӑшӗсем ачисене епле юратнине пӗлетӗн эсӗ.

Ты не знаешь, каковы дети милы матерям.

I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Вӗсен амӑшӗсем ҫав вӑхӑтра ӗҫлеҫҫӗ, хӑйсен ачисемшӗн чун ыратмасть вӗсен.

А мамаши их тем временем работают и о своей детворе не болеют душой.

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пӗчӗкренех вӑл ҫынсен пахчисенчен хӑяр, редиска, садсенчен — чие ҫырлипе панулми вӑрлама вӗреннӗ, хирти пахчасенчен миххи-миххипе арбуз йӑтнӑ, ҫитӗнсе ҫитсен хӑй ҫинчен ытла та ырӑ мар чап сарнӑ, Гремячири ҫитӗннӗ хӗр амӑшӗсем пӗри те Дымок ҫине, унӑн пысӑках мар хурчӑканни пек тӑпӑл-тӑпӑл кӗлетки ҫине кӑмӑлпа пӑхма пултарайман.

Сызмальства он воровал на чужих огородах огурцы и редиску, в садах — вишню и яблоки, с бахчей мешками носил арбузы, а по возмужании пристрастился портить хуторских девок и на этом поприще стяжал себе столь худую и громкую славу, что ни одна гремяченская мамаша, имевшая взрослую дочь, не могла равнодушно глядеть на Дымка, на его небольшую, но складную, как у ястребка, фигуру.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ача амӑшӗсем!

Мамаши!

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пӑрусем, амӑшӗсем патне яма тилмӗрсе, мӗкӗрешме тытӑнаҫҫӗ, пӗр ҫӗре пӗрлештернӗ автансем каҫӑхса кайсах авӑтаҫҫӗ, хутор ҫийӗн тӑкӑскӑ-йӳҫек шӑршӑллӑ кизяк тӗтӗмӗ явӑнса ҫӗкленет.

Замычат телята, требуя доступа к матерям, яростней вскличутся обобществленные кочета, потянет над хутором терпко-горьким кизячным дымком.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ыйхӑлӑ хӗрарӑмсем, вӗсене ҫӗрле иле-иле тухса, амӑшӗсем патне яраҫҫӗ те, унтан, каллех кӗпе аркисемпе чӗркесе, сӗрӗмлӗ ӑшӑ пӳртсене йӑтса кӗреҫҫӗ, вара качака путеккисенчен, вӗсен кӑтрашка ҫӑмӗнчен ҫав тери чечен те тап-таса сивӗ сывлӑш шӑрши, тӗрлӗрен тӗслӗ курӑклӑ утӑ шӑрши, качака сӗчӗн тутлӑ шӑрши кӗрет.

Сонные бабы по ночам выносят их к матерям, а потом опять несут в подолах в угарное тепло куреней, и от козлят, от курчавой их шерсти первозданно, нежнейше пахнет морозным воздухом, разнотравьем сена, сладким козьим молоком.

14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Амӑшӗсем те, ҫынсем те пӑтраштарса пӗтерӗҫ.

Их и матеря будут путать, и люди.

10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ун туррин бронзӑллӑ варӗнче ҫичӗ уйрӑм пулнӑ: пӗри ҫӑнӑх валли, тепри кӑвакарчӑнсемшӗн, виҫҫӗмӗш сурӑхсемшӗн, тӑваттӑмӗш такасем валли, пиллӗкмӗш пӑрусемшӗн, улттӑмӗш вӑкӑрсемшӗн, ҫиччӗмӗш вара, амӑшӗсем илсе килсе паракан чӗре ачасем валли уйӑрнӑскер, патша чарнине пула тахҫантанпах пушӑ тӑнӑ.

В бронзовом чреве его бога было семь отделений: одно для муки, другое для голубей, третье для овец, четвертое для баранов, пятое для телят, шестое для быков, седьмое же, предназначенное для живых младенцев, приносимых их матерями, давно пустовало по запрещению царя.

V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Кун пирки амӑшӗсем айӑплӑ пулас, вӗсем ҫуратнӑ чухне мӗн тума кирлине пурне те тумаҫҫӗ пулмалла…

Должно быть, тут виноваты матери, они что-нибудь делают не так, когда родят.

«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.

Куракансем хушшинче хӗрарӑмсем пур; вӗсенчен хӑшӗсем ача амӑшӗсем пулас.

Среди зрителей есть женщины, вероятно, некоторые из них — матери.

Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.

Амӑшӗсем вара, пурте тенӗ пекех, хӑйсен ачисене ҫӗнӗрен шкула яма килӗшнӗ.

Почти все матери согласились, что детям нужно вновь садиться за парты.

31-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӑхса ҫеҫ тӑр, мӗнле хӗп-хӗрлӗ питлӗ самӑркка ачасене йӑтса е ертсе ҫӳреҫҫӗ унта ача амӑшӗсем.

Стоит только взглянуть, каких розовых и увесистых купидонов носят и водят за собой тамошние матери.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Анчах ретсем тахҫанах арпашнӑччӗ, ывӑнса сӑнран кайнӑ амӑшӗсем те тахҫанах хӑйсен ачисем патӗнче тӑратчӗҫ.

Но ряды давно сбились, и матери, усталые, подурневшие, давно уже стояли подле своих детей.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Амӑшӗсем, учительсем, вожатӑйсем — вӗсен паттӑрлӑхӗ ҫак вӑрҫӑра тем аслӑш.

Матери, учителя, вожатые — их подвиг в войне велик.

30 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Йӗри-тавра ҫавӑрса илнӗ Мадридран ачасене ӑсатаҫҫӗ, автобуссем хыҫҫӑн амӑшӗсем йӗрсе чупаҫҫӗ, ачисем аллисене сулаҫҫӗ, чӑнах-и вара ку?

Из осаждённого Мадрида увозят детей, и матери плачут и бегут за автобусами, а дети машут, машут… Да правда ли это?

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах амӑшӗсем вӗсен салхуллӑ, хуйӑхлӑ, — перрон ҫинче тӑраҫҫӗ, вӑрттӑн тутӑр вӗҫӗпе куҫӗсене шӑлаҫҫӗ.

Только матери на перроне стояли очень грустные и украдкой вытирали концами шалей и платков глаза.

10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Эпӗ ӑна каламастӑп та, хӑш чухне пулкалать-ҫке, хӑвӑрах пӗлетӗр…— терӗ вӑл, чеереххӗн кулкаласа, — ырӑ ҫыннӑн авланмаллах пулать, тата хӑшӗсен амӑшӗсем те хӑйсен хӗрӗсене чармаҫҫӗ…

— Я этого не говорю… но вы знаете, есть случаи… — прибавил он, хитро улыбаясь, — в которых благородный человек обязан жениться, и есть маменьки, которые по крайней мере не предупреждают этих случаев…

Июнӗн 7-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ҫаплах шухӑшлаҫҫӗ те амӑшӗсем.

Вот логика матерей!

Майӑн 21-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed