Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫулран (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
«Пирӗн никама та ҫулран пӑрӑнса кайма памалла мар», — тет Михаил Васильевич.

Help to translate

VII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Вӗсем, аслӑ ҫулран пӑрӑнса, вӑрмана кӗчӗҫ.

Help to translate

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Акӑ автобус аслӑ ҫулран пӑрӑнчӗ те, хӑвӑртлӑхне чылаях чакарса, малтан виҫӗ-тӑватӑ чӳречеллӗ капӑр пӳртсем, унтан икӗ хутлӑ пӗр пек кутамас, илемсӗр чул ҫуртсем ларса тухнӑ урампа кӗмсӗртетрӗ.

Help to translate

XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Урапа ҫулран пӑрӑнчӗ.

Help to translate

V // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Акӑ вӑл, ман умрах, аслӑ ҫулран пӑрӑнса, вунпилӗк-ҫирӗм утӑм ҫеҫ тумалла.

Help to translate

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Унӑн чапӗ ҫулран ҫул ӳссе пырать.

Help to translate

Тӑван ҫӗршыв ҫемьерен пуҫланать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-06- ... at-3804939

Хуҫалӑхра рационаллӑ вӑрлӑх ӗрчетессипе усӑ курнӑшӑн ял хуҫалӑх культурисене туса илесси ҫулран ҫул ӳссе пынӑ.

За счет использования рационального семеноводства в хозяйстве из года в год повышалась урожайность сельскохозяйственных культур.

Васильева Евлалия Ивановна // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%92%D0%B0%D ... 0%BD%D0%B0

ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ — ЧР ял хуҫалӑхӗн министрӗ Сергей Артамонов ҫӗр ӗҫӗн культури ҫулран ҫул ӳссе пынине, фермерсен хушшинче конкуренци ӳссе пынине палартрӗ.

Help to translate

«Ҫӗр ӗҫӗн культури ӳссе пырать» // Роза ВЛАСОВА. https://zivil.cap.ru/news/2021/07/15/r-n ... sse-piratj

Вӑл ҫулран пӑрӑнса кювета чӑмнӑ.

Она съехала с дороги и вылетела в кювет.

Апат-ҫимӗҫ турттаракан Газель кювета чӑмса ҫаврӑнса ӳкнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/37766.html

Вӗсен сӑввисене пӗр ӑрури ҫамрӑксем кӑна мар вуларӗҫ, вӗсем ҫулран ҫула куҫса пычӗҫ, халӗ те хӑйсен хӑватне, илемне ҫухатмаҫҫӗ.

Help to translate

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Ҫулран аякка пӑрӑнса, тавралӑха сӑнаса выртрӗҫ.

Help to translate

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сиввӗн кӗтсе илчӗ Эрхипе уйрӑм чашӑкран ҫисе ларакан Вӑрӑм Палюк: — Вӑрах ҫӳретӗн, Эрхип. Ҫулран аташса каймарӑн пулӗ те? — терӗ вӑл хура куҫӗсене вылятса.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ун чухне — утмӑл ҫулран иртнӗ арҫын ҫеҫ пулнӑ.

Help to translate

Мишша тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 103–108 с.

Хӑй, сӑнран пӑхсан, аллӑ ҫулран аслӑрах курӑнать.

Help to translate

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Чипер пынӑ ҫӗртех лаша темрен хӑраса хӑрт-харт туса илчӗ те, ҫулран пӑрӑнса, ҫырма тӑрӑх тӑвалла вирхӗнчӗ.

Help to translate

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Апат ҫиме укҫуна ан хӗрхен: «Ҫиен лаша ҫулран юлман», — тенӗ.

Help to translate

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Проектсен шучӗ, вӗсем ҫулран ҫул ӳссе пыни пӗтӗмӗшле илсен вырӑнта пурӑнакансемшӗн питӗ кӑсӑклӑ пулни ҫинчен калать.

Help to translate

Чӑваш Енре ҫичӗ ҫул хушшинче пуҫаруллӑ бюджетировани проекчӗсен шучӗ 10 хут ытла ӳснӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/11/chav ... ulla-byudz

Ҫӗре ҫулран ҫула лайӑхлатса пырсан кӑна тырпул тухӑҫӗ ӳсет.

Help to translate

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫулран ҫулах ҫапла пулса пырать: ҫулла — ӑшӑ, хӗлле — сивӗ.

Так из года в год: летом — тепло, а зимой — холодно.

Ҫанталӑк ҫинчен мӗн пӗлмелле // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Е, ҫулран аташса, сӗм вӑрман варринче йӗрсе, кӑшкӑрса, ним тума та аптӑраса ҫӳренӗ пек курӑнать.

Help to translate

VIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed