Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юнӗпе (тĕпĕ: юн) more information about the word form can be found here.
Ашшӗ вӑрҫӑра ҫапӑҫнӑ, окопсенче пыйтӑсене юнӗпе канӑҫлантарнӑ.

Help to translate

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Харпӑр хӑй тарӗпе те юнӗпе тупӑннӑ укҫана шутланӑ чух апла калама тивӗҫӗ пулнӑ пулас ун.

Help to translate

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫамрӑксен юнӗпе хӗрелнӗ хурӑна унти ял ҫыннисем «хӗрлӗ хурӑн» теме тытӑннӑ.

Help to translate

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Вӑл 1917 ҫулта Хӗллехи Двореца штурмланӑ ҫӗрте пулнӑ, ӑна тӑшмансен пулисем шӑтарса пӗтернӗ, вӑл Балти матросӗн юнӗпе те, ман юнпа та хӗрелнӗ…»

Help to translate

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Нимӗҫ хӑйӗн хура юнӗпе чыхӑнать теҫҫӗ.

Help to translate

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вырӑсӗ, чӑвашӗ, ҫармӑсӗ те пур: Пур те ҫивӗчӗ те, йӗкӗт те, маттур: Ҫӗр ӗҫлекенсен юнӗпе шӳнисем, Халӑх пурлӑхне кӳпсе кайнисем…

Help to translate

IV. Воевотӑ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Анчах лере, анатра, вӑл паян, ҫак самантра, пиншер салтак юнӗпе хутшӑнса хӗрелнӗ, снарядсемпе бомбӑсем ҫурӑлнипе пӑтраннӑ, хура тӗтӗмпе хупланнӑ…

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вилӗм умӗнчи ҫынна хӑйӗн юнӗпе хӑтарса хӑварни, ҫӑлӑннӑ ҫын ӳтӗнче хӑйӗн юнӗ юхни, ҫав вӗри юн суранланса пӗтнӗ ҫынна пурӑнма хӑват пани Таньӑна чӑн-чӑн таса савӑнӑҫ кӳчӗ, ҫӗклентерсе ячӗ.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ман пек пиншер хӗрсем пачах палламан салтаксене хӑйсен юнӗпе ҫӑлса хӑвараҫҫӗ.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Пӑх-ха ху ҫине, кам юнӗпе пӗвеленнӗ эсӗ?

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Хӑй, юнӗпе чыхӑнса, ман ҫине пӑхса, хуллен: — Шутламарӑм хама ҫапла тӑвасса… Ан яр! Ан тарт ӑна, Кӗркури! Ответ тыттарӑр, камне пӗлетӗ-ӗр… — тесе пӑшӑлтатрӗ.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Пӗр юптармасӑрах калама пулать: ылтӑна вӗсем рабочисен юнӗпе тарӗнчен шӑратса тунӑ.

Help to translate

Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем // Иван Кузнецов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 100-101 с.

Михха ӳсӗмӗн ҫулӗ — халӑх юнӗпе те тарӗпе пӗвеннӗ ҫул.

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Тумтирне хӗҫпе ҫуркаларӗ те вилнин юнӗпе сӗркелерӗ.

Help to translate

Ухӑ йӗппи Хӗвеле тӑрӑнать // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Гурий атте кӗлтуни те, ҫӑварне Христос юнӗпе йӗпетни те пулӑшмарӗ вилме выртнӑ карчӑка.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӑл «Го…» терӗ те юнӗпе чыхӑнса шӑпланчӗ.

Он сказал — «Го…» и захлебнулся.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Хашлата-хашлата сывланӑран кӑкӑрӗнче хӗсет, ӳтне тӑварлӑ тар кӗҫӗттерет, ал тупанӗсем ҫунаҫҫӗ, шывлӑ хӑмпӑсемпе витӗннӗ урисем йывӑрланнӑ вена юнӗпе тулнӑ, сурса ыратнӑран ҫурӑмӗ аран-аран пӗкӗрӗлет, пӗтӗм ӳчӗ чӗтрет, — шухӑша вӗлерес ӑнтӑлу сив чир чухнехилле тӑлтлатать.

Грудь ломило от учащенного дыхания, едкий пот зудил кожу, ладони рук горели и покрывались водяными мозолями, ноги наливались отяжелевшей венозной кровью, острая боль в спине мешала выпрямиться, все тело дрожало, загнанное лихорадочной жаждой убить мысль.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

— Ӑҫта каятпӑр? — ыйтрӗ Мордкин Гадаутов енне ҫаврӑнса; унӑн пичӗ таса мар тарпа тата лапчӑтса вӗлернӗ вӑрӑм туна юнӗпе вараланса пӗтнӗ.

— Куда мы идем? — спросил Мордкин, оборачивая к Гадаутову лицо, вымазанное грязным потом пополам с кровью раздавленных комаров.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 405–413 с.

Унӑн куҫӗсем тӑртаннӑ, ҫӑлӑну юнӗпе вараланнӑ мӑйӑхӗпе ҫӑварӗ юратакан хӗре ҫӑлса хӑварнӑ хӑрушӑ пулӑма яриех кӑтартаҫҫӗ.

Глаза его заплыли, усы и рот, вымазанные спасительной кровью, открыли весь ужас, от которого он избавил свою возлюбленную.

Ҫӗлен // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 381–386 с.

Хресчен-ҫке вӑл, юнӗпе те, чунӗпе те хресчен.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed