Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тарпа ҫӑвӑнса пуҫтарнӑ эпир ун пуян туприне, чӗремӗр юнӗпе шӳтернӗ.Ведь добро, нажитое богатеями, омыто нашим потом, слезами, кровью.
IX. Юлташсен тупи // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Шура халь яланах Испание ӳкерет, вӗсен хушшинче: халиччен никам курман кӑвак пӗлӗт, кӗмӗл тӗслӗ слива йывӑҫӗ, хӗрлӗ сӑртсем; хӗвел хӗртсе ҫунтарнӑ, траншейӑсем чавса тултарнӑ, бомбӑсем ӳксе ҫурӑлнипе суранланса пӗтнӗ республика боецӗсен юнӗпе хӗрелнӗ Испани ҫӗрӗн ӳкерчӗкӗсем пур.
Кӗрен кӗпеллӗ хӗрача // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Вӑл хӑйӗн юнӗпе чыхӑнса выртнӑ.
1. Вӑрттӑн вӗлерни // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Вӑл ҫапӑҫура вилнисен юнӗпе хӗрелнӗ ҫаран ҫийӗн утса ҫӳрет; башньӑна шӑпах ҫак ҫаран ҫинчен тапӑнма тытӑннӑ.Говэн вышел из палатки и долго ходил по лугу, обагренному кровью, так как здесь началась схватка.
I. Лантенака тыткӑна илчӗҫ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Ҫӗр ҫинче ҫавнашкал ҫынсем пур: вӗсене хӑйсен пуҫ мимийӗ шучӗпе пурӑнма, пурнӑҫри пур ырлӑхшӑн таса ылтӑнпа — хӑйсен юнӗпе те чунӗпе тӳлеме пӳрнӗ.
Ылтӑн пуҫ мимиллӗ ҫын // Александр Артемьев. Тӑван Атӑл. 1960, 3№ — 71–72 с.
Судьясем пурте хӑйсен куҫӗсемпе Павел ҫумне ҫыпӑҫнӑ пек, ӳчӗ ӑшне ӗмсе кӗрсе ларнӑ пек, хӑйсен кивелсе ҫитнӗ ӳчӗсене унӑн юнӗпе чӗртме юнне ӗҫесшӗн пулнӑ пек пӑхнӑн туйӑнчӗ.
XXV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Амӑшне вара, яланах уҫӑмсӑр чунпа юратнӑ Христос, хӑрани — шанчӑкпа, киленни — хурланупа таччӑн ҫыхӑнса тӑракан кӑткӑс туйӑмпа юратнӑ Христос, — уншӑн халӗ ҫывӑхрах, ӗлӗкхинчен урӑхла, ҫӳллӗрех те курӑнмалларах, савӑнӑҫлӑрах та сӑнӗпе ҫутӑрах пек пулчӗ; ҫак Христос, хӑйсен телейсӗр тусӗн ятне кӑшкӑрмасӑрах унӑн ячӗпе нумай асапланнӑ ҫынсен вӗри юнӗпе ҫӑвӑнса чун илнӗскер, ӑна чӑнах та пурнӑҫшӑн чӗрӗлсе тӑнӑ пек туйӑнчӗ.
VIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Пурнӑҫри йӗрке ҫавӑн пек ӗнтӗ вӑл: ҫӗре ҫав ҫӗртен ҫурӑлса ҫав ҫӗр ҫинче пурӑнакан ҫынсем — хӑйсен юнӗпе тата пурнӑҫӗпе хӳтӗлеҫҫӗ.Землю защищают кровью и жизнью людей, выросших из этой земли и живущих на этой земле.
X // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Тырӑ пани — тӑван ҫӗршывран уйӑрӑлни, тӑшмана сутӑнни, ҫак вӑрҫӑра та, граждан вӑрҫинче те, вунсаккӑрмӗш ҫулта та, унтан малтан та паттӑррӑн ҫапӑҫса вилнисене сутни, кам этемӗн ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ, кам вӑл ирӗклӗхе хӑйӗн чӗрин юнӗпе ҫапӑҫса илнӗ — ҫавсене пурне те сутни пулать.
IV // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Пурпӗрех вӑл хӑйӗн ӑшӗнче фрица ҫӗклесе ҫӳрени, хайӗн юнӗпе фрица тӑрантарни ӗмӗр-ӗмӗрех асра юлать.Все равно навеки останется память о том, что она носила фрица, собственной кровью кормила фрица.
IV // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Вӑл Олёнӑн чӗри те хура юнпа, курайманлӑх юнӗпе хытса ларнине пӗлнӗ, — ҫав курайманлӑх вӑй парать те ӗнтӗ ӑна.
II // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Пулӑ юнӗпе вараласа пӗтернӗ чӑмӑркка туса, ӑна пулӑ ӑшне ҫав тери ӑста пытарса хучӗ: питӗ тӗплӗн пӑхсан та посылкӑра иккӗлентерекеннине нимӗн те тупас ҫук, ытлашши шухӑшласах тӑман Пигалль вара нимӗн те асӑрхаймарӗ, ҫитменнине тата вӑл тӑрӑшсах шырамарӗ те.
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
— Нумайӑшӗсем тимӗр тутӑхне куҫҫульпе хутӑштарса тӑваҫҫӗ, куна ахаль ҫынсем е хӗрарӑмсем ҫапла тӑваҫҫӗ, паллӑ ҫынсем вара хӑйсен юнӗпе ҫыраҫҫӗ.
Вӑтӑр пиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Кам пирӗнпе пӗрле хураха ҫӳреме килӗшет, ҫавӑ, тупа туса, хӑйӗн юнӗпе алӑ пусать.А кто захочет с нами разбойничать, тот должен будет принести клятву и подписаться своей кровью.
Иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Вӗсен мӗнпур историйӗ ҫын юнӗпе вараланнӑ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Бредис патне чупса пыратӑп та калатӑп: «Комрота юлташ, суд тутӑр вӗсене трибунал. Мӗн ҫавсен юнӗпе хӑвӑн аллуна варалатӑн? Хулара ҫапӑҫу пӗтмен, а эпир кунта ҫаксемпе аппаланатпӑр», тетӗп.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Кофта тӑхӑннӑ хӗрарӑм кӗскен кӑна кӑшкӑрса ячӗ те — юра юнӗпе вараласа ҫӗре ӳкрӗ.Женщина в кофточке коротко вскрикнула и упала, пятная кровью снег.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Иван Алексеевич, чӗркуҫҫи таран шыва кӗрсе тӑрса, вут пек тӗлкӗшекен суранӗсене, хӗненипе кӳпчесе тӑртаннӑ шыҫӑсене йӗпетрӗ; ӗҫес килнине ниепле лӑплантарма ҫук пек хыпӑнакан ӑшне кӑштах та пулин кантарма ӗлкӗреймесрен хӑраса, вӑл хӑйӗн юнӗпе хутӑшса кайнӑ шыва ҫине-ҫинех ывӑҫла-ывӑҫла ҫӑтрӗ.
LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Тӑпӑлтарса илмелле вӗсен ури айӗнчен казак юнӗпе шӑварӑннӑ пулӑхлӑ Дон ҫӗрне.Рвать у них из-под ног тучную донскую, казачьей кровью политую землю.
XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӗсем ӑна хӑйсен юнӗпе шӑварнӑ.
XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.