Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыраттаракан (тĕпĕ: ыраттар) more information about the word form can be found here.
Акӑ эсӗ, ман чуна ыраттаракан, канӑҫлӑхӑма яланлӑха туртса илнӗ хура Шура, ташӑ каҫӗнчен тухнӑскер, клуб умӗнче хӗрупраҫ хушшинче тӑраканскер, юрӑ пуҫласа яратӑн:

Help to translate

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

Ҫтаппан, михӗсене хурса хӑварсан, чӗрине ыраттаракан шухӑша путнӑскер, никама-ниме астумасӑр пӑрахут еннелле утрӗ.

Help to translate

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кунта вӑл, юратакан тус-йышӗсем патӗнче, чӗрине ыраттаракан сӑлтавсем ҫинчен те каласа пама пултарать.

Help to translate

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫак амӑшӗн чӗрине ыраттаракан сасӑра Хвекла ют хуйхӑшӑн такам савӑннине сисрӗ.

Help to translate

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чуна ыраттаракан, хӑрушла япала, анчах ӑнсӑртран пулаканскер ҫеҫ…

Help to translate

13. Павликӑн вӗҫес килет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

…Ирхине вӗсен хушшинче иккӗшӗн чӗрине те ыраттаракан пӑтӑрмахлӑ калаҫу пулса иртрӗ.

Help to translate

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Упӑшкинчен уйрӑлмалла пулса тухни кирек мӗнле хӗрарӑмшӑн та чӗрине ыраттаракан инкек».

Help to translate

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ӑна пӗр вӑхӑтрах ҫивӗччӗн ыраттаракан та, ҫав вӑхӑтрах кӑшт ҫеҫ савӑнтаракан темӗнле сисӗм тӑршшӗпех шелсӗр пӑчӑртаса тӑчӗ, туйӑмсен вичкӗн хире-хирӗҫлӗхӗ ун чӗрине канӑҫ памарӗ.

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Эпӗ чуна ыраттаракан сӑмахсене текех тӳссе тӑраймарӑм:

Help to translate

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

«Тӑрӑхлать мана ку!» — мӗлтлетрӗ пуҫра чуна ыраттаракан шухӑш.

Help to translate

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Глафирӑна ытараймасӑр чун-чӗре туйӑмне ирӗке ярсан ӗмӗр чӗрене ыраттаракан асаплӑ пӑтӑрмах та сиксе тухма пултарӗ, ҫавна май ҫак хӗртен пӑрӑнарах ҫӳретӗп, документлӑ повесть ҫинчен кӑна шухӑшлама тӑрӑшатӑп — шуҫӑмран пуҫласа сӗм каҫченех сӗтел хушшинче ларатӑп.

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Анчах «Ача-пӑча айванлӑхне пула» рубрикӑри чун-чӗрене сивӗ кӗл сапакан, хӗссе-чӗпӗтсе ыраттаракан пӗр статьяран ниепле те куҫӑмпа ҫӑмӑлттайла ӗппӗл-теппӗл, кавалери сиккипе тӗпӗртӗк-тӗпӗртӗк вӑшкӑнса, вӑйӑн-шайӑн йӗрлесе иртме хӑяймарӑм.

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Тепӗр кунне вӑл, ҫак ӑша вӗҫтерекен, чуна хурлӑн йӑштарса ланчашкалантаракан, чӗрене хӗссе ыраттаракан йӳҫек хуйхӑ кутамккине мекеҫленсе, кӗхлесе, аппӑн-тӗппӗн йӑтса, килне таврӑнчӗ.

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

— Тӗрлекелеттӗм, — терӗ те хӗр, хӑйӗн чунне ыраттаракан япала ҫинчен тек калаҫасшӑн пулмарӗ пулас.

Help to translate

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Тӳрӗ те чуна ыраттаракан калаҫу пулса тухрӗ пирӗн хушӑра.

Help to translate

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Юлашкинчен чӗрине ыраттаракан шухӑшӗсене каласа пачӗ Микула.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Прахӑрӑн чӗрине ялан ыраттаракан шухӑшсем тимӗр кӑшӑл пек хӗссе лартрӗҫ.

Help to translate

XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ухтиван ыраттаракан вӗллене вӑйпа тӗксе хыҫаларах шутарать те ҫӗре сиксе анать.

Ухтиван с силой отталкивает давящий на ногу улей и спрыгивает с телеги.

Канӑҫсӑр чун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Пилӗк вӗлле, — шухӑшлать Ухтиван хӑй ӑшӗнче ыраттаракан вӗлле кӗтессине аллипе тытса.

«Два, пять, — думает Ухтиван, стараясь удержать угол улья, больно вонзившийся ему в бедро.

Канӑҫсӑр чун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл халиччен Карачӑм пирки кун пек чуна ыраттаракан сӑмахсем илтменччӗ-ха.

Help to translate

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed