Шырав
Шырав ĕçĕ:
Канцеляринчи ҫыруҫисем те чернил кӗленчи вырӑнне тыткалакан ҫӗмрӗк бутылка тӗпне ӳпӗнтерсе чернилне тӑкса ячӗҫ, судья, шухӑша кайса, чернил кӳленчӗкне пӳрнипе сӗтел тӑрӑх сарса ларать.
IV сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Чӑнах та, чернил савӑчӗ темле сухаллӑ пуҫ пек, пепельници — хӗреслетсе хунӑ авалхи алса пек, сухаллӑ пуҫ ӑшӗнче чернил пур, Николай Антоныч перине чернилпа пуҫас тесен, ҫав богатырь пуҫӗ ӑшне чикнӗ ӗнтӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Куҫана хуп, атту унта чернил лекме пултарать! — хушрӗ Эмиль, вара Идӑн питне чернилпа сӑрлама пуҫларӗ.
Вырсарникун, июнӗн вун виҫҫӗмӗшӗнче, Эмиль виҫӗ хутчен Линӑн кайри шӑлне туртса кӑларма хӑтланчӗ, кайран хӑйӗн йӑмӑкне кӑвак сӑрӑпа сӑрласа илемлетрӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
— Акӑ ку — эсир чернилпа ҫырма тытӑнсан чернил кӗленчи лартмалли вырӑн.— Здесь станет чернильница, когда вы начнёте писать чернилами.
Маруся вӗренме тытӑнать // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.
Хӗрача: «Ҫырӑр», тесенех вӑл хӑйӗн сӑмсине чернил кӗленчи ӑшне чикрӗ те, сӑмса ҫинчен хут ҫине чернил тумласа ӳксен, питех те хӑраса ӳкрӗ.
Сенкер ҫӳҫлӗ хӗрача Буратинона пӑхса вӗрентсе ӳстересшӗн // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
— Мӗнле эпӗ сана тетраде чернил пӑнчисӗр тавӑрса пама пултарам-ха, тетрадь ҫинче чернил пӑнчи пур пулсан?— Как же я отдам тебе тетрадь без кляксы, когда уже есть клякса?
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Чернил кӗленчинче тин тултарнӑ чернил курӑнать.
Юлашки салют // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Вӑл чернил савӑтне илчӗ те, ӑна хӑпӑл-хапӑл ҫуса, чернил тултарса та лартрӗ.Она взяла чернильницу, вымыла ее скоро и ловко и налила чернил.
Тӗрӗс тӳре // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Ҫак вӑхӑтра пысӑк чернил кӗленчи сасартӑк малалла ӳпӗнчӗ, пӗчӗк чернил кӗленчисем ҫумне ҫапӑнса, кусса кайрӗ.А бутылка с чернилами вдруг наклонилась вперед и покатилась, звеня о пустые чернильницы.
XIII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Сергей хура лакпа сӑрланӑ сӗтел умне пырса тӑчӗ те чернил савӑчӗ ҫине пӑхса илчӗ: чернил кӗленчисем каснӑ вӑрманти тункатасем пек лараҫҫӗ.
XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Пӗлетӗн-и: пӗрремӗш саспаллине чернилпа ҫыртӑм та, хам, санашкал, пӗтӗмпех вараланса пӗтрӗм — чӗлхе те ман черниллӑччӗ, ҫӳҫсем те, пур ҫӗрте те чернил — алӑсене ҫуса тасатма та шелччӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Чернил пӗтсен, ҫырма пӑрахмалла пулчӗ, мӗншӗн тесен эпӗ чернил тума пӗлеймерӗм, мӗнле те пулин урӑх япалапа ҫырма май пуррине те шутласа кӑлараймарӑм.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ҫук, унӑн чернил кӗленчинче чернил туллиех, сӗтел ҫинче ҫырусем выртаҫҫӗ, ҫитменнине тата герблӑ хутсем ҫине ун аллипе ҫырнӑскерсем.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Чернил кӗленчинче чернилӗ типсе ларнӑ, хучӗ те ҫук пулӗ-и?
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов тусан витнӗ сӗтел хушшине пырса ларчӗ, перо тытрӗ, ӑна чернил кӗленчи ӑшне пуҫрӗ, анчах унта чернил пулмарӗ, хут шырарӗ — тупаймарӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Этажерка ҫинче, чӑнах та, хаҫат, ик-виҫ кӗнеке уҫӑлса выртать, ҫыру сӗтелӗ ҫинче чернил кӗленчи, хур тӗкӗсем пур; анчах уҫса хунӑ кӗнекесен страницисем тусанланса, сарӑхса кайнӑ; вӗсене тахҫанах пӑрахнӑ пулас; хаҫачӗ пӗлтӗрхискер, чернильницӑран, чернил пуҫас пулсан, хӑраса ӳкнӗ шӑна ҫеҫ сӗрлесе вӗҫсе тухнӑ пулӗччӗ-и тен.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫыру ҫинче сарӑ пӑнчӑсем, чернил сарӑла-сарӑла кайнӑ вырӑнсем нумай.
V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Унтан Богданов Михха умне хутпа чернил, ручка хурса пачӗ.
VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Чернил кӗленчи, шапа пек, сӗтел ҫинче сиксе илчӗ те хутсем ҫине кӑвак шӗвек сирпӗтрӗ.
Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Чернил тума юман ҫулҫи ҫинчи мӑкӑльсене пуҫтаратчӗҫ, ӑна шывпа хутӑштарса пӑтрататчӗҫ.
Йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе пынӑ // Анна Ежергина. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d0%b9%d1%8 ... %bd%d3%91/