Шырав
Шырав ĕçĕ:
Черкке ҫине черкке килет-ҫке те, Черкке тытсах ӳсӗр пулас мар.
Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Кил хуҫи хӑйӗн черккине пуринчен малтан ҫӗклет те черккине куҫ тӗлӗнче тытса, пуҫне сулса е мӗн те пулин каласа ыттисене те черкке тытма сӗнет.
Ӗҫмеллисем // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Гришака асаттене пумӑклӑ черккепе пӗр черкке тултарса пачӗҫ те, ҫур черккине симӗс йӑрӑмлӑ мӑк сухалпа тӑрмакланса тӑракан ҫӑварӗнчен ячӗҫ, ҫуррине — тӑратса тӑракан мундир ҫухавийӗ хушшине силлерӗҫ.
23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Черккепе парӑттӑм — йӑваш пек туйӑнчӗ, — хӑйне черкке тытрӗ Натиш.
Каччӑсемпе хӗрсем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
— Пӗлетпӗр ӗнтӗ, пӗлетпӗр Хӗлимун пиччене, — тӑварланӑ хӑяра ҫӑвар тулли чӑмласа, черкке хыҫҫӑн черкке ӳпӗнтерчӗ хӑни.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Вӑл аллинчи черкке ҫине пӑхрӗ те: — Тӗкӗнмелле те марччӗ пуль ӗнтӗ, Ҫтаппан, эсӗ тултарнӑ черккене, — терӗ питӗ те шӑппӑн, — шӑлса ҫеҫ пӑрахмаллаччӗ пуль сӗтел ҫинчен.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Ҫтаппан сӗтел сунтӑхӗнчен черкке кӑларчӗ те ӑна аллипе сӑтӑркаларӗ, вӗрчӗ, ҫутӑ ҫине тытса пӑхрӗ, вара кӗленче ҫумне лартрӗ; тепӗр черкке кӑларчӗ, ӑна та ҫав меслетпех «тасатрӗ».
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Инесса пӗрремӗш черккене ху ӗҫместӗн — мана ӗҫтеретӗн тесе турткалашарах пушатрӗ, каярахпа вара: «Ман кӗҫӗр ним пӗлми ӳсӗр пулас килет!» — терӗ те татах икӗ-виҫӗ черкке ӗҫрӗ.
11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Макар кӑвакарса кайрӗ, черккене шалт! лартрӗ те сиксе тӑчӗ, сӗтеле майсӑр сӗртӗнчӗ — черкке тӳнчӗ, эрехӗ тӑкӑнса кайрӗ.
XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Герӑпа Хӗлип «ыран праҫник, ӗҫер» тесе, черкке хыҫҫӑн черкке тӳнтерчӗҫ, часах пӗр-пӗрне ытакласа, тӗрме юрри юрлама пуҫларӗҫ.
Хулари хваттер // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Черкке хыҫҫӑн черкке пушатрӗҫ.
Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Йыснан черкки ҫут черкке те Ҫич ҫухрӑмран ҫут ӳкрӗ, Ун ҫуттипе килтӗмӗр те, Ун ҫуттипе килтӗмӗр.
Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Черкке хыҫҫӑн черкке йӑвантарса пулӑ шӳрпи сыпса ларакан хӑнасенчен темиҫе хутчен те кӑшкӑрса ыйтрӗ Али-Акрам:
15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Черкке хыҫҫӑн черкке ярать ун валли.
1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Вӑл, чӑн та, тем калама хатӗрленсе малтан хӑйне хавхалантарма сӗтел ҫине юлнӑ черккипе пӗр черкке эрех шалт ӳпӗнтерме ӗлкӗрнӗччӗ кӑна, кӗтмен чӑрмав сиксе тухса ӗҫе йӑлтах урӑх еннелле пӑрса ячӗ.
Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Пурне те черкке тултарса парсан, ашшӗ, ывӑлӗ ҫине пӑхса, «Эс таврӑннӑ ятпа» терӗ те унпа пӗр харӑс черкке пушатса хучӗ.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Апат умӗн черккепе черкке шаккаса эрех те ӗҫме тиврӗ.
8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Курка хыҫҫӑн курка, черкке хыҫҫӑн черкке тиврӗ хӑнасене.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ӗҫме те, пурнӑҫне йӳнеҫтерсе пыма та ҫитет ҫав укҫа; иккӗмӗш черкке хыҫҫӑн Илле шкул ҫулӗсене аса илчӗ, Эверкки ун чухнех пултаруллӑ художникчӗ иккенне вӗҫӗмсӗр палӑртрӗ, мухтарӗ; виҫҫӗмӗш черкке хыҫҫӑн кичемлӗх пусрӗ-ши ӑна, тем пулчӗ, нӑшӑклатма, куҫҫӳлленме тытӑнчӗ, хӑйӗн ӑнман пурнӑҫне ылханчӗ-вӑрҫрӗ.
VI // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Черкке хыҫҫӑн черкке ӗҫрӗҫ вӗсем.
Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.