Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗр черкке эрех ӗҫсе тух…
Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.
Холков Мӗтрие хӑйӗн килне чӗнсе кӗртсе пӗр-ик черкке эрех ӗҫтермесӗр тӳсеймерӗ-тӳсеймерех.
Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.
Тепӗр темиҫе минутран Данил Макарович та ман ҫума тухса ларчӗ, пӗр черкке коньяк ярса ӗҫрӗ.
Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.
Темиҫешер хут черкке ҫӗкленӗ хыҫҫӑн юрлама-ташлама пуҫларӗҫ.
Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.
Калаҫасса та кунта мӗнех калаҫӑн — пурте таву калаҫҫӗ кӑна, унтан ҫумри юлташа черкке сӗнеҫҫӗ.
Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.
Ҫӗрӗпе ҫывӑрман Пахом Петрович черкке тӑррине татса панипех лӗштӗр ывӑнса кайрӗ те, пӳрте кӗрсе, диван ҫине выртрӗ.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.
Тоня пӗччен хӗрарӑм пулнине, ку ҫуртра вӗсем виҫҫӗн ҫеҫ пурӑннине, урӑх никам та ҫуккине тӳрех сисрӗм эпӗ: кӑмкан ҫумӗнчи пӑтасем ҫинче — виҫӗ питшӑлли, алӑк патӗнче — виҫӗ ҫын тумтирӗ, сӗтел ҫинче икӗ черкке.
XVI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
— Халиччен эпӗ хам ҫуралнӑ ятпа пӗрре те сӗтел хушшине ларса курман, пӗрре те черкке ҫӗклемен.
X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Ирӗксӗртерех пулин те, Прохор Петрович черкке тытрӗ, унтан Кӗтерук тытрӗ, Павӑлпа Тоня тытрӗҫ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Сӗтел хушшинче те сайра-хутра тенӗ пек ҫеҫ черкке тытатӑп.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Ӗнине картана хупсан Сулагаев пӳрте кӗчӗ те: «Эп ирхине аш яшки пӗҫернӗччӗ, эс ӑна ӑшӑтса ҫинӗ пулас-ха, апла тӑк выҫсах вилместӗн, Никифор Ильич», — терӗ те пӗр черкке сӑмакун ӗҫсе каллех вырӑн ҫине тӳнчӗ.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
— Сулагаев хӑйӗн ҫинче темле йывӑр ҫӗклем пур пек пуҫне лӗнчӗр усӑнтарса пӗр хушӑ сӑмах чӗнмесӗр ларчӗ, сӗтел ҫинчи ҫурри таран пушаннӑ графинтан пӗр черкке сӑмакун ярса ӗҫсен тин ҫӑварне уҫрӗ:
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Тек тахҫан пулни-иртни ҫинчен калаҫас мар, луччӗ сӑмакун ӗҫес, — аллине черкке тытрӗ Сулагаев.
8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
…Таранов: «Кӗҫех ман ята асӑнать, мана вӑрҫма пуҫлать ку», — тесе шухӑшласа илчӗ те тарласа кайрӗ, кил хуҫи ҫине шиклӗн куҫ ывӑтрӗ, анчах лешӗ, икӗ черкке сӑмакун ӗҫсе самаях хӗрме ӗлкӗрнӗскер, катӑк шӑлне кӑтартса лӗх-лӗх-лӗх кулчӗ:
8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Куҫӑр черкке пек симӗс.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Куралев тата икӗ черкке тултарчӗ.
Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.
Хӑй вара кашни кунах, апат умӗн пӗрер черкке ӗҫнӗ чухне, Таланцев хуҫасене вӑрҫать:
Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.
Сана халь пӗр-икӗ черкке ӗҫнӗшӗн обком секретарӗ хӑй те вӑрҫмӗ.
12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
— Манӑн кусем те пур! — костюм кӗсйинчен шоколад плиткисем тата черкке туртса кӑларчӗ Герасим Федотович.
12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
— Васкатӑн пулин те тепрер черкке ӗҫер, Васяна!
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.