Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӗрсе кайса тавлашнӑ вӑхӑтра вар енчен тусан тустарса тӑрантас килсе чарӑннине пӗри те асӑрхаман.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Вӗсем, ахӑртнех, поездпа килетчӗҫ те таратчӗҫ, анчах пирӗн ялта кам патӗнче те пулин чарӑннине астумастӑп.
Березовка – вӑрҫӑ ҫулӗсенче // Анастасия СЕМЕНОВА. http://hypar.ru/cv/comment/reply/10662
Мӗншӗн чарӑннине вӑл хӑй те пӗлмерӗ.
I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
«Чӑнах качча каять-ши вӑл? — шухӑшларӗ Славик, Эльвира пӗччен юлсанах тем шухӑша кайса чарӑннине асӑрхаса.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Алӑка хупсанах юрӑ чарӑннине илтрӗм, вара, темрен хӑраса кайса, вӑрман еннелле вирхӗнтӗм…
Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.
Тепӗр вунӑ минутран Сонек хӑйсен умӗнче васкавлӑ пулӑшу машини чарӑннине илтрӗ.
Сонек С... // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 8–9 с.
Ҫак вӑхӑтра хапха умне лав пырса чарӑннине, кил хушшине икӗ каччӑ кӗрсе тӑнине те асӑрхамарӗ Элекҫей.
XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Микула, хӑй ҫавӑрса янӑ кӑмрӑк татӑкӗ кӗл тӗлӗнче чарӑннине аса илсен, кулса ячӗ:
VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Лаши мӗншӗн чарӑннине пӑхма малалла ӳпӗнейнӗччӗ — ун пуҫӗ ҫине йывӑр кӳсек персе анчӗ.
X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Урӑхла та пулма пултарнӑ, — калаҫу самантлӑха чарӑннине кура сӑмах хушрӗ Янчура.
3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Иливан выҫӑпа касӑлнӑ ҫынсене курса хӑй те пушӑ хырӑмне сӑтӑркалама пикенчӗ ӗнтӗ, паян сӗрекепех пулла каяс-ха тесе шутласа тӑратчӗ, ҫав вӑхӑтра Тукайпа Сарри хӳшши умне ӗнер килсе кайнӑ юлан ут ҫитсе чарӑннине асӑрхарӗ.
1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Хӑйсен тӗлне машина чарӑннине асӑрхаса, Ваҫук аслашшӗпе амӑшӗ те урама тухрӗҫ.
Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.
— Пӗтрӗ-и? — терӗ Болдуш мӑрса ывӑлӗ чарӑннине курса.
10. Тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
1927 ҫулта Петр Осипов язвӑпа чирлӗ ҫынсене гистамин текен эмелпе укол туслн ыратни чарӑннине тӗпчесе пӗлет.
Автор ҫинчен // Геннадий Хлебников. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 459–463 с.
Алкоголӗн хӑйне евӗрлӗ, илӗртӳллӗ ӑшши, унӑн инкекӗпе сехӗрленӗвӗ хуҫаланнӑран, асаплантарса ыратни вӑхӑтлӑх чарӑннине аса илтерет, унтан, тарӑннӑн сывлӑш ҫавӑрса ярса, хӗр ун таврашне кӑвайт хӗрӳлӗхне саракан чул катрамӗнчен сӗвенчӗ.
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Вӑл автомобиль кӗрленине тата чарӑннине илтрӗ; пӗлеймерӗ, анчах кӑштахран Джесси сассине уйӑрса илчӗ те — чӗри тилӗрӳпе тата кӑмӑлӗн хӑравлӑ пӑтранӑвӗпе сикме пикенчӗ; унра пӗтӗмпех чӗтрет, пӑтранать, мӗншӗн тесен вӑл хӑйне ҫапма ҫӗкленнӗ алла туять.
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Гез ун патӗнче тӑватӑ хутчен чарӑннине, лайӑх тӳленине, тарҫӑсене те укҫан хавхалантарнине, тепӗр чухне кунта ҫӗр каҫманнине, пӗтӗмӗшпе — канӑҫсӑр хӑна пулнине каласа кӑтартрӗ те Гарден — комиссар ӑна ӗҫ тӗшши ҫине куҫма ыйтрӗ.
XXVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Вӑхӑта ҫухатмасӑр — ӑна сигара туртма сӗнтӗм, хӑпартланса, хаваслӑн анекдот каласа патӑм, вӑл хӑйне сис-чӳллӗн тыткалама чарӑннине, ирӗклӗнрех туйнине асӑрхасан, самаях вӑрӑм сӑмах ҫаврӑнӑшӗсем калама пуҫласан хама кӑсӑклантарнине евитлерӗм: «Хумсем ҫинче чупакан» — эпӗ халиччен курнӑ парӑслӑ карапсенчен чи-чи лайӑххи.
XIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Гент караван ҫӗр каҫма ир чарӑннине юратать.
VI. Караванри шуйттан // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Давенант кофе йӑтса килчӗ те «Йӗрӗнӳ» ресторан умӗнче шукӑль экипаж чарӑннине курать, — лавҫӑ ҫинче йӑлтӑркка тӳмесем ретӗн-ретӗн.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.