Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унӑн вӑйне хирӗҫ тӑмалӑх хал ҫук пулӗ халӗ манӑн, государь-император текен Пӑкачав Емельккин, — шухӑшларӗ вӑл.
Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Унӑн халӗ кӗреҫе ҫӗклеме те хал ҫук.
Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Ӗлӗк эпӗ тинӗссенче ҫул ҫӳрес шухӑша пӑрахма хал ҫитереймен, аттен ырӑ канашӗсене итлемен, халӗ ӗнтӗ хамӑн Бразилири туссен илӗртӳллӗ сӗнӗвӗсене хирӗҫ те чӑтса тӑраймарӑм.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ҫумӑр тата вӑйлӑрах ҫума тытӑнчӗ, халь ӗнтӗ вӑл ҫӗре лӳшкентерсех ячӗ, Лалка ҫаплах, хӑйне пур енчен те хупӑрласа илнӗ пек хӳтлӗх айӗнче тӑрать, хал тесен, хал ҫук ӗнтӗ унӑн, аптраса та ӳкнӗ.
VI. Хӗрарӑм чунӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Ку ӗнтӗ, паллах, кулӑшла истори, анчах халӗ — ӗҫсем ҫавнашкал, кулса ларма хал та ҫитмест…— Это, конечно, смешная история, но только сейчас — такие дела, что не до смеху…
25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
«Пултараймастӑп вӗсене касма, — тесшӗн вӑл, чӗлхи ҫаврӑнмасть. — Эп вӗсене Ҫармӑс вӑрманӗнчен, Чуракасси ҫырминчен илсе килсе асаннепе аннене хисеплесе лартнӑ», — тесшӗн, анчах та ашшӗне хирӗҫ калама хал ҫитмест.
Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Ниепле те уйрӑлма хал ҫитереймерӗ ҫак ҫӗртен, вӗт унӑн айӗнче чи ҫывӑх ҫыннисем выртаҫҫӗ, арӑмӗпе хӗрӗ.
V // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Тем тума та хатӗрччӗ вӑл арӑмӗпе, чышкипе ҫапса яма та, ҫавах та хӑйне тытса чарма хал ҫитерчӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Чуна тӳрех кичем пулса кайрӗ, ӑша тем вӑркаттарчӗ, хал пӗтсе пычӗ, сумки алӑран тухса ӳкес патнех ҫитрӗ.
Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.
Ҫамрӑк хӗр, ҫав кун инкек куҫран пӑхман пулсан, окоп чавнӑ чухнехи хӗн-асапа ыттисемпе пӗрле ҫӗнтерме хал ҫитеретчех ӗнтӗ.
Инкек куҫа курӑнмасть // О. ШӖНЕРПИ. https://marpos.cap.ru/news/2021/04/17/in ... -kurnmastj
Ҫук, ҫук, ӑна никам та хал ҫитермелле мар йывӑр ӗҫре тертлентермест-ха; нихӑшӗ те хӗнемест, алӑ хумасть; пӗри те унӑн хаклӑ пурлӑхне туртса илмест — чунра пурпӗр тем явӑнать, пӗр тӑвӑнать те пӗр хӗсӗнет.
4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Хӑш-пӗр ҫынсен ҫав нушана йӑтса ҫӳреме те хал ҫитерессӗн туйӑнмасть, ҫапах ҫын чӗри тӳсет-мӗн…
II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Ҫук, текех вӗсем питленине тӳссе тӑма хал ҫитерейместӗп, палт ҫаврӑнтӑм та чупрӑм.
Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.
«Эрхип янӑ пуль-ха ман пата хал пӗлме», — тесе шутларӗ хӑй ӑшӗнче, Сӑпание ларма хыҫлӑ пукан сӗнсе.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ҫӗрелле пӗшкӗнме хал юлмарӗ, Эрхип, каласа ӗненмӗн.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хӑй ҫуралса ӳснӗ ҫурта мӗнле кайса курас тесен те, Хура Ҫимун ку таранччен унта ҫӳреме хал ҫитереймерӗ.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ятлама хал ҫитереймерӗ.
XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Чей ӗҫме ларчӗҫ, унтан Елизавета Павловна ҫемҫелчӗ, вӑрттӑнлӑха уҫса пама хал ҫитерчӗ.
Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Хускалса илме те хал пӗтнӗ.
Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Кил, эсрел ачи, пулӑш мана ура ҫине тӑма, хал ҫук.
Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.