Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туйнӑ (тĕпĕ: туй) more information about the word form can be found here.
Тахҫан тӳрленнӗ сурансем ҫанталӑк пӑсӑласса туйнӑ евӗр, Нина чӗри ыратса кайрӗ.

Help to translate

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Хальхинче вӑрҫӑран каялла таврӑнас ҫуккине атте чӗри те туйнӑ пулӗ ҫав.

Help to translate

XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Кессона мӗн чухлӗ тарӑнрах антарма тивнӗ, ҫын ҫавӑн чухлӗ ытларах йывӑрлӑх туйнӑ.

Чем глубже надо было погрузить кессон, тем большее давление испытывал человек.

Бруклин кӗперӗ // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%91%D1%80%D ... 1%80%C4%95

Амӑшӗн чунӗ ывӑлне юлашки хут курнине туйнӑ пулмалла.

Help to translate

VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ваҫук хӑйне шывра путакан ҫын пек туйнӑ самантсенче, ӑна-кӑна уяса тӑмасӑр, «шыва сикетчӗ» те ӗнтӗ Пӑлаки аппа.

Help to translate

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ҫавна пула ушкӑнри мусӑкҫӑсем хӑйсене аван мар туйнӑ, ушкӑнра хирӗҫӳсем сиксе тухма тапраннӑ.

Из-за этого музыканты ощущали дискомфорт, и напряжение внутри группы возрастало.

Йоко Оно // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%99%D0%BE%D ... 0%BD%D0%BE

Халӑх умӗнче тухса калаҫнӑ чухне вӑл хӑйне шиклӗ туйнӑ, тытӑнчӑклӑ калаҫнӑ.

Он чувствовал себя очень неуверенно во время публичных выступлений и заикался.

VI Георг // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/VI_%D0%93%D0%B ... 1%80%D0%B3

Зоя та хускалман, вӑл та хӑйне илемлӗ те ырӑ тӗлӗкри пек туйнӑ.

Help to translate

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Поликлиникӑран тухсан вӑл хӑйне тӑван ҫемьерен уйрӑлнӑ пекех туйнӑ.

Help to translate

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Аллӑран та иртнӗскер, хӑйне йӑлтах ватӑлса кайнӑ пек туйнӑ.

Help to translate

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Сывлӑхӗ енчен Петр Петрович ним ыратнинех те шарламан, юлашки вӑхӑтра часах ывӑнма пуҫланине кӑна туйнӑ.

Help to translate

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

«Муниципалитетсем объектсен строительство ӗҫӗсем пынӑ чухнех экономика хӑпарса пынине туйнӑ.

Help to translate

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ М-12 «Восток» трассӑна уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/21/m-12 ... lahe-hutsh

Темшӗн эпӗ ҫынсем пурӑнакан тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ пек, ҫӗнӗ тӗнчере хама телейлӗ туйнӑ пек астӑватӑп.

Help to translate

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Паллах, ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн: таҫта шалти туйӑмпа вӗсем эпӗ суеҫтернине туйнӑ ӗнтӗ.

Help to translate

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Ҫынсен хуйхине ялан хӑйӗннинчен маларах хунӑ, ытларах туйнӑ, чӗри патне илнӗ Пантей.

Help to translate

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Ара, ҫирӗм ҫул ытла пурӑннӑ хулара хӑйне ялти пекех туйнӑ пуль ҫав.

Help to translate

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

— Ах, Раман, санпа пурӑнма ҫӑмӑл пулас маррине эпӗ малтанах туйнӑ та ҫав…

Help to translate

48 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Каччӑ шухӑшне туйнӑ, ӑнланнӑ евӗрех, Анюта ҫапла каласа хучӗ:

Help to translate

5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ку абсолютлӑ монарх ҫеҫ пулман, вӑл хӑйне тӗнче уҫлӑхӗн хуҫи пек туйнӑ.

Ибо он был поистине полновластный монарх и не знал никаких пределов и ограничений.

X // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Хӑйӗн пичӗпе ӑшӑ ҫил вӗрнине туйнӑ тата хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫӗ малта пулнине ӑнланнӑ чухнехи пек.

Help to translate

22. Лукашев хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫа кӗртет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed