Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тенӗн (тĕпĕ: те) more information about the word form can be found here.
Петюксен пӗчӗк пӳрчӗ, унран юлас мар тенӗн, улӑм ҫӗлӗкне ҫурҫӗр еннелле тайнӑ.

Help to translate

Е машина, е хӑпарту // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 280–284 с.

Ман патах лӑпӑстатса ларчӗ вӑл, вара кусемпе май килмест капла тенӗн хӑрах ҫунаттине лас сулса апат ҫиекен чӑхсем еннелле ҫул тытрӗ.

Help to translate

Курак чӗппи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 254–258 с.

Тарзан, икӗ ҫын хушшинче хускалмасӑр лараканскер, эс ман пирки манса кайрӑн-им ҫак тенӗн ача аллине япӑлт тутарчӗ.

Help to translate

«Анне, ан яр мана хулана…» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

— Эсир ку енче пурӑнатӑр-им? — ыт ахальтен тенӗн ыйтрӗ Ваҫҫа шофер.

Help to translate

«Мама, эпӗ ку!..» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Кайри урисем ҫине ларчӗ вӑл малтан, унтан хуҫӑк урине, малтине, кӑштах ҫӗклесе Вовӑна куҫ сиктермесӗр тенӗн савӑнса, тулли кӑмӑлпа: «Ӑҫта ҫӗтсе ҫӳрерӗн ку таранччен?» — тенӗн пӑхма тытӑнчӗ.

Help to translate

Вовӑн хулари тусӗсем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Мӗн-ма ыттисенчен шутсӑрах уйрӑлса тӑрса пире тӑрантаратӑн эс?» — тенӗн каллех тӑп чарӑнчӗ, Вова енне чылайччен пӑхса тӑчӗ, вара ҫӑкӑр таткисене ним шиксӗр сӗтӗрме тапратрӗ.

Help to translate

Вовӑн хулари тусӗсем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Вӑл шӗвӗр сӑмсине вылятса эсех-и ку тенӗн пӑхса илсе унталла-кунталла кускаларӗ.

Help to translate

Вовӑн хулари тусӗсем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Унччен те пулмарӗ, «шип-шип» тенӗн сас парса хулари тусӗсенчен пӗри — Вовӑна нихӑҫан та сиен туман ырӑ кӑмӑллӑ шӑши — таҫтан йӑпӑртатса та ҫитрӗ.

Help to translate

Вовӑн хулари тусӗсем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Ҫав вӑхӑтра, иртетни-и, иртместн-и-и тенӗн, пач кӗтмен чух ки-ки-рикик! тесе вӑрӑммӑн авӑтса ярать автан, вара Вихтӗрсен икӗ чӑххипе картишӗнче курнӑҫланса, пуҫне мӑн кӑмӑллӑн каҫӑртса ҫӳреме пуҫлать.

Help to translate

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Эсир ун патӗнче тӳлевсӗр ӗҫленӗ пек пултӑр тенӗн пулса тухатчӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Йӗркеллӗ пулас тенӗ майӑн хӗр ячӗшӗн туртӑнкаларӗ, ытама пуҫӗпех кӗрсе ӳкес мар тенӗн хирӗҫленӗ пек тыткаларӗ хӑйне.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ку ӑна пырса тивмест тенӗн Элиме стена еннелле ҫаврӑнса выртрӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Авӑ, мулаххая аса илтерекен кушакӑн та унта-кунта сиккелесе вылянакан ҫутӑ-куянпа аташас кӑмӑлӗ пур пулас, вӑл, «ма йӑлтӑртаттармастӑн асамлӑ кӗленчӳне» тенӗн, куҫ сиктермесӗр Вихтӗре пӑхса ларать сак ҫинче.

Help to translate

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Шурӑ купӑс макӑрать, Ҫамрӑк хурӑн таш ташлать: «Хӑпӑр», — тенӗн, ҫилсене Парнелет сар тенкине».

Help to translate

Поэтсем ӑҫта пурӑнаҫҫӗ-ши! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Левен хапха умӗпе каллӗ-маллӗ уткалать, вӑл кашни пусмассерен юр: «Кала! Кала!» — тенӗн натӑртата-натӑртата илет.

Help to translate

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тухать те тӑрӑх сикет, ҫара алла ҫуллать, хӳрине пӑлтӑртаттарать, хӳме ҫумӗпе каллӗ-маллӗ юртать: «Каҫар, ним туса та пулӑшаймастӑп», — тенӗн, каллех хапха айӗпе шӑвӑнса ҫухалать.

Help to translate

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Юн таппи: «Атте… анне… атте… анне…» — тенӗн, ҫакӑ икӗ сӑмах юн тымарӗсен кашни хутламӗнчен ҫиеле тухасшӑн пӑлт-пӑлт сикнӗн туйӑнать:

Help to translate

1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Вӑрмана ҫитсен, сывлайми пулнипе, Шӑнкӑрч яш хурӑн вулличчен тытса тӑрать пӗр хушӑ, сывлӑш ҫавӑрса ярсан, тухса ӳкмен-ши тенӗн, пӑшалне хуҫса пӑхать.

Help to translate

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Анкартисем хыҫӗнче, тарӑн ҫырманалла паян шуса анса каяс-ши е ыранччен тӑхтас тенӗн, улӑм купине аса илтерекен ҫурт йӑпшӑнса ларать.

Help to translate

Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Савӑк чухне вӑл пурнӑҫпа рехетлентересшӗн мар тенӗн ытла та хӑвӑрт чупать.

Help to translate

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed