Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сисрӗ ҫӗнӗ учитель ачасем Илюк тавра явӑнса ҫӳреме юратнине, сисрӗ те сӑнама тытӑнчӗ: «Мӗнпе илӗртет вӑл ачасене?»
Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77
Европӑри пысӑк вулкан районӗнче — Флегрей уйӗсенче — час-часах ҫӗр чӗтреннине сӑнама пуҫланӑ: Неапольте юлашки кунсенче ҫӗр айӗнчи кисренӳсене темиҫе хут регистрациленӗ.
Европӑра супервулкан вӑраннӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/38192.html
«Ӑхӑ, — тет Вихтӗр хӑйне хӑй, — манӑн та кайӑк чӗлхине вӗренме, ҫутҫанталӑка сӑнама тытӑнмалла…»
Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.
Монитор ҫинче тӑпран нӳрӗлӗхне, ҫутӑ шайне,температура ҫителӗклӗ е ҫителӗксӗррине сӑнама пулать.
Хуракасси шкулӗнче хӑнара // О. САРБАЕВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/04/17/hu ... nche-hnara
Паян сӑнама вӑхӑт пулмарӗ-ха, паян — хӑнасем килсе тулчӗҫ.
Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Тӗлӗнмелле этемрен: ҫутҫанталӑка хӑй куҫӗпе сӑнама май пур чух та — пар ӑна телевизор!
Асран кайми рифмӑсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Картунти Кӗтерне кӗсрене — утнӑ май кашни курӑк вӗҫне тутанса пӑхма хапӑл тӑвакан дегустатора, курӑк хушшинчи кӑпшанкӑсем мӗн хӑтланнине сӑнама юратакана — кӳлес-тӗк, Кӳлхӗррине ҫитсе киличчен ним мар кун иртсе каять.
Асран кайми рифмӑсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Апертура тӗлӗшӗнчен пысӑкрах телескоппа (120—150 мм диаметрлипе) «дипскай»-фильтрсемпе (UHC, UHC-S тата вӗсен евӗрлисемпе) усӑ курсан газ сарӑлни тӗтрелӗхре хӑйӗн йӗркине пӑхӑнни курӑнать, тусанлӑ тӗтрелӗхӗн тӗксӗм мӗлки ҫуттине икӗ пая уйӑрнине сӑнама май пур.
Лагуна тӗтрелӗхӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B0%D ... 1%85%D3%97
Ҫулла ял е ту тӳпинчи ҫак тӗксӗм ҫутӑ диффузлӑ тӗтрелӗхе ахаль куҫпа та сӑнама пулать.
Лагуна тӗтрелӗхӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B0%D ... 1%85%D3%97
17 ° таран ҫитекен тайлӑкпа вӑл 50 метр ҫӳллӗшри купол галерейи патне хӑпарать, янкӑр ҫанталӑкра унта Гарца сӑнама май пур.
Ҫӗнӗ ратуша (Ганновер) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D2%AA%D3%97%D ... %B5%D1%80)
Сиккимӑн пысӑках мар территорийӗ тӗрлӗ ҫӳллӗшре вырнаҫнине пула кунта климат вӑйлӑ улшӑннине сӑнама май пур: кӑнтӑрта вӑл субтропиклӑ, ҫурҫӗрте, ҫӳллӗ тусенче, сӑртлӑ-туллӑ (тундра климат зони).
Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC
Мӗншӗн-ха Потапов Хура Ҫимуна сӑнама хушать?
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
«Укҫине пӑрахса хӑварса, мана аякран сӑнама пултарать. Эпӗ ун ҫинчен кирлӗ ҫӗре пӗлтерӗп-и, ҫук-и — ҫавна пӗлесшӗн вӑл. Каласа парсан, ҫавӑнтах вӗлерӗ, пӗччен те мар пуль-ха», — шухӑшларӗ Роза.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Арлӑ-арӑмлӑ пурӑнмаҫҫӗ-ши-ха тесе, пурне те пӗлме юратакан хӗрарӑмсем вӑрттӑн-карттӑн сӑнама пуҫларӗҫ, анчах халлӗхе нимӗнех те сисӗнмерӗ-ха.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Иван, вырӑсла ӑстах пулманран, хӑй нумай калаҫмасть, ҫын калаҫнине итлеме, ҫынна сӑнама пӗлет.
«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Эрхипен пуҫне ҫапса лапчӑтма тупа тунӑскер, тепӗр куннех ялти ик-виҫ ӑҫти-ҫук ҫапкаланчӑк качча ӗҫтерсе ӳсӗртрӗ те Эрхиппе Улькана вӑйӑра куҫ илмесӗр сӑнама хушрӗ.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Кам пулатӑн-ха вара эсӗ? — ыйтрӗ вӑл, чӗлӗмне ҫӑварӗнчен илсе, палламан ҫынна сӑнама чарӑнмасӑр.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ним тума аптранӑ енне кил-ҫурта сӑнама тытӑнчӗ.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӑрттӑн пӑхса сӑнама тытӑнчӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Пристань патне ҫывхаракан тимӗр кӑвак лаша кӳлнӗ лав ҫинче икӗ ҫамрӑк хӗрарӑм алӑри ачасене тытса ларнине курсан, ку Ануксем иккенне тавҫӑрса илчӗ те вӗсене куҫран ҫухатмасӑр сӑнама тытӑнчӗ.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.