Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑнама (тĕпĕ: сӑна) more information about the word form can be found here.
Тӗрӗссипе вара, эпӗ ҫынсен чунне сӑнама вӗренессинчен ытларах хамӑн чуна сӑнама ҫеҫ вӗреннӗ…

Help to translate

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Тахҫан Максим Горький ҫавнашкал ҫынсене сӑнама юратнӑ, анчах вӑл вӗсенче пӗтнӗ ҫынсене ҫеҫ мар, вӑйлӑ ҫынсене те курнӑ, мӗншӗн тесен ун чухнехи пурнӑҫ никӗсӗ ҫав ҫынсене хӑй ҫуратнӑ…

Help to translate

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Эпӗ пӗр япалана кӑна пӗлетӗп, пӗр япалана кӑна ӗмӗтленетӗп: манӑн чаплӑ та ӑслӑ произведенисем ҫырмалла, этем шухӑш-кӑмӑлне, ун чун-чӗрине сӑнама вӗренмелле.

Help to translate

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Пӗррехинче вӑл, Ҫӗпӗрте пӗр хулара АН-2 самолетпа вӗҫнӗ чух, тайгара пушар пуррипе ҫуккине сӑнама хӑпарсан самолечӗ-мӗнӗпех шурлӑха татӑлса аннӑччӗ.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫӳллӗ тӗмеске ҫине юрттарса хӑпарчӗ те ҫарӗ, йӗркене тӑрса, Михельсона хирӗҫ тухма хатӗрленнине сӑнама тытӑнчӗ.

Help to translate

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сӑнама кайнӑ хусах часах таврӑнчӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Васан пеккине пытанса ларчӗ те чирлӗ каччӑ хӑй патнелле килекен хӗре, чӑхха куҫлакан тилӗ пек, сӑнама тытӑнчӗ.

Help to translate

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ӗнер каҫкӳлӗм хӗвел анас чухне ытлашшиех хӗртмерӗ, — хӑй сӑнама юратнине систерес терӗ Эмир.

Help to translate

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслу та вара, пурин ҫинчен те манса, утсем епле йӗркеленсе тӑнине сӑнама тытӑнчӗ.

Help to translate

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӑсӗ пулсан чухлама Салтса ҫыхтӑр хӑй ӑспе: Эпӗ ҫыхрӑм сӑнама Пулас кунсен ячӗпе».

Help to translate

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Хам, ҫӳҫе тӗмине сирсе, ун ӑшне кӗрсе выртрӑм та кӗпер ҫине сӑнама тытӑнтӑм.

Help to translate

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Санюк каллех пӗр ҫӳллӗ те лӑпсӑркка чӑрӑш ҫине улӑхрӗ кунтан шоссене сӑнама питӗ майлӑ: умри те, хысри те лайӑх курӑнать.

Help to translate

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вӗсем тухса ҫитсен, Кирук таврана сӑнама пӑрахрӗ те ушкӑна хӑваласа ҫитрӗ.

Help to translate

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кирук шӑллӗне таврана сӑнама хушрӗ, хӑй ҫав вӑхӑтра сарайӗнче ларакансемпе калаҫса пӑхма шутларӗ.

Help to translate

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Йытӑ хуҫи, аллинчи пӗчӗк хунарӗпе ҫутатса, алӑк ҫине «кӗме юрамасть» тесе ҫырса ҫапнӑ хӑма татӑкне курчӗ те тӑпах чарӑнчӗ, чӳрече патне пырса, сӑнама пуҫларӗ.

Help to translate

Хӗр вӑрланӑ // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 15–16 с.

Халӗ ӗнтӗ Верука ҫывӑхранах пӑхса сӑнама пулать, вӑл пире хирӗҫех кулса ларать.

Help to translate

Верук-Чиперук // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 12–13 с.

Ку вӑйӑ сӑнама вӗрентет.

Help to translate

Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Сӑнама мар, ҫук ҫынсен пӗрлешсе, пуянсен тыррине илсе Питӗре ямалла, — тет аппа.

Help to translate

Пирӗн те революцие пулӑшас // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пурис, чӑм шыва ӳкнӗскер, хӑйне хиврен чаркӑчларӗ те ҫаплах каялла туртӑнса илчӗ, вара, хашка-хашка, чарӑнса тӑчӗ, хӑлхи-куҫне ҫивӗчлетсе, хӗрӗнсех тарпа касӑнакан куҫӗ умне ӳкнине сӑнама пуҫларӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурис хӑй мӗн курнине пула хир анра ҫарӑкне чӑмланӑ пек йӳҫӗхсе, шӑлне «тӗпрентеркелесе» тӑркаласан, «качтакине» куҫ сиктермесӗр сӑнама пуҫларӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed