Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑхкаларӗ (тĕпĕ: пӑхкала) more information about the word form can be found here.
Хӗлӗпе ним сас памасӑр пурӑннӑ курак пӗринче чӳрече сакки ҫине сиксе хӑпарчӗ, тем итлесе те тӑнласа ун-кун пӑхкаларӗ, унтан ҫине-ҫинех икӗ хутчен: «Кр-рак, кр-рак!» — терӗ.

Help to translate

Курак чӗппи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 254–258 с.

Тепӗр ирхине куҫне уҫнӑ-уҫман: «Кукка, сирӗн асаннӗр ҫук-им?» — тесе ыйтрӗ, ун-кун пӑхкаларӗ.

Help to translate

Асанне пур-и? // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 251–253 с.

Вилнӗ этемӗн аллинчи ылтӑн-кӗмӗл хутаҫне илсе ун-кун пӑхкаларӗ те ҫӗрлехи тӗттӗмлӗхре ҫухалчӗ.

Help to translate

«Мама, эпӗ ку!..» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

— ?! — кӑлин-калин пӑхкаларӗ Укахвин икӗ ураллӑ «сысни».

Help to translate

Арӑм парни — сысна валашки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Куҫ харши ҫумне ал лаппипе тытса ҫӳлелле пӑхкаларӗ.

Help to translate

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Ҫав йӗрпе малалла каяс-и, каяс мар-и тесе, чарӑнса тӑчӗ Укань, йӗри-тавра пӑхкаларӗ.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пуху хупӑнсан, Архип Григорьевич тем каласшӑн пек, Ҫимун умӗнче чарӑнса тӑчӗ, анчах, калассине манса кайнӑ пек, унталла-кунталла пӑхкаларӗ:

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ун-кун пӑхкаларӗ те ҫырманалла туртса анса кайрӗ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫимун, пӑтаран ҫакӑнса тӑракан тӑлӑпне илсе, картишне тухрӗ, унталла-кунталла пӑхкаларӗ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӗлӗкне хыврӗ, ун-кун пӑхкаларӗ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пытаннӑ ҫӗртен тухса, унталла-кунталла пӑхкаларӗ те Ҫӗпритун, асӑрханса пӳрте — кӗчӗ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хумкка, ӑшӗ пӑшнипе чӗлӗм туртса ярас тесе, пиншак кӗсйисене ҫапкаларӗ, унталла-кунталла пӑхкаларӗ.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эп капла та лайӑх илтетӗп, — урамалла пӑхкаларӗ Кулюкка.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Платун халӑх хушшинче пӑхкаларӗ:

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӗнесем пӑхкаларӗ, вунпилӗк-ҫирӗм тенкӗпе аван ӗне туянма пулать иккен.

Help to translate

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Утар пӳртне янратнӑ кулӑ сассипе Хӗлимун чалтах сиксе тӑчӗ, пит-куҫне сӑтӑрса, ун-кун пӑхкаларӗ, Хӗветӗрӗн карса пӑрахнӑ ҫӑварне курчӗ те хирӗҫ лаплаттарса хучӗ:

Help to translate

55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пӗве пуҫӗпе каҫнӑ чухне Раман, шывра сулӑ курӑнмасть-ши тесе, ун-кун пӑхкаларӗ.

Help to translate

24 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тӑлӑх арӑм хӑраса ун-кун пӑхкаларӗ — сасартӑк унӑн сӑмахӗсене, саккуна хирӗҫле шухӑшӗсене кам та пулин илтнӗ пулсан?

Help to translate

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле тавраналла пӑхкаларӗ, курман куҫӗсемпе темӗн шырарӗ.

Help to translate

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Юрӗ, тепӗр чухне ҫырӑп, — шутларӗ вӑл, темшӗн икӗ аллипе те хырӑмне ярса илчӗ, унталла-кунталла пӑхкаларӗ — никам та ан куртӑрччӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed