Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурри (тĕпĕ: пурӑ) more information about the word form can be found here.
Вӗсен сӑмахне итлекенсем пурри хытӑ пӑшӑрхантарать.

Help to translate

Геннадий Макаров: «Чи кирли - хӑвна шанмалла» // Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗ. https://shemur.cap.ru/news/2024/01/30/ge ... -shanmalla

Педагогикӑра, медицинӑра, ял хуҫалӑхӗнче ҫемье династийӗсем пурри ҫинчен час-часах калаҫатпӑр.

Help to translate

Юратнӑ ӗҫ темиҫе ӑрӑва пӗрлештерет // М.МИХАЙЛОВА. http://alikovopress.ru/yuratna-ec-temice ... teret.html

Тӗрӗслекен ялхуҫалӑх техникине, ӑна хӑрушсӑр эксплуатацилемелли требованисене тивӗҫтермелли, пушар хатӗрӗсем пурри тата механизаторсен «F» категори удостоверенийӗсем пурри ҫине тӗп тимлӗх уйӑраҫҫӗ.

Help to translate

Выльӑх апачӗ хатӗрлеме хатӗррине тӗрӗслеҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... le-3781451

— Вӑл ирсӗр ҫын пулни сӑнӗнченех курӑнатчӗ, унран темӗнле усаллӑха та кӗтме май пурри палӑратчӗ, ҫавӑн чухлӗ укҫа панишӗн ҫав самантра унӑн чунне тем ырӑ марри кӑшлатчӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Чи пахи — сывлӑх пурри, ыттине тума пулать.

Help to translate

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

«Агентство по развитию туризма и индустрии гостеприимства Чувашской Республики» автономлӑ учрежденин директорӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Ростислав Игнатьев республикӑра, ҫавӑн пекех пирӗн округра та туризмӑн тӗрлӗ енӗсене ӗҫе кӗртме майсем пурри пирки хӑй шухӑшне пӗлтерчӗ.

Help to translate

Ӗҫлӗ лару-тӑрура иртрӗ // Оксана Козина. http://kasalen.ru/2024/05/21/%d3%97%d2%a ... %80%d3%97/

«Микрокредитная компания «Агентство по поддержке малого и среднего бизнеса в Чувашской Республике» АНО директорӗн ҫумӗ Александр Быченков тата «Гарантийный фонд Чувашской Республики» АНОн ӗҫ тӑвакан директорӗн ҫумӗ Надежда Аржаева укҫа-тенкӗ енчен пулӑшу илме майсем пурри ҫинчен каласа пачӗҫ.

Help to translate

Ӗҫлӗ лару-тӑрура иртрӗ // Оксана Козина. http://kasalen.ru/2024/05/21/%d3%97%d2%a ... %80%d3%97/

Сӗнтӗрвӑрри районӗнче уйрӑм хуҫалӑхсенче трактор пурри 88 процентпа танлашать.

Help to translate

Техника хатӗрлӗхӗн тӗрӗслевӗ вӗҫленнӗ // Ю. ГРИГОРЬЕВ. https://marpos.cap.ru/news/2021/04/30/te ... slev-vlenn

Ҫак сферӑра ӗҫлеме ытти ҫынсене пулӑшас шутпа килни тата пысӑк кӑмӑл пурри ҫеҫ пултарать.

Help to translate

Медсестра - ҫынна юратакан професси // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/meditsina/20 ... si-3764775

Нумай ҫул ӳсекен курӑксен лаптӑкӗ сенажлӑх та, яра куна выльӑха ҫитермелӗх те пурри аван.

Help to translate

Тухӑҫ ҫанталӑкран та нумай килет // А.СИЛИВЕСТРОВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/04/tu ... umaj-kilet

Ку ӗҫре опыт пурри тата ҫывӑх ҫынсем юнашар пулни, пулӑшни кирек хӑҫан та ӑнӑҫу кӳрет.

Help to translate

Чун туртнипе ӗҫлени ялан тухӑҫ парать // А.ТУВАНСКАЯ. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/13/ch ... tuh-paratj

Ҫитменнине, ыратма пӗлекен чӗре пурри лайӑхрах та пулӗ.

Help to translate

Акӑ вӗсем, хӗрарӑм чунӗ упраса пурӑннӑ сӑмахсем… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ытла ырӑ мара туйса, куҫ умӗнче мӗн пурри тӗтреленсе те тӗтреленсе пынипе, Тамара упӑшки енне вӑйсӑррӑн тайӑлса каять…

Help to translate

Ывӑл-и! Ывӑл!.. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Эсӗ коридора тухнӑ-тухман тӗнчере эс пурри ҫинчен манса каять ҫав робот-этем.

Help to translate

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тамара, упӑшкипе Ивановвкубе пурри ҫинчен манса кайса, пиччӗшӗ ҫумне ҫыпҫӑнать, йӑмӑкне пырса ыталать.

Help to translate

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Кроссворд пурри каҫхи хӑнана та савӑнтарать, ахӑртнех, вӑл та ним пирки те пуплеме аптӑрать пулас.

Help to translate

Ҫӑтмах ҫынни милицие ма васкать? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Хуҫалӑхра чун пурри — лайӑхах!

Help to translate

Чи хӑрушши — упа мар… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Юратнӑ йӑмӑкӑмпа шӑллӑм пурри те вӑй кӳрейместчӗ мана апла тума.

Help to translate

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ваҫукӑн вара халь тесен халь сиксе ӳкес килет Мишша ҫине, ӑна хаҫат таткине лутӑрканӑ пек лутӑркаса тӑкас килет — алра «X. Абаев» текен хут пурри ҫеҫ тытса чарать.

Help to translate

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Хаумеӑн икӗ спутник пурри паллӑ:

У Хаумеа известны два спутника:

Хӗвел системинчи уҫлӑхташсем // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A5%D3%97%D ... 0%B5%D0%BC

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed