Шырав
Шырав ĕçĕ:
Марья Николаевна упӑшки ҫумне пырса ларчӗ, вӑл ухмаха юлсан: «Ну, мӑнтӑркка, ҫитет ӗнтӗ. («Мӑнтӑркка» сӑмах каланӑ чухне Санин ун ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ — вӑл вара, Санин пӑхнӑ пекех ун ҫине пӑхса, питҫӑмарти ҫинчи мӗнпур путӑксене кӑтартса хавассӑн йӑл кулчӗ).
XXXIV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Епле мӑнтӑркка ачаччӗ вӑл вӑрҫӑччен.
XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
— Тата, атте… тата… тепре ҫӗкле-ха? — ыйтать вӑл, мӑнтӑркка аллисене тӑсса.
VI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Ача мӑнтӑркка аллисене анне енне тӑсрӗ те, мӑйӗнчен ыталаса илсе, ун ҫумне йӑпшӑнчӗ.
III // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Мӑштӑркка та мӑнтӑркка.
Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Кульпипе ӗҫ тухмарӗ пулсан, ялта урӑх чипер хӗр Укахви, тулли сӑн-питлӗ, мӑнтӑркка, ҫитменнине, ахӑлтатса кулаканскер.
Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
«Хула майри пек» мӑнтӑркка та мӑштӑркка ҫынсене кӑмӑлламан.
Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
— Эсӗ те, эпӗ те артистка пулмалли ҫынсем, — тенӗ вӑл илемсӗр мӑнтӑркка кӗлеткине чӗтретсе.
2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.
Айванрах мӑнтӑркка ача пек йӑл-л кулса илет те, ӗҫӗ те пӗтрӗ.
Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
— Пӑхӑр-ха ун ҫинелле! — упӑшки еннелле тӗллесе кӑтартрӗ мӑнтӑркка Одок.
Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Ҫилленместӗн-им эс мана, Хӗветӗр? — вӑрӑм мӑйне тӑсса, тӗлӗнсе пӑхрӗ кӑвак куҫлӑ, мӑнтӑркка сӑн-питлӗ Куҫма.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Иккӗш те мӑнтӑркка, пӗри лутра, тепри пӑлан ӗни пек.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Сӑпани Ҫимун мӗн астӑвассах мӑнтӑркка та лутакаччӗ.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Кама? — Сантӑрккан мӑнтӑркка питҫӑмартийӗсем тӳрех хӗрелсе кайрӗҫ.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Ку хӑш ӗнен? — ыйтрӗ мучи чӑпар та мӑнтӑркка пӑру тӗлне ҫитсен.
XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Сахвине, сарлака питлӗ, мӑнтӑркка хӗрарӑм, яланах кӑмӑлсӑр ҫӳрет цехра.
Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.
Сарӑ кӑтра ҫӳҫлӗ, кӑн-кӑвак куҫлӑ хӗрарӑм ҫӗрлехи сменӑра мана хулӑм ҫи-пуҫ тӑхӑннӑран ытлашши мӑнтӑркка пек курӑннӑ пулас — вӑл, туллирех ӳтлӗ пулин те, хӑтлӑ пӳ-силлӗ иккен.
Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.
— Мана ялта пӗчӗкренех Мӑнтӑркка Павӑл теҫҫӗ.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
— Павӑла Мӑнтӑркка тесе чӗнеҫҫӗ, арӑмне вара Вӑрӑмкка темелле пуль?
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Мӑнтӑркка Павӑл, сӗлӗ кӗлти, — пит-куҫӗнче ӑшӑ кулӑ выляткаласа, уфла-уфла хушса хучӗ ҫава шулапне халӗ ҫеҫ ҫулса пӑрахнӑ курӑкпа сӑтӑрса тасатакан кӑтра хура ҫӳҫлӗ, хӗвелпе пиҫсе хӑмӑрланнӑ, ҫамки ҫине шатра хӑпарса тухнӑ каччӑ.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.