Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсенчен: Кӑнтӑрти Ҫӗнӗ Уэльс — столици Сидней; Квинсленд — столици Брисвэн; Виктори — столици Мельбурн; Кантӑрти Австрали — столици Аделаида; Хӗвеланӑҫ Австрали — столици Петр; юлашкинчен, Ҫурҫӗрти Австрали — ун столицине туман-ха.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Эйре тата Лейхард ҫинчен асӑнса илетӗп, вӗсем Австрали тӑрӑх 1840-1841 ҫулсенче ҫӳренӗ; Шгурт 1845 ҫулта ӑна иккӗмӗш хут ҫитсе курнӑ: Грегори тӑванӗсемпе Гельпиан Хӗвеланӑҫ Австралинче 1846 ҫулта пулнӑ; 1848 ҫулта Геннеди Ҫурҫӗр Австралинчи Виктори шывӗн тӑрӑхӗнче шыравсем туса ирттернӗ; Грегорин 1852 ҫулти, Аустинӑн 1854 ҫулти ҫулҫӳревҫисене шута илӗпӗр; 1855 ҫулта татах Грегори тӑванӗсем килсе континентӑн ҫурҫӗрӗпе хӗвеланӑҫ хушшинчи ҫӗрне 1858 ҫулччен тӗпчесе ҫӳренӗ; Бебедже Торрес кӳллинчен пуҫласа Эйра кӳллине ҫитнӗ, юлашкинчен, Австралин летопиҫӗсенче чапа тухнӑ Стюарт, нимрен хӑрамасӑр, континента виҫӗ хутчен каҫнӑ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Австралие ишекен карап Австрали валли, Европӑна каяканни Европа валли корреспонденци илет.
IV. «Гарнаш, Автан урамӗ» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Францин аллине Австрали ҫавӑншӑн ҫеҫ лекмен, мӗншӗн тетӗр пулсан, Боден капитан, калас пулать, хӑй хӑравҫӑ та пулман, 1802 ҫулта Австралин шаписем кваклатнинчен меслетсӗр сехӗрленсе ӳкнӗ те, часрах якӑрне илсе, текех кунта ӗмӗрне те килсе кӗрес мар тесе вӗҫтернӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Коллекцие 40 000 ҫул каялла туса хунӑ Австрали аборигенӗсен чул ҫинчи ӳкерчӗксем, асмат йывӑҫҫинчен касса кӑларнӑ 4,6 м ҫӳллӗш юпасен ушкӑнӗ, Клаус Перлс антиквар музее парнеленӗ Бенин патшалӑхӗн патшисен харпӑр тата церемони япалисен пуххин экспоначӗсем кӗреҫҫӗ.
Метрополитен музейӗ (Нью-Йорк) // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D0%B5%D ... %80%D0%BA)
VI Георг (акӑл. George VI) (раштав, 14, 1895 — нарӑс, 6, 1952 , Сандринхэм, Норфолк, Англи) – Виндзор династийӗнчен тухнӑ Аслӑ Британи, Канада, Кӑнтӑр Африка тата Австрали патши (1936 ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗнчен пуҫласа).
VI Георг // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/VI_%D0%93%D0%B ... 1%80%D0%B3
Яка кит тытасси ҫавӑн пекех Лӑпкӑ океанӑн кӑнтӑр пайӗнчи ҫӳлти широтасенче, Ҫӗнӗ Зеландипе Австрали районӗнче, 1840 ҫултан вара Лӑпкӑ океанӑн ҫурҫӗр пайӗнче — Беринг, Чукотка тата Бофорт тинӗсӗнче — пуҫланса кайнӑ.
Кит тытас ӗҫ // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 4%95%C3%A7
Пуринчен те малтан Ҫӗнӗ Зеландипе Австрали хунарҫисем ӗҫе пикеннӗ.
XVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.
Ку вӑл Кубер-Педи — Австрали континенчӗн опал кӑларакансен тӗп хули, тӗнчери мӗнпур саппаса илес пулсан кунта унӑн иккӗ виҫҫӗмӗш пайне кӑлараҫҫӗ.
Кубер-Педи — ҫӗр айӗнчи хула // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6392.html
Кӑнтӑрти Австрали тӑрӑх вӗҫӗ-хӗррисӗр, пӗр евӗрлӗ сарӑ-хӗрлӗ пейзажсем хушшинче, ҫӳренӗ май ҫӗр ҫийӗнче этем пӗвӗ ҫӳллӗш хатӗрленӗ тирпейлӗ тӗмескесене асӑрхама пулать.
Кубер-Педи — ҫӗр айӗнчи хула // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6392.html
Австрали пушхирӗ питӗ кичем, унӑн сӑнӗ пӗр евӗрлӗ.
Кубер-Педи — ҫӗр айӗнчи хула // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6392.html
Ку енӗпе Австрали, Канада, Кӑнтӑр Америка, Европӑри чылай ҫӗршыв малта.
Биологи меслечӗн пӗлтерӗшӗ пысӑк // Владимир МУТИКОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 4 с.
Австрали маркиллӗ пӗр ҫырӑва ыттисенчен маларах уҫрӗ, почерка палларӗ те сивлекленчӗ, вулама пикенчӗ:
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 198–207 с.
Вӗсем пурӗ улттӑ: Европа, Ази, Африка, Ҫурҫӗрпе Кӑнтӑр Америка, Австрали, Антарктида.Их шесть: Европа, Азия, Африка, Северная и Южная Америка, Австралия, Антарктида.
Юпитер // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Магелланпа ытти чылай юлташӗсем вилнӗ хыҫҫӑн Испани морякӗсем Азипе Австрали хушшинчи тинӗсре сапаланса выртакан утравсем хушшинче нумайччен аташса ҫӳренӗ.
Тӗнче тавра пӗрремӗш хут ҫаврӑнни // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Америкӑпа Австрали хушшинчи транс-океан пакетбочӗсем, каларӑмӑр ӗнтӗ, урӑхрах широтасенче ҫӳреҫҫӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Унччен ним шеллевсӗр пӗтерсе пынипе китсем сайра тӗл пула пуҫланӑ, ҫурҫӗрте Гренланди кичӗсем, кӑнтӑрта Австрали кичӗсем текен чӑн-чӑп китсем сахалланса юлнӑ, кит сунарҫисен вара, тем пек хӑрушӑ пулсан та, ирӗксӗрех йӑрӑмлӑ китсемпе аппаланма тивнӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Лайӑх ҫӗр Австрали.
Иккӗмӗш пайӗ // Борис Чиндыков. Килти архив
Патагони, Австрали, Ҫӗнӗ Зеланди ҫӗршывӗсем ӑна пӗрин хыҫҫӑн тепри хӗн-хур курнӑ ҫынсем пурӑнакан вырӑнсем пек туйӑнса тӑнӑ.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Эпӗ документсен историне те пӗлтӗм, судно вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель ҫинче ҫӗмӗрӗлнине те, юлашкинчен, эсир Австрали ҫӗрӗ ҫинче Гарри Гранта пикенсех шырама шутлани ҫинчен те пӗлтӗм.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.